Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2014 » Кăрлач » 12 » Çулталăк çынни — Николай Угаслов
Çулталăк çынни — Николай Угаслов
21:16
Сăн ÿкерчĕк
Районти "Ял пурнăçĕ” хаçатăн вулаканĕсем палăртакан "Çулталăк çынни” ята 2013 çул кăтартăвĕсемпе акционерсен хупă "ТУС” обществин генеральнăй директорĕ Николай Федорович Угаслов тивĕçрĕ.
Николай Федоровича пирĕн районта пĕлмен çын çук ĕнтĕ. Шăпах вăл ертсе пынипе Красноармейски çывăхĕнче 2013 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче строительство керамикин "КЕТРА” завочĕ хута кайрĕ. Обăекта икĕ çултан та сахалрах вăхăтра туса пĕтернĕ. Халĕ кунта çулталăкра 60 миллион штук пиччĕн керамика кирпĕчĕ тата хушма майпа пысăк технологиллĕ керамика туса кăлараççĕ.
Н .Ф. Угаслов 1952 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Хула Çырма ялĕнче çуралнă. Шупашкарти строительство техникумĕнчен тата И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Каменщик, монтажник, прораб, тĕп инженер, СМУ-102 пуçлăхĕ пулса, строитель ĕçне тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлсе çитнĕ. 2001 çулта ăна "ТУС” обществăн пуçлăхне суйланă. Çавăнтанпах ку яваплă ĕçре. Вăл — ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ.
Николай Федорович тăван республикăн культура аталанăвĕшĕн, унăн çыннисен ăс-хакăл пуянлăхĕшĕн, чăвашлăхшăн çуннине шута илсе ăна Чăваш Наци Конгресĕн пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнчи черетлĕ Пухăвĕнче унăн ертÿçи пулма суйларĕç.
Мăшăрĕпе, чăваш эстрада юрăçипе, ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Ирина Евсеевнапа, виçĕ ача çитĕнтерсе пурнăçăн аслă çулĕ çине кăларнă. Çичĕ мăнукпа савăнаççĕ Угасловсем.

И. Прокопьев
Миçе çын пăхнă: 701 | Кам хушнă: demonics21 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024