Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Çĕртме » 02
Сăн ÿкерчĕк
Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче, эрне кун, халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче, Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне халалласа, "Çулталăкри çемье-2011” районти конкурс пулчĕ. Унта пĕтĕмпе 7 çемье хутшăнчĕ. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров пур кăмăлтан саламларĕ, чĕрĕ чечексем парнелерĕ.
Çĕнтерÿçĕне палăртма жюри членĕсене (çак йыша районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Л. А. Киселев, хĕрарăмсен районти канашĕн председателĕ З. Г. Петрова, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи А. В. Петрова, ЗАГС пайĕн заведующийĕ Е. Л. Павлова тата культура пайĕн 3 представителĕ кĕчĕç) çăмăл тивмерĕ.
Виçĕ сехете яхăн пынă конкурсра  Красноармейскинчи Ананьевсем "Çулталăкри çемье-2011” пулса тăчĕç. Александр Владимировичпа (вăл Яманак ялĕнче çуралнă) Ирина Валерьевна (Çĕнĕ Шупашкар) 14 çул пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Кил хуçи 10 çул ытла ĕнтĕ РФ Пенси фончĕн районти управленийĕнче вăй хурать, волейболла выляма ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 505 | Хăçан хушнă: 02.06.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Кăçал районти шкулсенчи 11-мĕш классенчен 115 яшпа хĕр вĕренсе тухать. Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче, юн кун, вĕсемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ.
Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче акă ку мероприятине халалланă уяв вĕренÿ учрежденийĕн çурчĕ умĕнчи лапамра театрализациленĕ мелпе иртрĕ. Чăваш Республикин Гимнĕ янăранă май вĕренÿпе спортра тата общество ĕçĕнче малта пыракан А. Васильев, Д. Марков, А. Илларионов, В. Журавлев тата А. Пантелеймонов ялав çĕклерĕç.
Выпускниксене Г. И. Юлмасова директор, район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров, вĕрентÿре ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ Г. И. Николаева, Красноармейскинчи ĕçпе вăрçă ветеранĕ М. П. Прохоров, "Вольник” спортклуб директорĕ А. Н. Григорьев, пĕрремĕш класра вĕренекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕ В. С. Антонова, ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Н. Г. Пантелеймонов саламларĕç, умри экзаменсене ăнăçлă тытма сунчĕç.
Вальс ташланă хыççăн йĕс шăнкăрав сассипе вун пĕрмĕшсем юлашки урока ларчĕç.
Райцентрти пĕтĕмĕшле п ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 545 | Хăçан хушнă: 02.06.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024