Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче район депутачĕсен тăваттăмĕш суйлаври Пухăвĕн черетлĕ 41-мĕш ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район центрĕнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, шкулсен директорĕсемпе ача сачĕсен заведующийĕсем, район администрацийĕн управленийĕпе пайĕсен пуçлăхĕсемпе секторĕсен заведующийĕсем хутшăнчĕç. Депутатсем çакăн пек кун йĕркине çирĕплетрĕç: 1. Красноармейски район пуçлăхĕ С. А. Николаев район пуçлăхĕн полномочийĕсене срокчен хăварма — хăй ирĕкĕпе отставкăна кайма 2010 çулхи майăн 19-мĕшĕнче çырнă заявлени çинчен. 2. Красноармейски район пуçлăхне — Красноармейски район депутачĕсен Пухăвĕн председательне суйласси çинчен. 3. Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене район администрацийĕн пуçлăхне контрактпа çирĕплетиччен пурнăçлама район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов çине хурасси çинчен. 4. Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне çирĕплетме район депутачĕсен Пухăвĕнчен конкурс комиссийĕн йышне суйласси çинчен. 5. Красноармейски район депутачĕсен Пухăвĕн "Красноармейски районĕн 2010 çулхи бюджечĕ çинчен” йышăнăвне хушăмсемпе улшăнусем кĕртесси çинчен. 6. Районăн муниципаллă харпăрлăхне куçман пурлăх обăекчĕсене йышăнасси çинчен. 7. Районти муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕсене туса хумалли, реорганизацилемелли тата пĕтермелли йĕрке çинчен калакан Положенине çирĕплетесси çинчен. 8. Районăн Хисеп Кĕнеки çинчен калакан Положенине çирĕплетесси çинчен. 9. Награда пама тăратасси çинчен. Красноармейски район пуçлăхĕ С. А. Николаев район пуçлăхĕн полномочийĕсене срокчен хăварма — хăй ирĕкĕпе отставкăна кайма заявлени çырнă. Депутатсемпе пухăннисем умĕнче Станислав Андреевич сăмах каларĕ, пĕрле килĕштерсе ĕçленĕшĕн пурне те тав турĕ. Ку ыйтупа район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ В. В. Александров, район администрацийĕн культура, спорт, çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ А. Н. Лебедев, ĕç ветеранĕ Н. М. Матвеев, район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов сăмах илчĕç, С. А. Николаева район аталанăвĕшĕн тунă ĕçсемшĕн тав сăмахĕсем каларĕç. Депутатсем Станислав Андреевич ыйтăвне тивĕçтерчĕç. Чăваш Республикин Президент Администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев Управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ В. Г. Орлов Станислав Андреевич Николаев ячĕпе ăшă сăмахсем каласа ăна вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тухăçлă вăй хунăшăн ЧР Президенчĕн Тав çырăвне пачĕ. Депутатсем район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ — район пуçлăхĕ пулма В. Н. Григорьева, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн çумне В. И. Петрова суйларĕç. В. В. Александров хăйне район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕнче ĕçленĕ вăхăтра пулăшу кÿнĕшĕн пухăннисене тав турĕ. Депутатсем çавăн пекех Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхне контрактпа çирĕплетиччен пурнăçласа пыма район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов çине хучĕç. Депутатсем кунпа пĕрлех Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне çирĕплетме район депутачĕсен Пухăвĕнчен конкурс комиссийĕн йышне 5 çынна кĕртрĕç, конкурс комиссийĕн членĕсене çирĕплетме ЧР Президенчĕ патне тухасси пирки йышăну турĕç. Малалла кун йĕркинчи пиллĕкмĕш ыйтупа ларура финанс пайĕн пуçлăхĕ Р. А. Николаева (Роза Александровна депутатсемпе пухăннисен ыйтăвĕсене те хуравларĕ), улттăмĕшпе — пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен секторĕн заведующийĕ В. П. Петров, çиччĕмĕшпе — вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ М. Д. Голубев, саккăрмĕшпе — йĕркелÿпе тĕрĕслев ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕ В. Ю. Иванов, тăххăрмĕшпе культура, спорт, çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ А. Н. Лебедев тухса каларĕç. Депутатсем вĕсемпе те тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.
В. Данилов
|