Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Ака » 15 » "Çамрăк ăсчах - 2011" вăйă конкурсăн пĕрремĕш куçăмсăр турĕ вĕçленчĕ
"Çамрăк ăсчах - 2011" вăйă конкурсăн пĕрремĕш куçăмсăр турĕ вĕçленчĕ
15:13
Сăн ÿкерчĕк

Республикăри районсем хушшинчи "Çамрăк ăсчах - 2011" вăйă конкурсăн пĕрремĕш куçăмсăр турĕ вĕçленчĕ. Ăна Красноармейски районĕнчи вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен меслетлĕх ушкăнĕ йышăннипе ирттернĕ. Ушкăн ертÿçи - З.П.Михайлова. Вăйă конкурс авторĕ тата ăна пуçарса йĕркелесе пыраканĕ - В.М. Михайлов. Конкурс ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 14-мĕшĕччен пычĕ. Унта хутшăнакансен "Çамрăк ăсчах" вăйă конкурс сайтĕнче 35 ыйтуран тăракан тест ыйтăвĕсем çине онлайн (тÿрĕ çыхăнура) хуравламаллаччĕ. Сайта пурĕ 382 ача кĕрсе ĕçе пурнăçлама çырăннă. Вĕсенчен 262-шĕ тест ыйтăвĕсене хуравланă. Тулли хурав памашкăн 230 ача çеç пултарнă. Вĕсенчен вăйă конкурсăн куçăм (иккĕмĕш) турне хутшăнма 68 ача ирĕк çĕнсе илнĕ. Вĕсен ятлăхне http://chuvsite.ucoz.ru/ сайтран уçласа илме пулать.

Районсем тăрăх кам мĕнле хутшăннине шута илес пулсан, вĕрентекенсемпе ачасен хастарлăхĕ çапларах курăнать: Вăрмар районĕ - 62 Сĕнтĕрвăрри районĕ - 62 Элĕк районĕ - 54 Красноармейски районĕ - 49 Канаш районĕ - 42 Шупашкар хули - 26 Тутар Республики - 19 Шупашкар районĕ - 9 Куславкка районĕ - 9 Хĕрлĕ Чутай районĕ - 9 Елчĕк районĕ - 9 Етĕрне районĕ - 8 Çĕрпÿ районĕ - 8 Муркаш районĕ - 6 Комсомольски районĕ - 5 Патăрьел районĕ - 2 Йĕпреç районĕ - 1 Вăрнар районĕ - 1 Çĕнĕ Шупашкар хули - 1 Мускав хули - 1  

Конкурсăн куçăм турĕ Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче пулать. Вăл 11 сехетре пуçланать. Унта пыма кăмăл тăвакансен mixaj_58@mail.ru электрон почтипе çыру-хыпар ямалла. Унăн хапине (формине) http://chuvsite.ucoz.ru/ сайта вырнаçтарнă.

Миçе çын пăхнă: 532 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024