Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2019 » Çĕртме » 04
Сăн ÿкерчĕк

Библиотекăсен кунĕ умĕн пултăм эпĕ районти тĕп вулавăшра. Алла хĕрлĕрех хуплашкаллă “Чун ăшши” кĕнеке лекрĕ. Чунри кăмăл-сипетпе, пĕрчĕн-пĕрчĕн пухăннă йĕркесемпе вулакана çывăх кĕнеке пулчĕ вăл. Пĕрре ларсах вуласа тухрăм. Авторĕ — Зинаида Михайлова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Красноармейскинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен. Творчество пултарулăхĕ З. Михайловăн иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсенче аталанма, вăй илме тытăннă. Чи малтанхи сăввисем районти "Ял пурнăçĕ" хаçатра пичетленнĕ. Сăнама, шырама пĕлекен сăвăçсен йышне кĕнĕ вăл. Хăй профессипе вĕрентекенĕн лавне туртнă май, ытларах воспитани темине хускатать, çынлăх, чăвашлăх, туслăхпа юрату ытамĕсенче пулать, кашни пулăма, сăнара лирик чĕлхипе танлаштарса çутта кăларать. — Çын ĕçпе илемлĕ, — тет Зинаида Петровна. — Ĕç çĕклет çỹлтен çỹле... Сăмахран, “Çын ĕçпе илемлĕ” сăвăри йĕркесене ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 318 | Хăçан хушнă: 04.06.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

«Хама урăх ĕçре курмастăп. Пĕрре суйланă ĕçех кăмăллатăп. Юратсан çитĕнÿ пулатех», – тет вăл паян. Сăмахăм Красноармейскинчи 2–мĕш шкулти истори учителĕ, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Любовь Илларионова çинчен «1–мĕш класа кайсанах мана учитель ĕçĕ питĕ килĕшрĕ. Пĕрремĕш вĕрентекенĕмĕре куç илми сăнаттăм. Çитĕннĕçемĕн истори килĕшме пуçларĕ. Валентина Николаева хăйĕн предметне çав тери лайăх вĕрентетчĕ, ачасене интереслентерме пĕлетчĕ. Мана олимпиадăсене, конкурссене, викторинăсене хутшăнтаратчĕ. Малти вырăнсене йышăнма пуçларăм та историе тата ытларах юратрăм. Учитель каласа панипе кăна çырлахмастăм, кĕнекесене хам тĕллĕн тупса вулаттăм. Унтанпа шыв–шур самаях юхрĕ пулин те Валентина Николаевнăн ĕçри меслечĕсемпе паянхи кун та усă куратăп. Вăл кĕскен çырма вĕрентетчĕ. Эпĕ те ачасене çавăн пек кĕскен, схема пек çырса пыма хăнăхтаратăп. Чи кирлине тупма вĕрентетĕп. Ачасене юратни, вĕсемпе ĕçлес килни ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 284 | Хăçан хушнă: 04.06.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Упи ялӗнче Упи паттӑра хисеплесе бюст вырнаҫтарнӑ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Акатуй вӑхӑтӗнче, халӑха пухса савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫасшӑн.

Упи паттӑра 13-14-мӗш ӗмӗрсенче пурӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Унӑн ячӗ юрӑ-кӗвӗре те ҫырӑннӑ. Упи каҫман ҫырминчен эпир каҫса килтӗмӗр йӗркесене пирӗнтен чылайӑшӗ илтнех, пӗлет пулӗ. Юрий Сан ҫыравҫӑ, ав, «Упи каҫман ҫырминчен…» роман та ҫырнӑ. Ҫав хайлавшӑн 2013 ҫулта ӑна Митта Ваҫлейӗн премийӗпе чысланӑччӗ.

Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Упи ялӗнче Упи паттӑр бюстне уҫассипе Владимир Ярухин хастар таврапӗлӳҫӗ, Петр Ухваркин тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ярухин нумай тӑрӑшнӑ. Бюста вӗсем ҫӗртмен 2-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.

Тĕплĕнрех: http://drogganoye.tatarstan.ru/rus/index.htm/news/1486366.htm 

Миçе хут пăхнă: 317 | Хăçан хушнă: 04.06.2019 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024