Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2015 » Нарăс » 27
Сăн ÿкерчĕк

“Мухтавлă ентешсем” сочиненисен районти конкурсне (малалла — Конкурс) Красноармейскинчи тĕп библиотека Чăваш наци конгресĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ĕç планĕпе килĕшỹллĕн ирттерет. “Мухтавлă ентешсем” сочиненисен районти конкурсне Красноармейски районĕ — 80, Аслă Аттелĕх вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа ирттереççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕсем: — Трак тăрăхĕнче пурăнакансемпе çитĕнекен ăрура тăван ялăн, тăван халăхăн, Тăван районшăн, Тăван çĕршывăн мăнаçлăх туйăмне аталантарасси; — ачасемпе аслă ăрури çынсене тăван вырăнти историри тата культурăри пуянлăха тимлĕн тишкерме явăçтарасси; — Трак ен халăхĕн активлă пурнăçĕнчи вырăнне палăртасси; — пултаруллă çынсене тупса палăртса малалла аталантарасси. Конкурса йĕркелекенсем — Красноармейскинчи тĕп библиотекăпа Чăваш наци конгресĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕ йĕркелесе ирттереççĕ; — конкурс çинчен информацине райхаç ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 675 | Хăçан хушнă: 27.02.2015 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕ, Трак енри Н. Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ, ЧНКан районти уйрăмĕ тата районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ Красноармейски районĕ йĕркеленнĕренпе 80, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине тата К. Иванов çулталăкне халалласа шкул ачисемпе аслисем хушшинче сăвă çыракансен “Чĕререн тухакан сăмахсем” конкурсне ирттереççĕ. Унăн тĕллевĕ — пултаруллă вĕренекенсене тупса палăртасси тата вĕсене хавхалантарса тăрасси, литература ĕçне явăçтарасси, аслисен творчество пултарулăхне аталантарасси. Конкурса Трак енри шкулсенчи 3—11 классенче (ушкăнсене уйăрса 3—5, 6—8, 9—11 кл.) вĕренекенсем тата поэзие кăмăллакансем хутшăнма пултараççĕ. Конкурса хутшăнакансем хăйсен ĕçĕсене апрелĕн 10-мĕшĕччен районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцине тăратмалла, вĕсем конкурс темисемпе килĕшсе тăмалла. Сăвăсене А4 формат хут çине пичетлесе ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 521 | Хăçан хушнă: 27.02.2015 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Нарăсăн 13-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн Трак енри уйрăмĕ хăйĕн черетлĕ ларăвне ирттерчĕ. Уйрăм пайташĕсем ларура 2015 çулта туса ирттермелли ĕçсене палăртрĕç, тĕп ĕçсен планне çирĕплетсе хăварчĕç. Тума палăртнă ĕçсем ытларах Красноармейски районне туса хунăранпа 80, иккĕмĕш тĕнче вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине тата Литературăпа К. Иванов çулталăкне халалланисем пулчĕç. Çак паллă пулăмсен пĕлтерĕшне шкул ачисемпе аслисем хăйсем мĕнле ăнланнине, мĕн туйни-сиснине, вĕсем çинчен мĕн шухăшланине тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса палăртса пама пултараççĕ. Тĕслĕхрен, сăвă çыракансен "Чĕререн тухакан сăмахсем", сочинени хайлакансен "Мухтавлă ентешсем" конкурсĕсем иртмелле. Красноармейски районĕ йĕркеленнĕренпе 80 çул çитнине халалласа шкул ачисем хушшинче "Улăп-2015" Интернет викторина та ирттерме палăртса хунă. Ентеш-çыравçăсене те хисеплесе те сума суса районти историпе краеведени халăх музейĕнче "Трак енри литература ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 515 | Хăçан хушнă: 27.02.2015 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
232425262728

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024