Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Ака » 18 » Çур аки умĕн ("Ял пурнăçĕ")
Çур аки умĕн ("Ял пурнăçĕ")
21:23
Сăн ÿкерчĕк
Ял хуçалăх çулĕн ăнăçлăхĕ çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра та пахалăхлă ирттернинчен килет. Паянхи кун тĕлне "Красное Сормово", "Таябинка" пĕрлешÿсемпе "Нива" хуçалăх çур акине лайăхрах хатĕрленнĕ, "Новая сила" хуçалăхпа "Восток", "Прогресс", "Красноармейская МТС” пĕрлешÿсем — япăхрах.
Кăçал районĕпе 21705 гектар çинче ял хуçалăх культурисем акса-лартса çитĕнтермелле е ку лаптăк 2009 çулхинчен 12, 5 процент пысăкрах. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çав лаптăкăн — 54, çĕр улмипе пахча çимĕç — 8, выльăх апачлĕх культурăсем 38 процент йышăнмалла.
Иртнĕ çул кĕр тыррисем 4597 гектар, е 2008 çулхинчен 75 процент ытларах, акса хăварнă. Анчах та пĕлтĕрхи декабрьти шартлама çанталăка пула вĕсен 20—26 проценчĕ, ытларах кĕрхи тулă, пĕтнĕ пулĕ тесе шутлаççĕ.
Çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме (запас пайсемпе çунтармалли-сĕрмелли материалсем, удобрени, вăрлăх тата ÿсен-тăрансене хÿтĕлемелли хатĕрсем туянма), ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 294 гектар çĕр унччен усăсăр выртнă, ăна кăçал пусă çаврăнăшне кĕртмелле, çавна шута илсе, 88740 пин тенкĕ кирлĕ пулать, çав шутран 56970 пин тенки — çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама.
Районти 26 ял хуçалăх организацийĕнчен 21-шĕ иртнĕ çула ăнăçлă вĕçленĕ, 19342 пин тенкĕ тупăш илнĕ е вăл 2008 çулхи шайран 12 процент пысăкрах. Тĕш тырă туса илессин рентабельлĕхĕ — 31, 4 (2008 çулта 27, 9%), çĕр улмин 32, 9 процент пулнă (2008 çулта — 22, 1%).
Иртнĕ çул 11 хуçалăх вăрлăх пахалăхне лайăхлатас тĕлĕшпе ĕçленĕ. Вĕсем пĕтĕмпе 1 миллион та 653 пин тенкĕлĕх 1589 центнер элита вăрлăх туяннă.
Кăçал пирĕн унччен ахаль выртнă 294 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелле.
Районĕпе пĕлтĕр пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши çурхи культурăсене вăрлăхлăх 1855 тонна хывса хăварнă. Кăçалхи апрелĕн 9-мĕшĕ тĕлне 13766 тоннине (74%) ака кондицине лартнă. Паянхи кун 8 звено вăрлăх аллать. "Восток", "Рожь", "Тракия-Агро" вăрлăхсен пахалăхне тĕрĕслеттерме вăрлăх инспекцине тăратман. "Колосра" кондициллĕ вăрлăх — 43, "Волитпа" "Досаевора" — 45-шер процент çеç. Çавăнпа вĕсенче пахалăхсăр вăрлăх акнипе нумай çухатаççĕ. Ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсен умĕнче халĕ мĕн пур вăрлăха ака кондицине çитерес тĕллев тăрать, кондицисĕр вăрлăхпа пĕр гектар та акмалла мар.
Минераллă удобренисемпе усă курни ял хуçалăх культурисен тухăçне ÿстерме, çĕр пулăхлăхне лайăхлатма май парать. Паянхи кун тĕлне районĕпе 737 тонна минераллă удобрени кÿрсе килнĕ ("Таябинка" — 470, "Красное Сормово" — 125, "Нива" — 50, "Янмурзино" — 41, "Волит" — 30, В. Шумилов ХФХ — 25, Л. Артемьев уйрăм предприниматель — 5, 6 тонна), е вăл кирлин 41 проценчĕпе танлашать.
