Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Ака » 24 » Вĕренекенсем - театрта
Вĕренекенсем - театрта
21:52
Сăн ÿкерчĕк
Трак енти Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн 6-мĕш класс вĕренекенĕсем Чăваш чĕлхин вунă кунлăхне хутшăннă май В.М.Михайлов вĕрентекенпе пĕрле Шупашкарта К.В.Иванов ячĕллĕ драма театрĕнче пулса курчĕç. Вĕсем ăста артист, поэт тата драматург, хăйсен ентешĕ Александр Пăртта çырнă пьеса тăрăх çырнă «Укçа чул кастарать» спектакль премьери пăхрĕç. 
Пьеса авторĕ паянхи кун кăларса тăратнă «ашшĕ-амăшĕ тата ачисем» ыйтăва çивĕччĕн çĕкленĕ. Аякра та мар пурăнакан ачисем вунă çул хушши пĕччен пурăнакан амăшне килсе курмаççĕ, пулăшмаççĕ. Укçа кирли çеç вĕсене ватă амăшĕ патне килме хистет. Шел пулин те, тăван ачисене укçа çеç кирли , вĕсем уншăн çапăçса кайни амăшне питĕ кÿрентерет, ăна вилĕм çапса хуçать.
Пьесăра кулăшла самантсем те чылай. Пьесăна лартакансем çынсен çитменлĕхĕсене кулăш , сарказм тата гротеск мелĕпе уçса пама тăрăшнă. Çаванпа спектакль куракансене пăхма питĕ кăмаллă пулса тухнă. Спектакльте паллă тата пултаруллă артистсем (В.Трифонова, Н.Григоьева тата ыттисем те) выляни те ун шайне çĕклет.
Ачасем спектальпе кăмăллă юлчĕç. Шкула автобус уйăрса панăшăшăн вĕсем Красноармейски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн çумне М.Д.Голубева пысăк тав сăмахĕ калаççĕ.
Миçе çын пăхнă: 567 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024