Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Пуш » 12 » Депутатсен черетлĕ ларăвĕ
Депутатсен черетлĕ ларăвĕ
18:03
Сăн ÿкерчĕк
Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн черетлĕ тăваттăмĕш ларăвĕ иртрĕ. 
Ларăва район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райцентрти предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, шкулсен директорĕсем, райадминистраци пайĕсен пуçлăхĕсемпе секторĕсен заведующийĕсем хутшăнчĕç. Депутатсем çакăн пек кун йĕрки çирĕплетрĕç: 
1. Красноармейски районĕн 2011 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен. 
2. 2011 çулта Республика кунне Красноармейски районĕнче ирттерме ирĕк çĕнсе илмелли конкурса хутшăнассине ырласси çинчен. 
3. Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕн 2011 çул валли ĕçсен планĕ çинчен. 
4. 2011 çулта районăн муниципаллă пурлăхне приватизацилемелли прогнозлă планне (программине) улшăнусем кĕртесси çинчен. 
5. Район администрацийĕн административлă комиссийĕн йышне çирĕплетесси çинчен. 
6. Муниципаллă служащисене, вĕсем вырăнти влаçăн (вырăнти хăй тытăмлăхăн), Чăваш АССРĕн, Чăваш ССРĕн, Чăваш Республикин органĕсенче должноçсем йышăннă çынсене нумай çул ĕçленĕшĕн пенси тÿлес, вăл йĕркене çирĕплетес, çĕнĕрен шутласа парас тата тÿлес çĕрти муниципаллă нормативлă право акчĕсенче хушăмсем кĕртесси çинчен. 
7. Тĕрлĕрен. 
8. Наградăсем парасси çинчен. 
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа район администрацийĕн финанс пайĕн заведующийĕ Р. Николаева, иккĕмĕшпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Александров, виççĕмĕшпе район пуçлăхĕ В. Григорьев, тăваттăмĕшпе райадминистрацин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн заведующийĕ В. Петров, пиллĕкмĕшпе улттăмĕш ыйтусемпе райадминистрацин юридици пайĕн ертÿçи Л. Артемьев тухса калаçнă.
Ларура çиччĕмĕш ыйту чи çивĕччи пулнă. Ку вăл юлашки вăхăтра район центрĕнче нумай хутлă çуртсенчен пухăнакан çÿп-çапа çакна валли ятарласа уйăрнă вырăна турттарса тухманнипе тÿрремĕн çыхăннă. Çавна май февралĕн 23-мĕшĕнчен тытăнса çÿп-çап тăкма лартса панă тимĕр контейнерсем унпа тулса ларнă, вĕсенче хуçасăр йытă-кушак вырăн тупнă, çиллĕ çанталăкра тĕрлĕрен хут, пластикран хатĕрленĕ пылак шывпа сăра кĕленчисем, ытти ăпăр-тапăр урамсем тăрăх саланаççĕ. Камра-ши айăпĕ? Çакă вăл "Управляющая компания "ЖКХ Красноармейского района" ОООпа "Полигон" ООО пĕр чĕлхе тупайманнинче. Пĕрремĕшĕ (тÿлев хакĕ пысăк тесе) палăртнă укçана тÿлеме тăхтаса тăрать, иккĕмĕшĕ тÿлеве пĕтĕмпех татмасăр ĕçе тытăнмасть. Çивĕч калаçу пĕр сехет ытла тăсăлчĕ. Унта ку ыйтупа вунă ытла çын тухса калаçрĕ. Юлашкинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Александров хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ, икĕ ене сĕтел хушшине тепĕр хут ларса, калаçса татăлса, çак ыйту çинче пăнчă лартма сĕнчĕ. Ыйтăва татса параймасан урăх мелсем шырама пулчĕ. 
Депутатсем наградăсем парас ыйтăва пăхса тухрĕç. Вĕсем пур ыйтупа та, çиччĕмĕшсĕр пуçне, йышăнусем турĕç. 
Юлашкинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Александров ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе ĕçлекен обществăлла тренера, "Чул хула трансгаз Газпром" обществăн филиалĕн — Заволжски ЛПУМГăн" пушар хуралĕн уйрăмĕн ĕçченне А. Григорьева Раççей МЧСĕн кăкăр çине çакмалли наградипе чысларĕ.
Миçе çын пăхнă: 516 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 Migulaj   (20.03.2011 12:36) [Материал]
Трак Ен депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн черетлĕ тăваттăмĕш ларăвĕ мĕнле чĕлхепе иртрĕ?

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024