Район администрацийĕн пуçлăхĕ



Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 54

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Пуш » 26 » “Çил çунат çуначĕ айĕнче” IV конкурсĕ иртнĕ
“Çил çунат çуначĕ айĕнче” IV конкурсĕ иртнĕ
17:36
Сăн ÿкерчĕк
Халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче "Çил çунат çуначĕ айĕнче” ятпа сăвă вулакансен районти IV конкурсĕ иртнĕ. Республикăри тупăшăва каймашкăн суйласа илмелли тура Трак енри шкулсенче вĕренекенсем хутшăннă. 
Конкурс виçĕ номинаципе иртнĕ: "Илемлĕ литература произведенийĕнчи хайлава вуласси”, "Авторăн хăй çырнă сăввине илемлĕ вуласси”, "Литературăпа музыка композицийĕ”. Тупăшăва хутшăнакан ачасене виçĕ ушкăна — кĕçĕн, вăтам тата аслă— уйăрнă. 
Зал илемлĕ тум тăхăннă ачасемпе тулнă. Кунтах вĕсене тупăшăва хатĕрленĕ шкулсенчи чăваш тата вырăс чĕлхисен учителĕсем. Тăватă сехете яхăн пынă конкурс пурин кăмăлне те кайрĕ. Унта пынисем пирĕн ачасем сăвă вулама, хăйсем те сăвă шăрçалама пултарнине курса тата итлесе тĕлĕнчĕç. 
Конкурса 80 ача хутшăнчĕ. Жюри (унта республикăри Çамрăксен театрĕн артисчĕ В. Григорьев кĕчĕ) республикăри тупăшăва кайма чи тивĕçлисене палăртрĕ. 
Кĕçех вĕсем район чысне республика шайĕнчи тупăшура хÿтĕлĕç.

Ю.Борисов
Миçе çын пăхнă: 248 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2018 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 98 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 83 çулта

Геннадий Трофимов (Юмарт) - 80 çулта


Владимир Харитонов - 85 çулта 

2018 çул - Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çулĕ

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2018