Район администрацийĕн пуçлăхĕ



Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 54

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Ака » 03
Сăн ÿкерчĕк
ПРАВОСЛАВИ тĕнне ĕненекенсемшĕн Мăнкун – чи аслă, чи таса уяв. Иисуса пăталанă хыççăн ăна хисеплекенсем, ĕненекенсем Турă ывăлне хĕрхенсе унран каçару ыйтнă. 40-мĕш кунне Иисус чĕрĕлнĕ. Çак пулăма асра тытса уявлаççĕ. Мăнкунра çынсем пĕр-пĕрне тĕл пулса "Христос чĕрĕлнĕ” – "Чăн чĕрĕлнĕ” теççĕ.
МĂНКУН уявне мĕн авалтан çак пулăма тĕпе хурса паллă тума пуçланă. Еврейсем нумай хушă египетсем патĕнче чуралăхра пурăннă, вĕсен пурнăçĕ чăтмалла мар йывăр пулнă. Турă çакна асăрханă, вĕсене шеллесе Моисея еврейсене çăлма хушнă. Египетсен патши Фараон хăйĕн чурисене ирĕке кăларасшăн пулман. Çакна пĕлсен Турă египетсем çине йывăрлăхсем янă. Турă 9 хутчен йывăрлăх янине пăхмасăр Фараон çав-çавах хирĕç тăнă. Çакăн хыççăн 10-мĕш йывăрлăх умĕн, Моисей еврейсен çемйисене путек пусса унăн юнĕпе хăйсен алăкĕсене сĕрме, путекне ăшаласа çим ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 871 | Хăçан хушнă: 03.04.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (2)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш чĕлхипе литературине тата культурине тăрăшса вĕренекен шкул ачисене хавхалантарас тата вĕсен ăс-хакăлĕпе пултарулăхне аталантарас тĕллевпе  районти шкулсенче пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 2-мĕшĕччен наци культурин "Туслăх хĕлхемĕ" фестивалĕ иртрĕ. Республика фестивалĕн районти тапхăрĕ Трак чăвашла-нимĕçле гимназире пулчĕ. Унта районти шкулсенче çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илнĕ 6-9 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Фестиваль программипе килĕшÿллĕн вĕсем  тăватă конкурсра тупăшрĕç. 

Наука ĕçĕсемпе мультимедиллĕ презентацисен «Чăвашлăх тĕнчи» конкурсĕ 3 номинаципе иртрĕ. "Çĕнтерÿçĕсем манăçмаççĕ" номинацире çĕнтерÿçĕ ятне Трак чăвашла-нимĕçле гимназири Степанова Людмилăпа Степанова Екатерина çĕнсе илчĕç (ертÿçисем - Антонова И.Н., Кузьмина Ю.Е.). Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Упи шкулĕнчи Васильева Еленăпа Петров Алексей тата Еншик Чуллăри Данилова Мария çĕнсе илчĕç (ертÿçисем - Васильева В.В., Петрова С.В. тата Ефимова Г.А.).  "К.В.Иванов хайлавĕсенч ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 286 | Хăçан хушнă: 03.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2018 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 98 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 83 çулта

Геннадий Трофимов (Юмарт) - 80 çулта


Владимир Харитонов - 85 çулта 

2018 çул - Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çулĕ

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2018