Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2009 » Раштав » 15 » Газ уçлакансем — “Чĕрĕ сасă” конкурсра («Ял пурнăçĕ»)
Газ уçлакансем — “Чĕрĕ сасă” конкурсра («Ял пурнăçĕ»)
22:15
Сăн ÿкерчĕк
"Чул хула трансгаз Газпром” обществăн филиалĕсем хушшинче Чул хулара "Ласточка” кану çурчĕ çумĕнчи культура керменĕнче "Чĕрĕ сасă” конкурс пулчĕ. Вăл пилĕк номинаципе иртрĕ.

Вокалпа инструментсен ансамблĕсен тупăшăвĕнче пирĕн клубри "Отражение снов” ушкăн хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Унăн ертÿçи — Е. Небытов. Ушкăн ултă çынран тăрать. Вĕсем пурте газ уçлакансен станцийĕнче вăй хураççĕ. Халăх умне ушкăнти каччăсем икĕ хайлав кăларчĕç.

"Солист” тата "Солист-дуэт” номинацисенче те пирĕн артистсем çÿллĕ шайра пулчĕç. Иккĕн юрлакансем хушшинчи номинацие Натальяпа Роман Григорьевсем хутшăнчĕç. Вĕсем "Гардемарины, вперед” кинофильмри "Земля, где так много разлук” юрăна шăрантарчĕç. Автотранспорт цехĕнчи Ю. Данилов водитель пĕччен юрласа пысăк ăсталăх кăтартрĕ. Вăл куракансем умĕнче Гаитано Доницетти "Любовный напиток” оперăри Неморино романсне юрласа пачĕ. Жюри членĕсем унăн пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç. Ку тупăшуран вăл пĕрремĕш вырăнпа таврăнчĕ. Унсăр пуçне Юрий Иванович пысăк ăсталăхшăн хушма парне "Ылтăн тенор” диплом илме тивĕç пулчĕ. Вăл тĕрлĕ сăлтавсене пула "Заволжский” клуба чылай вăхăт çÿреймерĕ. Халĕ Ю. Данилов пирĕн патне таврăннăшăн манăн ăна тав сăмахĕ калас килет.

Стас Раськин хăй çырнă "К чему нам острота ума” юрăпа халăх умне тухрĕ. Философи енчен питĕ интереслĕ текст. Куракансем ăна лайăх йышăнчĕç, тимлĕн итлерĕç.

Хĕрарăмсен "Каприз” ушкăнне М. Дмитриев ертсе пырать. Конкурса вĕсем икĕ хайлав тăратнă. "Каçа юлнă куккук сасси” — чăваш, "Купалинка” белорус халăх юррисем. Конкурссенче "Каприз” ушкăна халăх хапăл туса йышăнать. Хĕрарăмсем хăйсен çепĕç сассисемпе пурне те тыткăнлаççĕ, юррисем куракан кăмăлне каяççĕ. Вĕсем вара виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç.

2010 çулта "Чул хула трансгаз Газпром” обществăна йĕркеленĕренпе 50 çул çитет. Конкурсăн тепĕр номинацийĕ çак паллăна халалланипе çыхăнчĕ. Кунта Газпром темине çутатакан хăйсем çырнă юррисене шăрантарчĕç. Пирĕн район чысне хÿтĕлесе Е. Небытов "Нитка” юрăпа куракансем умне тухрĕ.Çиппи вăл — Уренгойран тăсăлакан пăрăх. Линипе эксплуатаци службинче ĕçлекен çынсен йывăр ĕçне сăнланă юрăра. Иккĕмĕш вырăн йышăнса таврăнчĕ Е. Небытов Трак тăрăхне.

Газ системинче ĕçлекенсем пирĕн патне клуба хаваспах çÿреççĕ. Вĕсем валли эпир пур условисем те туса пама тăрăшатпăр. Ĕçченсем конкурссене тухса çÿреме кăмăл тунишĕнех газ системинче вăй хуракан хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсене çĕнтерÿçĕсем тесе калас килет. Пĕчĕк клубран пысăк хуласенчи конкурссене хутшăнма пултарни — пирĕншĕн пысăк тивĕç.

П. Владимирова
Миçе çын пăхнă: 592 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024