Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Кăрлач » 22 » Черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ
Черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ
13:45
Сăн ÿкерчĕк
Январĕн 19-мĕшĕнче районта черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унăн пĕр ушкăнĕ (РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ А. Петрова, район администрацийĕн юридика пайĕн пуçлăхĕ Л. Артемьев, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Николаев, унăн специалисчĕ М. Александрова тата çак йĕркесен авторĕ) Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен ялсенче пулчĕç. 
Чи малтанах тĕл пулу "Нива" хуçалăх ферминче иртрĕ. Унта информаци ушкăнĕ ĕне сăвакансемпе тата бригада ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. Тепĕр тĕл пулăвĕ вара Пшонкăри кану центрĕнче. Кунта ял çыннисем чылайăн пуçтарăнчĕç. 
Чи малтанах сăмах Альбина Валерьяновна илчĕ. Вăл информаци кунĕн темисемпе паллаштарнă май кашнин çинчех тĕплĕн чарăнса тăчĕ. 
А. Петрова РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ пулнă май пенси ыйтăвне тĕкĕнмесĕр иртсе кайма пултараймарĕ. Мĕншĕн тесен паянхи кун халăха интереслентерекен ыйтусенчен пĕри пулса тăрать те вăл. "Иртнĕ çулхипе танлаштарсан пенсионерсен шучĕ чакни палăрать. Вăл 40-пе танлашать", — пуçларĕ хăйĕн сăмахне информаци ушкăнĕн ертÿçи. Паянхи куна пенси виçи 4259 тенкĕрен пĕчĕк пулмалла мар. Районти ватă çынсен вăтам пенси шайĕ вара 6636 тенкĕпе танлашать. Альбина Валерьяновна пуçтарăннисене февралĕн 1-мĕшĕнчен пенси виçи 8 процент ÿсессе асăнса хăварчĕ. Ача амăшĕн капиталĕпе паянхи куна районти 60 çемье 25 миллион тенкĕлĕх кредит татнă. Ача амăшĕн капиталĕ 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 365,7 пин тенкĕ. Районти 597 çын 80 çултан каçнă ватăсене пăхса тăрать. Пĕр çыннăн виçĕ ватă çынна пăхса тăма ирĕк пур. Уншăн пенсионерне кашни уйăхра пенси çумне 1200 тенкĕ хушса тÿлеççĕ. Пăхса тăракансен çакна асра тытмалла — урăх ниçта та ĕçлемелле мар. Ĕçе вырнаçрĕ пулсан тÿрех РФ Пенси фончĕн районти управленине пырса пĕлтермелле. Çак йĕркене пăхăнман 46 çынтан 364 пин тенкĕ суд урлă шыраса илеççĕ. 
Сăмах Леонид Иванович илчĕ. Вăл пуçтарăннисене уйрăмах "Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес пайĕнче улшăнусем кĕртесси çинчен" федераллă саккуна пурнăçлассипе паллаштарчĕ. "Çĕре малтанах харпăрлăха куçармалла, унтан вара ăна ĕçе кĕртмелле. Çĕрĕн усăсăр выртмалла мар. Эсир ăна арендăна пама е ун çинче вăй çитерсен хăвăр ĕçлеме те пултаратăр. Анчах та енчен те унпа 3 çул усă курмасан çĕрне муниципалитета куçараççĕ. Çавăнпа та кунта шухăшламалли пурах", — пĕлтерчĕ Л. Артемьев. 
Тухса калаçакансем патне ыйтăвĕсем те чылай пулчĕç. Кăмакал ялĕнчи хăш-пĕр урамсенче юр хырманни çынсене пăшăрхантарать. Çĕрсене арендăна панă чухне договорсем çырасси, районти больницăра вăй хуракан хăш-пĕр тухтăрсем çулĕпе аслă пулни хумхантарать, участок тухтăрĕсене кашни яла çитсе килме çăмăлах марри тата ытти те интереслентерчĕ халăха. Пшонкă ялĕн старости Ю. Ильин ял варринче хытă сийлĕ çул тăвас енĕпе ĕçсене еплерех палăртни çинче чарăнса тăчĕ. Вăл ялти икĕ пĕвене тасатас енĕпе йывăрлăхсем пурри çинчен те асăнса хăварчĕ.
Икĕ тĕл пулура та усăллă та тĕплĕ калаçусем иртрĕç. Çынсем ытларах саккунсене пĕлмесĕр тĕрлĕ утăмсем тунине каларĕç, кун пек курнăçусем кирлех терĕç.

Н.Сидорова ("Ял пурнăçĕ")

Миçе çын пăхнă: 833 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Информаци кунĕ | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 Migulaj   (23.01.2011 10:55) [Материал]
Черетлĕ информаци кунĕ мĕнле чĕлхепе иртрĕ?

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024