Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2009 » Раштав » 15 » Ентеш-çыравçăна сума суса
Ентеш-çыравçăна сума суса
22:19
Сăн ÿкерчĕк
Упи шкулĕнче вĕренсе литературăн анлă çулĕ çине тухнă çынсем сахал мар. Нумаях пулмасть Филипп Андреев çыравçăн 90 çулхи юбилейне уявларăмăр. Ку хутĕнче вара Порфирий Егоров прозаикăн, шÿт ăстин, вĕрентекенĕн 90 çулне паллă тума пуçтарăнтăмăр.

П. Е. Егоров 1919 çулхи чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче хамăр районти Пайсупин ялĕнче çуралнă. Асамлă вырăн тейĕн çак яла. Кунтах унăн шăллĕ — Владимир Харитонов — поэт, прозаик çĕр çине килнĕ. Вăл 50 ытла сăвва юрра хывнă, чылай кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вăрнар районĕн чиккинче ларакан çак ялтах Г. Ефимов-Тусли çыравçă-журналист кун çути курнă. Районти "Ял пурнăçĕ” хаçатăн чи çывăх тусĕ Сильвестр Терентьев та çак ялтах пурăннă.

Порфирий Егорович юбилейне халалланă литература каçне ку хутĕнче 5—6-мĕш классенче вĕренекенсем пуçтарăнчĕç. Чи малтанах чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен В. Васильева ачасене, презентаципе усă курса, ентеш-çыравçăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, творчествăри пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ. Кунтах поэтăн аса илĕвĕсемпе паллашма май килчĕ.

Мероприятин иккĕмĕш пайĕнче вĕренекенсен пултарулăхĕпе паллашма пултартăмăр. Улттăмĕшсем "Çамрăк партизан” кĕнекери калавсемпе паллаштарчĕç. "Мыскара” калав тăрăх хатĕрленĕ инсценировкăра Иван Якимов, Алена Петрова, Виктория Андреева, Евгений Белов куракансем умне чăн-чăн сăнарсем кăларчĕç.

П. Егоров ялти пуçламăш шкул хыççăн малалла пĕлĕве Упи шкулĕнче ÿстернĕ. Ун чухне икĕ ял хушшинчи çул такăр та асфальтлă пулман çав. Мăн Çавал шывĕ те тулăх тăнă. Вăхăтлăх кĕпер урлă кăна каçса çÿренĕ. Çавна май шкула килекен ачасене юхан шыв урлă кимĕпе каçарнă. Проза ăсти çак тапхăра "Каникул иртсен” калавра ăнăçлă çырса кăтартнă. Вĕренекенсем хăш-пĕр чухне шыва кĕрсе ÿкнине пула уроксене килмен тĕслĕхсем те пулнă. Улттăмĕш класра вĕренекен Юлия Иванова, Екатерина Яковлева, Ольга Ефимова çак калав тăрăх сценка çырнă. Вĕсем ăна питĕ пултаруллă вылярĕç. "Туссем” калав тăрăх хатĕрленĕ сценка та ачасен кăмăлне кайрĕ. Коля Никитинпа Алена Викторова рольсене ăста калăпларĕç. "Тынашка” калавăн содержанийĕпе Екатерина Савельева паллаштарчĕ. Порфирий Егорович нумай çул хушши учительте ĕçленĕрен (вăл пирĕн районти Яманак, Упи, Вăрнар районĕнчи Упнер шкулĕсенче тăрăшнă) ачасем валли те илемлĕ калавсем ăста "калăпланă”. "Йĕр тăрăх”, "Кучченеç”, "Çамрăк партизан” кĕнекесене кĕçĕннисем юратсах вулаççĕ.

Шÿт-кулăш жанрĕпе те ăста пулнă Пурхиле (ашшĕпе амăшĕ ăна çапла чĕннĕ). Малтанхи калавăн ячĕ те çавнах çирĕплетет: "Хаплашки хаплаштарать”. Каярахпа ку йышши калавсен пуххисем уйрăм кĕнекесемпе те тухнă: "Сăхман çинчи саплăк”, "Тип мунча”, "Автан çиетпĕр арăмпа” (3 авторпа). Анчах паянхи кун вĕсене пурне те тупса вулама çук.

П. Егоров тăван чĕлхен техĕмне питĕ аван пĕлнине кашни вулаканах сиссе-туйса тăрать. Вăл шутра-ачасем те.

Литература каçĕн виççĕмĕш пайĕнче вара ачасем тăван чĕлхе çинчен сăвăсем каларĕç. Анчахрах чăваш чĕлхине алла илсе пыракан Геля Соловьеван пултарулăхне уйрăммăн палăртмалла. Чăвашла таса та илемлĕ калаçма пĕлменнисене Дима Якимов, Петя Бокарев, Виктория Андреева, Екатерина Яковлева çыравçăн "Колхоз председателĕн сăмахĕ”, "Тухтăр сăмахĕ”, "Чăвашла-тăк, чăвашла” сăвăсемпе йĕплесе илчĕç.

Литература уявĕ пурин кăмăлне те кайрĕ.

В. Васильева
Миçе çын пăхнă: 652 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024