Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Пуш » 11 » Çамрăк вокалистсен конкурсĕ
Çамрăк вокалистсен конкурсĕ
15:21
Сăн ÿкерчĕк
Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистне Виталий Егорович Петрова халалласа "Çуркуннехи тумлам” ятлă çамрăк вокалистсен черетлĕ районти конкурсĕ иртрĕ. 
Çĕр-шыв шайĕнче палăрнă ентеш-юрăçа халалласа çамрăк юрăçсен пирвайхи тупăшăвне 1995 çулта ирттернĕ. Çак тапхăрта журналист тивĕçне пурнăçласа мана асăннă конкурсра пĕр хутчен çеç мар пулма тÿр килнĕ. Пирĕн музыка ĕçченĕсем яллă районта хăйсем çине яваплăх илсе çакăн евĕр конкурс ирттерме пултарнишĕн, унта музыкăна, юрăпа ташă искусствине юратма пултаракан ачасене хутшăнтарнишĕн кашнинчех кăмăллă юлаттăм. Кăçал та çаплах пулчĕ. Тата çулленех çамрăк вокалистсен конкурсĕнче райпо канашĕн председательне А. Дмитриевана асăрхатăн. Ку ахальтен мар. Виталий Петров çар служби хыççăн ĕç биографине Красноармейски райповĕнче пуçланă, Альбина Ильиничнапа пĕр ĕç пÿлĕмĕнче ларса ĕçленĕ. Потребительсен обществи район шайĕнчи мероприятие ирттерме ытти çулсенче спонсорла пулăшу парса пулăшу кÿнĕ. 
Ытти çулсенче конкурсанткăсен йышĕ пысăкран концерт вăраха тăсăлатчĕ. Кăçал вара вырăнсенче малтан номерсене суйласа илмелли тур ирттернĕ. Çапла вара чи пултаруллисем финала тухнă, тĕп уява хутшăнма ирĕк çĕнсе илнĕ. Вĕсене, çулĕсене кура, виçĕ ушкăна уйăрнă. 
Конкурс пуçланать. Зал тупăшăва хутшăнакан ачасене хавхалантарма килнĕ шкулсенчи савăк кăмăллă каччăсемпе тата хĕрсемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе тулнă. Конкурсанткăсене районти искусство шкулĕн директорĕ И. Михайлова саламлать, ăнăçусем сунать. Жюри ĕçе тытăнать, унăн йышĕнче республикăри культура училищин аслă преподавателĕ Е. Мотлаева, районти искусство шкулĕн музыка уйрăмĕн вĕрентекенĕ Л. Ильина, культура тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă З. Смирнова. Кăçалхи тупăшу та темиçе номинаципе иртет. 
Конкурса çулĕсемпе чи çамрăккисем пуçларĕç. Сцена çине халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ çумĕнчи Н. Б. Николаева патĕнче ăсталăха туптакан Николета Копту тухрĕ, "Ладошка” (сăм. И. Шевчукăн, кĕв. Е. Зарицкаян) ятлă вырăс юррине шăрантарчĕ, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Екатерина Козловапа (Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕ, ертÿçи Л. Е. Никитина) Дарья Михайлова (искусство шкулĕ, Е. И. Михеева) тивĕçрĕç. Ку ушкăнта çавăн пекех Анна Васильева, Анастасия Никифорова (пурте искусство шкулĕ, Н. В. Григорьева, Е. И. Михеева), Чатукасси шкулĕнчи вокал ансамблĕ (В. А. Николаева) хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Жюри членĕсем ансамбльсен номинацийĕнче "Капельки” ушкăна (искусство шкулĕ, С. Ю. Данилова) лайăх енчен палăртрĕç. 
Вăтам ушкăнти вĕренекенсен пултарулăхне те палăртма кăмăллă. Кунта ачасен вунă ытла номерĕ куракан умне тухрĕ. Çапах жюри те, куракансем те искусство шкулĕн вĕренекенĕсем шăрантарнă юрăсене лайăх енчен хакларĕç. Юлия Михеева "Юртан кĕлетке, ай, тăвар-и” (ертÿçи Е. И. Михеева) юрăпа çĕнтерсе I степеньлĕ диплома, парнене тивĕçрĕ. Марина Иванова "География” юрăпа (С. Ю. Данилова) иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Наталья Васильевна Григорьева преподаватель класĕнче вĕренекен Анастасия Козловапа Маргарита Иванова ("Спит ангел”, "Апрель” юрăсем) виççĕмĕш пулчĕç. Çак ушкăнтах ансамбльсене чысларĕç: искусство шкулĕн "Задор” (С. Ю. Данилова), "Улыбка” (Н. В. Григорьева) ушкăнĕсен "Снежинки”, "А закаты алые” юррисем куракан кăмăлне питех те тивĕçтерчĕç. 
Аслă ушкăнта чи малтан хăйĕн пултарулăхĕпе Максим Захаров (С. И. Данилова) паллаштарчĕ, вăл мĕн пур кăмăлтан шăрантарнă "На безымянной высоте” юрра куракансем ăшшăн йышăнчĕç. Ахальтен мар жюри членĕсем ăна I степеньлĕ дипломпа хакларĕç. Искусство шкулĕн Е. Михеева класне чылайранпа çÿрекен Анастасия Никифорова "Ăçта каян, чĕкеç” чăваш халăх юррипе пурне те тыткăна илчĕ. Надежда Данилова (Кĕçĕн Шетмĕ, Л. Е. Никитина) "Пĕрремĕш учитель” юрăпа виççĕмĕш пулчĕ. 
Газ уçлакансен Заволжски клубĕ çумĕнчи М. В. Дмитриев ертсе пыракан "Капельки” ансамбль вара гран-прине тивĕçрĕ. Куçа илĕртекен чăн чăваш тумлĕ пикесем "Савнă Чăваш Ен” юрра питех те мăнаçлăн шăрантарчĕç. Хĕрсем хăйсене сцена çинче тытма пĕлни, çепĕç сасси, вĕсен кашни хусканăвĕ куракана илĕртрĕ те. 
Жюри председателĕ Е. Мотлаева конкурсанткăсене, вĕсен вĕрентекенĕсене парнесем парса ăшшăн тав тăвать, малашнехи ĕçре ăнăçу сунать. 
Черетлĕ конкурс вĕçленчĕ. Унăн йĕркелÿçисем тупăшăва ирттерме пулăшу кÿнĕшĕн "Орифлэйм” компанин районти представительствин ертÿçине С. Васильева тав сăмахĕ каларĕç.

Ю.Борисов

Миçе çын пăхнă: 529 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024