Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çу » 22 » Пĕтĕмпе критикăлла 109 асăрхаттарупа сĕнÿ панă
Пĕтĕмпе критикăлла 109 асăрхаттарупа сĕнÿ панă
19:30
Сăн ÿкерчĕк
Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Трак енре те Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ пулчĕ. 
Район пуçлăхĕ С. А. Николаев, РФ Юстици министерствин ЧР Управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ А. Д. Грицай тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Республикăри клиника больници" патшалăх сывлăх сыхлав учрежденийĕн эндокринологи уйрăмĕн заведующийĕ И. В. Мадянов çав кун халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче Красноармейски ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе курнăçрĕç. Тĕл пулăва район пуçлăхĕ С. А. Николаев уçса йĕркелесе пычĕ. Вăл район депутачĕсен Пухăвĕн çитес тунти кун, çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче пухăнакан черетлĕ 41-мĕш ларăвĕнче районăн 2010 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртессине, ун калăпăшĕ пысăкланассине пĕлтерчĕ. "Кăçал халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче, Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче, сывлăх сыхлавĕн "Красноармейски тĕп больници" муниципаллă учрежденийĕнче тата Мăн Шетмĕри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче юсав ĕçĕсене тĕпрен пурнăçламалла. Çакна валли республикăпа район бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ", — терĕ Станислав Андреевич. Вăл кунпа пĕрлех Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕсенче, граждансен пухăвĕсемпе конференцийĕсенче тата хуçалăхсен отчетлă тата отчетпа суйлав пухăвĕсенче пĕтĕмпе критикăлла 109 асăрхаттарупа сĕнÿ панине каларĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртмелли мероприятисен планне хатĕрленĕ, çакна район пуçлăхĕн кăçалхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнчи 72р номерлĕ хушăвĕпе çирĕплетнĕ. Тĕл пулура И. В Мадянов çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ Чăван Ен Патшалăх Канашĕн черетлĕ 28-мĕш сессийĕнче хускатнă ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. А. Д. Грицай та информаци кунĕн темипе тухса калаçрĕ.
Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче Трак енре Чăваш Республикинчи профсоюз организацийĕсен "Чувашрессовпроф" пĕрлешĕвĕн председателĕн çумĕ Г. М. Германова та пулчĕ.
Тĕл пулусем вăхăтĕнче сăмах, тĕпрен илсен, республикăри бюджет политикин тĕп енĕсем, Республика кунне уявлассипе çыхăннă мероприятисем, çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче хаçат-журнала йÿнĕрех хакпа çырăнасси пирки пычĕ. (Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕпе çыхăннă ытти хыпара хаçатăн 6-мĕш страницинче вулăр).

В. Данилов

http://www.smi21.ru/?mode=publication&publication=878137&p_date=21.05.2010&date=22.05.2010
Миçе çын пăхнă: 539 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024