Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Ака » 3 » Наци культурин "Туслăх хĕлхемĕ" фестивалĕ иртрĕ
Наци культурин "Туслăх хĕлхемĕ" фестивалĕ иртрĕ
13:40
Сăн ÿкерчĕк
Чăваш чĕлхипе литературине тата культурине тăрăшса вĕренекен шкул ачисене хавхалантарас тата вĕсен ăс-хакăлĕпе пултарулăхне аталантарас тĕллевпе  районти шкулсенче пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 2-мĕшĕччен наци культурин "Туслăх хĕлхемĕ" фестивалĕ иртрĕ. Республика фестивалĕн районти тапхăрĕ Трак чăвашла-нимĕçле гимназире пулчĕ. Унта районти шкулсенче çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илнĕ 6-9 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Фестиваль программипе килĕшÿллĕн вĕсем  тăватă конкурсра тупăшрĕç. 

Наука ĕçĕсемпе мультимедиллĕ презентацисен «Чăвашлăх тĕнчи» конкурсĕ 3 номинаципе иртрĕ. "Çĕнтерÿçĕсем манăçмаççĕ" номинацире çĕнтерÿçĕ ятне Трак чăвашла-нимĕçле гимназири Степанова Людмилăпа Степанова Екатерина çĕнсе илчĕç (ертÿçисем - Антонова И.Н., Кузьмина Ю.Е.). Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Упи шкулĕнчи Васильева Еленăпа Петров Алексей тата Еншик Чуллăри Данилова Мария çĕнсе илчĕç (ертÿçисем - Васильева В.В., Петрова С.В. тата Ефимова Г.А.).  "К.В.Иванов хайлавĕсенчи çут çанталăк сăнарĕ" номинацире çĕнтерÿçĕ ятне Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнчи Михайлов Алексей çĕнсе илчĕ (ертÿçи - Михайлов В.М.). Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Карай шкулĕнчи Хлебнова Наталийăпа Именкасси шкулĕнчи Моронцов Леонид  тивĕçрĕç (ертÿçисем - Никандрова А.Ю. тата Ильина В.П.). "Чăваш литературинчи учитель сăнарĕ" номинацире çĕнтерÿçĕ ятне Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнчи Васильева Анна çĕнсе илчĕ (ертÿçи - Михайлова З.П.).

«Çăлтăрчăк» вăйă-конкурса Трак чăвашла-нимĕçле гимназири Иванова Наталия çĕнтернĕ тесе палăртрĕç (ертÿçи - Кузьмина Ю.Е.).

Тăван ен культури енĕпе ирттернĕ «Асамат» олимпиадăра çак ачасем палăрчĕç: Тихонов Владимир,  Трак чăвашла-нимĕçле гимназин 7 класĕнче вĕренекен (I вырăн), Михайлов Демьян, Пикшик шкулĕн 8 класĕнче вĕренекен (II вырăн), Андреев Андрей, Шывпуç шкулĕн 8 класĕнче вĕренекен (III вырăн).

Сăрă искусствин «Шевле» конкурсĕнче çĕнтерÿçĕсемпе пултаруллисем çак ачасем пулчĕç:  Григорьева Татьяна, Еншик Чуллă шкулĕн 7 класĕнче вĕренекен (1 вырăн, ертÿçи - Евграфов П.А.), Федорова Кристина, Карай шкулĕн 7 класĕнче вĕренекен (2 вырăн).

Çĕнтерÿçĕсене хĕрÿллĕн саламлатпăр, Республика шайĕнче иртекен  фестивальте ăнăçу сунатпăр.

Миçе çын пăхнă: 621 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024