Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Çĕртме » 2 » Трак Енри шкулсенче вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ
Трак Енри шкулсенче вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ
23:52
Сăн ÿкерчĕк
Кăçал районти шкулсенчи 11-мĕш классенчен 115 яшпа хĕр вĕренсе тухать. Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче, юн кун, вĕсемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ.
Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче акă ку мероприятине халалланă уяв вĕренÿ учрежденийĕн çурчĕ умĕнчи лапамра театрализациленĕ мелпе иртрĕ. Чăваш Республикин Гимнĕ янăранă май вĕренÿпе спортра тата общество ĕçĕнче малта пыракан А. Васильев, Д. Марков, А. Илларионов, В. Журавлев тата А. Пантелеймонов ялав çĕклерĕç.
Выпускниксене Г. И. Юлмасова директор, район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров, вĕрентÿре ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ Г. И. Николаева, Красноармейскинчи ĕçпе вăрçă ветеранĕ М. П. Прохоров, "Вольник” спортклуб директорĕ А. Н. Григорьев, пĕрремĕш класра вĕренекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕ В. С. Антонова, ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Н. Г. Пантелеймонов саламларĕç, умри экзаменсене ăнăçлă тытма сунчĕç.
Вальс ташланă хыççăн йĕс шăнкăрав сассипе вун пĕрмĕшсем юлашки урока ларчĕç.
Райцентрти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан иккĕмĕш вăтам шкулта та вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ ятпа савăнăçлă линейка иртрĕ, юлашки шăнкăрав янăрарĕ.
Вĕренекенсем класăн-класăн шкул умĕнчи лапама йĕркеленсе тăраççĕ. Часах Чăваш Ен Гимнĕ янăраса каять, вĕренÿре, спортра тата обществăлла ĕçре малта пыракан ачасен ушкăнĕ республика ялавне çĕклет.
Шкул директорĕ С. Гаврилова сăмах илнĕ май, вĕренекенсемпе педагогсене çак уяв ячĕпе саламларĕ, дирекципе шкул канашĕн итоглă аттестацин приказĕпе паллаштарчĕ. Кăçал тăххăрмĕшсенчен 44, вун пĕрмĕшсенчен 34 ачана патшалăх экзаменĕсем тытма ирĕк панă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Ю. Васильев уяв ячĕпе саламласа тăххăрмĕшсемпе вун пĕрмĕшсене умри тĕрĕслевре ăнăçу сунчĕ. "Аслă е ятарлă вăтам пĕлÿ илсе хăвăра кăмăла каякан професси туянсан сире эпир Трак енре кĕтетпĕр, эпир вара сире валли хамăр енчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшăпăр”, — терĕ Юрий Алексеевич. Вăл тăххăрмĕш классенчи К. Григорьевапа (республикăри олимпиадăра историпе виççĕмĕш) А. Никифорована (республикăри олимпиадăра акăлчан чĕлхипе пĕрремĕш, 1500 тенкĕлĕх сертификат) дипломсем пачĕ, "Сăран мечĕк” призĕсемшĕн пынă районти ăмăртусенче çĕнтернĕшĕн кĕçĕн (10—11 çулсенчисем) тата вăтам ушкăнри (12—13) командăсене дипломсемпе тата кубоксемпе наградăларĕ. Ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Э. Окликова тухса калаçрĕ, педагогсен коллективне пархатарлă та çăмăл мар ĕçшĕн чĕререн тав турĕ. Пĕрремĕш классем уяв ячĕпе сăвăсем вулаççĕ, кăçал шкултан вĕренсе тухакансене Ксения Сергеева "Последний звонок” юрă парнелет. Вун пĕр-мĕшсем педагогсене, шкулта вăй хуракансене тав туса сăвăсем, юрă-кĕвĕ парнелеççĕ, чĕрĕ чечексем, парнесем тыттараççĕ. Вĕсен класс ертÿçисем те хĕрсемпе каччăсене малашлăхра ăнăçусем сунчĕç. Савăнăçлă самант çитет: 1-мĕш класри Татьяна Сергеевапа 11-мĕшĕнчи Александр Симьянов юлашки шăнкăрав янраттараççĕ. Ун хыççăн вун пĕрмĕш классем юлашки урока лараççĕ.

Хыпар çăлкуçĕ   http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=603&link=&preurl=.&FKey=F_JURL_ID&id=192879
Миçе çын пăхнă: 548 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024