Район администрацийĕн пуçлăхĕ



Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 54

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çу » 22
Сăн ÿкерчĕк
Вĕрентекен çулталăкне халалласа, пур шайра та чылай мероприяти йĕркелеççĕ. Мускавра, Вĕрентÿ ĕçченĕсен квалификацине хăпартмалли академире "Инноваци моделĕсем — Раççей Федерацийĕнчи муниципаллă методика службисен кадрĕсене çĕнетмелли никĕс" темăпа пулнă тата 200 ытла çынна пуçтарнă Пĕтĕм Раççейри ăслăлăхпа практика конференцийĕ те çав шутранах. 
Асăннă форума Чăваш Енрен иккĕн — пирĕн районти вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн заведующийĕ М. Ф. Фризен тата ку центр методисчĕ Г. И. Николаева хутшăнчĕç. Пĕрремĕш кун Пĕтĕм Раççейри "Методика служби — çĕнĕ шкула" конкурс финалĕ иртнĕ. Ăна академи ректорĕ Э. М. Никитин уçнă. Финалта Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчи муниципаллă 10 методика служби хăйĕн ĕçне презентациленĕ. "Пирĕн тĕп тĕллев çĕр-шыври çак службăсен аталанăвĕ мĕнле шайра пулнипе паллашасси пулчĕ. Ректорăн витĕмлĕ сăмахĕсем чун-чĕрене пырса тиврĕç. Вăл "Вĕрентÿ çинчен" Законра малашне методика службисем çине тимлĕх ытларах уйăрма пăхмашкăн пĕлтерни са ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 277 | Хăçан хушнă: 22.05.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, майăн 20-мĕшĕ тĕлне районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 7237 гектар акса хăварнă. Çав шутра çурхи тулă — 3023, урпа — 3682, пăрçа — 95 гектар. 
Трак енре кăçал "иккĕмĕш çăкăр" 941 гектар лаптăк йышăнмалла пулсан, асăннă кун тĕлне çĕр улми 503 гектар лартнă.
"Красное Сормово" пĕрлешÿре 35 гектар куккурус акса хăварнă. 
Çум курăксемпе кĕрешсе А. Николаев хресчен-фермер хуçалăхĕнче 20 гектар çине гербицид сапнă.
Миçе хут пăхнă: 249 | Хăçан хушнă: 22.05.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Трак енре те Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ пулчĕ. 
Район пуçлăхĕ С. А. Николаев, РФ Юстици министерствин ЧР Управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ А. Д. Грицай тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Республикăри клиника больници" патшалăх сывлăх сыхлав учрежденийĕн эндокринологи уйрăмĕн заведующийĕ И. В. Мадянов çав кун халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче Красноармейски ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе курнăçрĕç. Тĕл пулăва район пуçлăхĕ С. А. Николаев уçса йĕркелесе пычĕ. Вăл район депутачĕсен Пухăвĕн çитес тунти кун, çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче пухăнакан черетлĕ 41-мĕш ларăвĕнче районăн 2010 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртессине, ун калăпăшĕ пысăкланассине пĕлтерчĕ. "Кăçал халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче, Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче, сывлăх сыхлавĕн "Красноармейски тĕп больници" муниципаллă учрежденийĕнче тата Мăн Шетмĕри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче юсав ĕçĕсене тĕпрен пурнăçламалла. Çакна валли республикăпа район бюджетĕнчен укçа-тен ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 270 | Хăçан хушнă: 22.05.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2018 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 98 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 83 çулта

Геннадий Трофимов (Юмарт) - 80 çулта


Владимир Харитонов - 85 çулта 

2018 çул - Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çулĕ

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2018