Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Пуш » 11
Сăн ÿкерчĕк
Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистне Виталий Егорович Петрова халалласа "Çуркуннехи тумлам” ятлă çамрăк вокалистсен черетлĕ районти конкурсĕ иртрĕ. 
Çĕр-шыв шайĕнче палăрнă ентеш-юрăçа халалласа çамрăк юрăçсен пирвайхи тупăшăвне 1995 çулта ирттернĕ. Çак тапхăрта журналист тивĕçне пурнăçласа мана асăннă конкурсра пĕр хутчен çеç мар пулма тÿр килнĕ. Пирĕн музыка ĕçченĕсем яллă районта хăйсем çине яваплăх илсе çакăн евĕр конкурс ирттерме пултарнишĕн, унта музыкăна, юрăпа ташă искусствине юратма пултаракан ачасене хутшăнтарнишĕн кашнинчех кăмăллă юлаттăм. Кăçал та çаплах пулчĕ. Тата çулленех çамрăк вокалистсен конкурсĕнче райпо канашĕн председательне А. Дмитриевана асăрхатăн. Ку ахальтен мар. Виталий Петров çар служби хыççăн ĕç биографине Красноармейски райповĕнче пуçланă, Альбина Ильиничнапа пĕр ĕç пÿлĕмĕнче ларса ĕçленĕ. Потребительсен обществи район шайĕнчи мероприятие ирттер ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 526 | Хăçан хушнă: 11.03.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
2009 çул пуçламăшĕнче республикăри халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтермелли программа йышăннăччĕ. Унпа килĕшÿллĕн, çак ĕçе пирĕн районти 7 ялта (пурĕ 16 çухрăм тăршшĕ) пурнăçлама пăхнă. 
Шел те, ку çав тери сахал, çитменнине ăна та пулин 2020 çулта кăна ĕçе кĕртме палăртнă. Çав хушăрах кашни ял тăрăхĕнче тенĕ пекех халĕ 2—3 ялта шыв çук. Çакна шута илсе, Трак енри ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ялсенчи çынсене ĕçмелли шывпа тивĕçтерес ĕçе лайăхлатмашкăн манран пулăшу ыйтрĕç, "çут çанталăк газĕ кĕртессипе тимленĕскер, ку ĕçе те майлаштарма пултарĕ-ха” тесе шутларĕç пулинех. Эпĕ вара вĕсен ыйтăвне чĕре çумне илтĕм, пулăшма шухăшларăм. 
Чăн та, пуçлăхсен хăйсен те, район администрацийĕн строительство енĕпе ĕçлекен специалисчĕсен те шыв кĕртес ĕç вăраха кайнинче айăп пулман мар: вĕсен хуçалăхсем 30—40 çул каялла хывнă шыв пăрăхĕсем пурте тенĕ пекех юхăнса çитни пирки статистика пайне вăхăтра тата тĕрĕс сведенисем тăратмалла пулнă. Çакăнта ман йăнăш та пур тесе ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 470 | Хăçан хушнă: 11.03.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024