Çур аки ирттерме дизель топливи — 381, бензин 68 тонна кирлĕ. Паянхи куна топливо — 317, бензин 36 тонна пур. "Гигантпа" "Новая силара", В. Васильева ХФХпа "Красноармейская МТСра" запасра нефть продукчĕсем пачах çук.
Хальхи вăхăтра тракторсемпе çĕр ĕçлесе тумалли тата акмалли техникăсен 75—80 проценчĕ çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕр. Ку енĕпе "Таябинкапа" "Красное Сормовора", "Волитпа" "Досаевора", "Нивара" лару-тăру лайăхрах. Çав вăхăтрах "Янмурзинопа" "Востокра", "Новая силапа" "Красноармейская МТСра" техникăна юсаса хатĕрлес ĕçсем начар пыраççĕ. Вĕсенче те уй-хир ĕçĕсем пуçланнă тĕле лару-тăру лайăхланасса шанас килет. Çур акине тухиччен пур çĕрте те ял хуçалăх машинисене ĕçе тĕплĕн йĕркелештерсе çитерме тăрăшмалла.
Районти агропромышленность комплексĕн техника политики машинăсемпе оборудованисен тухăçлă паркне йĕркелесе ресурссене перекетлемелли хальхи вăхăтри технологисем çине куçас çул-йĕрпе пырать. Кăçал ял хуçалăх культурисене акса тăвас çĕрте ресурссене перекетлемелли хальхи вăхăтри технологисене ĕçе кĕртессипе малалла ĕçлемелле. "Таябинка", "Янмурзино", "Бахча", "Волит" пĕрлешÿсем, В. Шумиловпа Л. Артемьев фермер хуçалăхĕсем малта пыракан технологисемпе усă курса çĕр улми лартса çитĕнтереççĕ. Вĕсенче иртнĕ çул ку культурăн гектарти вăтам тухăçĕ 231 центнерпа танлашнă. "Таябинка", "Красное Сормово", "Волит" пĕрлешÿсем ресурссене перекетлемелли технологисемпе акса тăвакан пĕрчĕллĕ культурăсен лаптăкне пысăклатса пыраççĕ.
Хальхи вăхăтра "Таябинкапа" "Красное Сормовора" уй-хир ĕçĕсенче, GPS типлă спутник навигацийĕн тытăмĕпе усă курса, тĕрĕс çĕр ĕçĕ туса пыраççĕ.
Апрелĕн 10-мĕшĕ тĕлне тĕпрен илсен чылай хуçалăхсем çур акине хатĕр.
Ака тата ытти ĕçсен комплексне туллин туса пыни 2010 çулта тĕш тырă туса илессине — 20 процент (4135 тонна), çĕр улмипе 10 процент (1520 тонна) ÿстерме, кашни условнăй выльăх пуçне 22 центнер выльăх апачĕ хатĕрлеме май парать.
Район пуçлăхĕн кăçалхи апрелĕн 5-мĕшĕнчи 103-мĕш йышăнăвĕпе сезонлă уй-хир ĕçĕсене ирттернĕ вăхăтра хуçалăхсем çумне çирĕплетнĕ яваплă специалистсем вырăнсене тăтăшах тухса çÿрĕç, ĕç пахалăхĕпе интересленĕç.
Сезонлă ĕçсене йĕркеллĕ ирттерме вырăнсенче вăрлăха ака кондицине çитерессипе çине тăрса ĕçлемелле, ял хуçалăх техники, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобрени, ял хуçалăх культурисен вăрлăхне, ÿсен-тăрансене хÿтĕлемелли хатĕрсене малалла туянмалла, ял хуçалăх культурисене акса тумалли хальхи вăхăтри энергипе ресурссене перекетлемелли технологисене анлăрах ĕçе кĕртме мерăсем йышăнмалла, минераллă тата органикăлла удобренисемпе анлăрах усă курмалла, пĕрчĕллĕ тĕш тырăсен вăрлăхĕсене химилле им-çамсемпе, ÿсме пулăшакан стимуляторсемпе (хатĕрсемпе), биологи препарачĕсемпе усă курса им-çамламалла.

В. Чаховский
Миçе çын пăхнă: 632 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024