Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Çурла » 29 » Демографин районти лару-тăрăвĕ
Демографин районти лару-тăрăвĕ
19:02
Сăн ÿкерчĕк
(Кăçалхи 6 уйăхри кăтартусем)

Районта кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 15300 çын пурăннă.
Кăçалхи январь — июнь уйăхĕсенче 115 ача çуралнă, 140-ĕн вилнĕ (пĕлтĕрхи çак тапхăрта 129 тата 145). Вилнисен сăлтавĕсем (%) — юн çаврăнăш тытăмĕн чирĕсем — 34,3, сывлав органĕсен чирĕсем — 8,6, тулашри сăлтавсем — 16,4, çĕнĕ япаласем — 11,4 тата ытти сăлтавсем — 29,3.
Района 296-ăн килнĕ, 314-ăн тухса кайнă. Миграци йышĕ чакни (—): 2012 çулта — 92; 2013 çулта — 18. Кашни 1000 çын пуçне халăх йышĕ 3,3 чакнă.

Çăлкуç: "Ял пурнăçĕ"
Миçе çын пăхнă: 538 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 3.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (01.09.2013 21:45) [Материал]
Республикăн ЗАГС ĕçченĕсем ашшĕ-амăшĕ хăйсен ывăл-хĕрне мĕн ят панине тишкерсе тухнă. 2012–2013 çулсенче сайра пулин те, анчха чăваш ячĕсем те пуррине асăрханă. Вĕсем: Илемпи, Синерпи, Пинерпи, Пинеслу, Саламби. Çапла, кашниех хĕрарăм ячĕсем.
Ытти ята илсен хальхи вăхăтра авалхи вырăс тата Библири ятсене хурас йăла час-час тĕл пулать иккен. Авалхи вырăс ячĕсем терĕмĕр-ха. Анчах чăн вырăсла Ваççăсемпе Петьăсем паян манăçса пыраççĕ иккен. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче вара шăпах çав ятсене нумай суйланă.
Хĕрарăм ячĕсенчен паян ыттисенчен сайра тĕл пулакан Аида, Властилина, Гера, Дельфина, Добромира, Доминика, Женевьева, Ива, Иоланта, Мадонна, Максим, Миляуша, Павла, Хадиджа, Чулпан, Саида, Ярославна йышшисене суйлакнасем те пур-мĕн. Чиркӳри ятсенче е классикăлла хайлавсенче кăна тĕл пулаканнисене: арçын ачасенчен — Гордей, Глеб, Матвей, Савелий, Арсений, Демьян, Прохор, Захар, Елисей, Савва, хĕрачасенчен — Анисия, Есения, Таисия, Устиния, Варвара текеннисене суйлакансем йышлă иккен.

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024