Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2019 » Çĕртме » 4 » ГЕОРГИЙ ТУСЛИ: Чуна çывăх кĕнеке
ГЕОРГИЙ ТУСЛИ: Чуна çывăх кĕнеке
20:02
Сăн ÿкерчĕк

Библиотекăсен кунĕ умĕн пултăм эпĕ районти тĕп вулавăшра. Алла хĕрлĕрех хуплашкаллă “Чун ăшши” кĕнеке лекрĕ. Чунри кăмăл-сипетпе, пĕрчĕн-пĕрчĕн пухăннă йĕркесемпе вулакана çывăх кĕнеке пулчĕ вăл. Пĕрре ларсах вуласа тухрăм. Авторĕ — Зинаида Михайлова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Красноармейскинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен. Творчество пултарулăхĕ З. Михайловăн иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсенче аталанма, вăй илме тытăннă. Чи малтанхи сăввисем районти "Ял пурнăçĕ" хаçатра пичетленнĕ. Сăнама, шырама пĕлекен сăвăçсен йышне кĕнĕ вăл. Хăй профессипе вĕрентекенĕн лавне туртнă май, ытларах воспитани темине хускатать, çынлăх, чăвашлăх, туслăхпа юрату ытамĕсенче пулать, кашни пулăма, сăнара лирик чĕлхипе танлаштарса çутта кăларать. — Çын ĕçпе илемлĕ, — тет Зинаида Петровна. — Ĕç çĕклет çỹлтен çỹле... Сăмахран, “Çын ĕçпе илемлĕ” сăвăри йĕркесене илсе пăхар-ха.

Ỹстерет садра вăл йывăç,

Çĕнĕ çурт та хăпартать.

Ĕçлесен — тулли мĕн пурнăç —

Çакна лайăх ăнланать.

Чунри çак шухăшах “Эс илемлĕ пурнăçра”, “Ăслă та ĕçчен пулар”, “Ырă çын пул”, “Чи пысăк телей” тата ытти сăввисенче палăртать. Савнă мăшăрне — Виталий Михайлова 60 çулхи юбилейĕпе саламласа:

Ĕçре ỹсĕмсем тăвать

Тăрăшса та вăй хурса.

Çавăнпа ял-йыш савать

Ыр сăмахсем каласа, —

тесе шăрçалать. З. Михайловăн сăввисен çаврăмĕнчи туслăхпа юрату темисемпе, кун йĕркинчи ыйтăвĕсемпе юнашарах телейĕ те...

Телей — çирĕп сывлăх,

Ĕçри çитĕнỹ.

Телей — çирĕп туслăх,

Çемье, килĕшỹ.

Чăвашлăх ыйтăвĕ çума-çумăнах çỹрет сăвăçпа. Тăван чĕлхепе хăй тап-таса калаçать. Вăтанмасть, хăть ялта, хăть хулара чăвашлăх тĕнчишĕн чун-чĕрине парать.

Чун-чĕрепе пуян чăваш,

Кăмăлĕпе вăл, тен, йăваш.

Анчах вăл шанчăклă юлташ,

Йывăрлăхра та хурăнташ, —

çырать ентешĕмĕр “Янра, чĕлхемĕр” сăвăра. З. Михайловăн чăвашлăх, тăван чĕлхе кăмăл-шухăшĕсем “Вĕрентекен”, “Яковлев вĕрентекен”, “Тăван чĕлхеçĕм, янăра”, “Çутă çăлтăр”, “Чăваш ен” тата “Аслă вĕрентỹçĕ” сăввисенче яр уççăн палăраççĕ.

Çынсемпе пуян ман халăх,

Хисеплĕ, тивĕç мухтава.

Вĕсен ятне пĕлет тĕнче халь —

Яковлева та Волкова.., —

вуланаççĕ “Чăваш ен” сăвăра.

Çынлăх, хисеп, ырă кăмăл — вашаватлăх йышĕнче. Тата çĕршыва юратни, атте-аннене хисеплени, манманни, хаклани, вĕсемпе çывăхра та, аякра та пĕрле пулма тăрăшни çав тери сумлă, çав тери сỹнми пĕлтерĕшлĕ.

Пĕр тăван — пурĕ тăхăр ача —

Пире пурнăç пилленĕ атте.

Çав пилпе пĕр-пĕрне юратса

Пухăнатпăр аннеçĕм патне, —

сăнарлать ашшĕпе амăшĕн тараватлăхне “Чи пысăк телей” сăвăра. З. Михайловăн “Чун ăшши” сăвăсен кĕнеки (хĕрĕх ытларах сăвă) Шупашкарти “Çĕнĕ вăхăт” типографире кун çути курнă. Тĕрлĕ тĕслĕ сăн ỹкерчĕксемпе пуян. З. Михайлова Тутар Республикинчи Аксу ра-йонĕнчи Савкаç ялĕнче çуралнă. Ялти шкулта, И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Пĕлỹ тытăмĕнчи пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 36 çул.

Г. Ефимов.

Миçе çын пăхнă: 323 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024