Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Çĕртме » 2 » “Çулталăкри çемье-2011” — Ананьевсем
“Çулталăкри çемье-2011” — Ананьевсем
23:59
Сăн ÿкерчĕк
Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче, эрне кун, халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче, Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне халалласа, "Çулталăкри çемье-2011” районти конкурс пулчĕ. Унта пĕтĕмпе 7 çемье хутшăнчĕ. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров пур кăмăлтан саламларĕ, чĕрĕ чечексем парнелерĕ.
Çĕнтерÿçĕне палăртма жюри членĕсене (çак йыша районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Л. А. Киселев, хĕрарăмсен районти канашĕн председателĕ З. Г. Петрова, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи А. В. Петрова, ЗАГС пайĕн заведующийĕ Е. Л. Павлова тата культура пайĕн 3 представителĕ кĕчĕç) çăмăл тивмерĕ.
Виçĕ сехете яхăн пынă конкурсра  Красноармейскинчи Ананьевсем "Çулталăкри çемье-2011” пулса тăчĕç. Александр Владимировичпа (вăл Яманак ялĕнче çуралнă) Ирина Валерьевна (Çĕнĕ Шупашкар) 14 çул пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Кил хуçи 10 çул ытла ĕнтĕ РФ Пенси фончĕн районти управленийĕнче вăй хурать, волейболла выляма, пулла çÿреме юратать. Мăшăрĕ те кунтах ĕçлет, апат-çимĕç хатĕрлеме, çыхма, тĕрлĕ çырла ÿстерме кăмăллать. Вĕсен — икĕ ача. Димăпа Лена Трак гимназийĕнче вĕренеççĕ: пĕри — 7, тепри 3 классенче, тĕрлĕ конкурссене тăтăшах хутшăнаççĕ. Ананьевсем — спорт çемйи те. "Ял пурнăçĕ” хаçат ирттерекен ăмăртусене вĕсем çулленех хутшăнаççĕ. Кăçал ав çемьесен тупăшăвĕнче çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.
Миçе çын пăхнă: 506 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024