Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Ака » 24
Сăн ÿкерчĕк
Трак енти Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн 6-мĕш класс вĕренекенĕсем Чăваш чĕлхин вунă кунлăхне хутшăннă май В.М.Михайлов вĕрентекен ертсе пынипе Шупашкарта Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче пулса курчĕç. Унта музейри экскурсовод ертсе пынипе чăваш ÿнерçĕ классикĕсен ĕçĕсемпе паллашрĕç. Уйрăмах вĕсене А.Кокель, М.Спиридонов, Н.Сверчков, Н.Овчинников ĕçĕсем килĕшрĕç. Кунсăр пуçне Валерий Бобков художникăн Чернобыльти атом электростанцийĕнчи хăрушă инкек çинчен ÿкернĕ сăрăллă сăнĕсемпе паллашрĕç. 
Ачасене кÿршĕллĕ Тутарстан маçтăрĕн Александр Ивановăн чеканка мелĕпе тунă ÿкерчĕкĕсем те тĕлĕнтерчĕç.
Шкул ачисем Шупашкарти канăва аван ирттерчĕç. Вĕсем "Макдональдс" кафене кĕрсе апатланма та пултарчĕç.
Миçе хут пăхнă: 886 | Хăçан хушнă: 24.04.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Трак енти Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн 6-мĕш класс вĕренекенĕсем Чăваш чĕлхин вунă кунлăхне хутшăннă май В.М.Михайлов вĕрентекенпе пĕрле Шупашкарта К.В.Иванов ячĕллĕ драма театрĕнче пулса курчĕç. Вĕсем ăста артист, поэт тата драматург, хăйсен ентешĕ Александр Пăртта çырнă пьеса тăрăх çырнă «Укçа чул кастарать» спектакль премьери пăхрĕç. 
Пьеса авторĕ паянхи кун кăларса тăратнă «ашшĕ-амăшĕ тата ачисем» ыйтăва çивĕччĕн çĕкленĕ. Аякра та мар пурăнакан ачисем вунă çул хушши пĕччен пурăнакан амăшне килсе курмаççĕ, пулăшмаççĕ. Укçа кирли çеç вĕсене ватă амăшĕ патне килме хистет. Шел пулин те, тăван ачисене укçа çеç кирли , вĕсем уншăн çапăçса кайни амăшне питĕ кÿрентерет, ăна вилĕм çапса хуçать.
Пьесăра кулăшла самантсем те чылай. Пьесăна лартакансем çынсен çитменлĕхĕсене кулăш , сарказм тата гротеск мелĕпе уçса пама тăрăшнă. Çаванпа спе ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 568 | Хăçан хушнă: 24.04.2011 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024