Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2014 » Чÿк » 27 » ЧНК районсенчи уйрăмĕсен семинар-канашлăвне ирттерчĕ
ЧНК районсенчи уйрăмĕсен семинар-канашлăвне ирттерчĕ
21:15
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Чăваш Наци Конгресăн вырăнти уйрăмĕсене йĕркелесси вĕçленчĕ. Унта районсенчи чи хастар та маттур çынсем суйланчĕç. Йĕркелÿ ĕçĕсем пĕтнĕ пулсан та конгресс президиумĕн хастарĕсен çĕнĕ Устава çирĕплетиччен вĕсене пуçтарса калаçма май килмерĕ. Çавăнпа вырăнти уйрăмсен мĕнле ĕçлемелли пирки нумай ыйтусем сиксе тухаççĕ. Çак çитменлĕхе пĕтерме Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе чÿкĕн 22 -мĕшĕнче наци библиотекин пысăк залĕнче районти ЧНК уйрăмĕсен делегачĕсем семинар-канашлăва пуçтарăнчĕç.

Регистрациленĕ хыççăн районсенчен пурĕ аллă виçĕ çын килни паллă пулчĕ. Вĕсемсĕр пуçне кунта ентешлĕхсен пуçлăхĕсем те пулчĕç.

Канашлăва ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ, ĕç тăвакан комитет пуçлăхĕ Валерий Клементьев уçрĕ.

Вăл семинарăн тĕп тĕллевĕ вырăнти уйрăмсен ĕçĕнче мĕнлерех йывăрлăхсем пуррине уçăмлатасси тата ăна пĕрле татса пама тăрăшасси пулнине каларĕ. Канашлăва малалла ертсе пыма ЧНК президенчĕн çумне Петр Ивантаева сĕнчĕ.

Петр Васильевич районти уйрăмсен ертÿçисене ку çĕнĕ ĕç пулни пирки, вăл конгресс Уставĕпе килĕшÿллĕн пулса пынине каларĕ. Вырăнти уйрăмсем туса хурса вĕсене ĕçлеттерсе яни вара конгреса пĕрлĕхлĕ ĕçлеме май парассине пĕлтерчĕ.

Малашне Устав тăрах Чăваш наци конгресне кĕрес тесен кашнийĕн вырăнти уйрăма ыйтса çырмалла. Урăхла каласан, йышăннă формăпа заявлени çырмалла. ЧНК пайташĕ пулма çĕнĕ Устав тăрăх вун саккăра çитнĕ, конгресс тĕллевĕсене ырласа йышанакан хастарсем пултараççĕ.

Семинара килнĕ делегатсенчен хĕрĕх çын ытла тÿрех конгреса кĕме ыйтса заявлени çырчĕç.

Вырăнти уйрăмсенчен килнисем семинар-канашлу ĕçне хастар хутшăнчĕç. Калаçу питĕ хĕрÿ пычĕ. ЧНК районсен уйрăмĕсен ертÿçисенчен нумайăшĕ пĕрле ĕçлесе Чăваш наци конгресĕн ĕç-хĕлне лайăхлатасси çинчен шутлани палăрчĕ.

Чăваш наци конгресĕн «Чăваш ялĕ» комитет ертÿçи, Шупашкар уйрăмĕн председателĕ Эдуард Бахмисов ялсенпе мĕнле ĕçлени çинчен каласа пачĕ.

«Сывă наци» комитет председателĕ Юрий Зорин вара халăх сывлăхне упраса хăварассипе конгресс еплерех тăрăшнине уçăмлатрĕ. «Культура» комитетне ертсе пыракан Зинаида Воронова кăçал конгресс хастарĕсем регионсемпе еплерех çыхăнусем тытни çинче, унти чăвашсен ĕçĕсне вăйлăлатма пулăшни çинче чаранса тăчĕ.

Хăш-пĕр районсенче ĕçсене йĕркелесе те янă, канашлăва пуçтарăннисене хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç. Акă конгресăн Красноармейскинчи уйрăмĕн ертÿçи Зинаида Махайлова ЧНК ĕç планĕ çине тайăнса, чăвашлăха упраса хăварассипе районта тĕрлĕ ĕçсем туса ирттернине пĕлтерчĕ. Вăл тухса калаçни пурин кăмăлне те кайрĕ.

Татса памалли ыйтусем нумай пулчĕç пулсан та, семинара пуçтарăннисем пурте ку канашлу питĕ усăллă пулнине палăртрĕç.

Юлашкинчен ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев, килнисене инçе çула пăхмасăр Шупашкара çитнишĕн, пĕрле тĕллевлĕ ĕçлеме кăмăл тунăшăн тав турĕ.

Малашне çакнашкал тĕл пулусене пĕр-пĕр района тухса йĕркелесен аван пулнă пулĕччĕ.

ЧНК пресс-служби

Миçе çын пăхнă: 523 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024