Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2014 » Кăрлач » 12
Сăн ÿкерчĕк
Районти "Ял пурнăçĕ” хаçатăн вулаканĕсем палăртакан "Çулталăк çынни” ята 2013 çул кăтартăвĕсемпе акционерсен хупă "ТУС” обществин генеральнăй директорĕ Николай Федорович Угаслов тивĕçрĕ.
Николай Федоровича пирĕн районта пĕлмен çын çук ĕнтĕ. Шăпах вăл ертсе пынипе Красноармейски çывăхĕнче 2013 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче строительство керамикин "КЕТРА” завочĕ хута кайрĕ. Обăекта икĕ çултан та сахалрах вăхăтра туса пĕтернĕ. Халĕ кунта çулталăкра 60 миллион штук пиччĕн керамика кирпĕчĕ тата хушма майпа пысăк технологиллĕ керамика туса кăлараççĕ.
Н .Ф. Угаслов 1952 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Хула Çырма ялĕнче çуралнă. Шупашкарти строительство техникумĕнчен тата И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Каменщик, монтажник, прораб, тĕп инженер, СМУ-102 пуçлăхĕ пулса, строитель ĕçне тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлсе çитнĕ. 2001 çулта ăна "ТУС” обществăн пуçлăхне суйланă. Çавăнтанпах ку яваплă ĕçре. Вăл — ЧР Патшалăх Канаш ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 690 | Хăçан хушнă: 12.01.2014 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Çĕнĕ çул умĕн район администрацийĕн ларусен пысăк залĕнче ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисен семинар-канашлăвĕ пулчĕ.
Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ С. Молотков уçса йĕркелесе пычĕ. Сергей Львович çулталăк кăтартăвĕсене кĕскен пĕтĕмлетрĕ. Çăмăл лекмен пулсан та, районĕпе кашни гектартан вăтамран тĕш тырă — 18, 3, çĕр улми — 165, 2, пахча çимĕç 206, 4 центнер пухса кĕртнĕ. Çĕрпе усă курасси лайăхланнă. Унчченхи çулхинчен аш-какай туса илесси ÿснĕ. Шел, кашни 100 ĕне пуçне 65 пăру кăна илнĕ. С. Молотков çĕнĕ çулхи задачăсене те палăртрĕ. Отрасльсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕллевĕсем çинчен семинар-канашлура çавăн пекех ял хуçалăх тата апат-çимĕç пайĕсен тĕп эксперт специалисчĕсем Г. Матвеев, В. Чаховский, В. Васильев, ертсе пыракан эксперт специалисчĕ З. Гаврилова, ЧР Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Н. Арсентьева, районти тĕп агрохимик Н. Александрова пĕлтерчĕç. Вĕсен сăмахĕ ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 523 | Хăçан хушнă: 12.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024