Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2009 » Раштав » 15
Сăн ÿкерчĕк
Упи шкулĕнче вĕренсе литературăн анлă çулĕ çине тухнă çынсем сахал мар. Нумаях пулмасть Филипп Андреев çыравçăн 90 çулхи юбилейне уявларăмăр. Ку хутĕнче вара Порфирий Егоров прозаикăн, шÿт ăстин, вĕрентекенĕн 90 çулне паллă тума пуçтарăнтăмăр.

П. Е. Егоров 1919 çулхи чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче хамăр районти Пайсупин ялĕнче çуралнă. Асамлă вырăн тейĕн çак яла. Кунтах унăн шăллĕ — Владимир Харитонов — поэт, прозаик çĕр çине килнĕ. Вăл 50 ытла сăвва юрра хывнă, чылай кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вăрнар районĕн чиккинче ларакан çак ялтах Г. Ефимов-Тусли çыравçă-журналист кун çути курнă. Районти "Ял пурнăçĕ” хаçатăн чи çывăх тусĕ Сильвестр Терентьев та çак ялтах пурăннă.

Порфирий Егорович юбилейне халалланă литература каçне ку хутĕнче 5—6-мĕш классенче вĕренекенсем пуçтарăнчĕç. Чи малтанах чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен В. Васильева ачасене, презентаципе усă курса, ентеш-çыравçăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, творчествăри пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ. Кунтах поэтă ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 652 | Хăçан хушнă: 15.12.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Красноармейскинчи халăх пултарулăхĕн çурчĕ кĕрлесе-янраса кăна тăрать — районти ветерансен хорĕ черетлĕ концерт умĕн репетици ирттерет. Сцена авăннăн, стенасем чĕтреннĕн туйăнаççĕ. Иртен-çÿрен пултарулăх çуртне кĕрсе алăка уçа-уçа тинкерет. Ларсах курĕччĕç те — вăхăчĕ васкатать-çке.

"...Пурнăçра çул кăтарттăр ватти,
Ватă çынсăр килте мĕн латти?”
юрă гимн вырăннех шăранать. Сăввине Н. Ершов çырнă, кĕвви — Алманч вăтам шкул директорĕн О. Дмитриевăн.

Паянхи кун районти ветерансен хорне 25-е яхăн çын çÿрет. Унăн 10 çулхи юбилейĕ хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Репертуар çуллен çĕнелсе, пуянланса пырать. Халĕ унта 30 номер. Ĕлĕкхи кĕвĕсем те, çĕнĕ юрăсем те янăраççĕ сцена çинчен, вырăсли те, чăвашли те.

"Ай, илемлĕ тăван ялăн урамĕсем,
Ик айккипе ларса тухнă кил-çурчĕсем” —
çĕкленÿллĕн те илемлĕн шăранать Н. Карлинăн (сăвви те унăн) юрри. "Килччĕ, тусăм, хăнана” (кĕвви А. Орлов-Шуçăмăн) та питĕ хаваслă янăраканскер иккен — чун канать. Кун пеккисем сах ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 663 | Хăçан хушнă: 15.12.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
"Чул хула трансгаз Газпром” обществăн филиалĕсем хушшинче Чул хулара "Ласточка” кану çурчĕ çумĕнчи культура керменĕнче "Чĕрĕ сасă” конкурс пулчĕ. Вăл пилĕк номинаципе иртрĕ.

Вокалпа инструментсен ансамблĕсен тупăшăвĕнче пирĕн клубри "Отражение снов” ушкăн хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Унăн ертÿçи — Е. Небытов. Ушкăн ултă çынран тăрать. Вĕсем пурте газ уçлакансен станцийĕнче вăй хураççĕ. Халăх умне ушкăнти каччăсем икĕ хайлав кăларчĕç.

"Солист” тата "Солист-дуэт” номинацисенче те пирĕн артистсем çÿллĕ шайра пулчĕç. Иккĕн юрлакансем хушшинчи номинацие Натальяпа Роман Григорьевсем хутшăнчĕç. Вĕсем "Гардемарины, вперед” кинофильмри "Земля, где так много разлук” юрăна шăрантарчĕç. Автотранспорт цехĕнчи Ю. Данилов водитель пĕччен юрласа пысăк ăсталăх кăтартрĕ. Вăл куракансем умĕнче Гаитано Доницетти "Любовный напиток” оперăри Неморино романсне юрласа пачĕ. Жюри членĕсем унăн пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç. Ку тупăшуран вăл пĕрремĕш вырăнпа таврăнчĕ. Унс ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 592 | Хăçан хушнă: 15.12.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024