Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2019 » Çĕртме » 4 » Любовь ИЛЛАРИОНОВА: Ачасене проектсем çырма хăнăхтаратăп
Любовь ИЛЛАРИОНОВА: Ачасене проектсем çырма хăнăхтаратăп
13:06
Сăн ÿкерчĕк

«Хама урăх ĕçре курмастăп. Пĕрре суйланă ĕçех кăмăллатăп. Юратсан çитĕнÿ пулатех», – тет вăл паян. Сăмахăм Красноармейскинчи 2–мĕш шкулти истори учителĕ, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Любовь Илларионова çинчен «1–мĕш класа кайсанах мана учитель ĕçĕ питĕ килĕшрĕ. Пĕрремĕш вĕрентекенĕмĕре куç илми сăнаттăм. Çитĕннĕçемĕн истори килĕшме пуçларĕ. Валентина Николаева хăйĕн предметне çав тери лайăх вĕрентетчĕ, ачасене интереслентерме пĕлетчĕ. Мана олимпиадăсене, конкурссене, викторинăсене хутшăнтаратчĕ. Малти вырăнсене йышăнма пуçларăм та историе тата ытларах юратрăм. Учитель каласа панипе кăна çырлахмастăм, кĕнекесене хам тĕллĕн тупса вулаттăм. Унтанпа шыв–шур самаях юхрĕ пулин те Валентина Николаевнăн ĕçри меслечĕсемпе паянхи кун та усă куратăп. Вăл кĕскен çырма вĕрентетчĕ. Эпĕ те ачасене çавăн пек кĕскен, схема пек çырса пыма хăнăхтаратăп. Чи кирлине тупма вĕрентетĕп. Ачасене юратни, вĕсемпе ĕçлес килни И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн истори факультетне илсе çитерчĕ. Çав вăхăтрах виçĕ çул географи те вĕрентĕм. 5–мĕш курсра чухне Красноармейски районĕнчи Яманак шкулĕнче ĕçлеме пуçларăм. Мана, çамрăк вĕрентекене, тÿрех истори, географи, обществознани шанса пачĕç. Çав тапхăра паянхи кунчченех ырăпа аса илетĕп. Директорĕ те, коллектив та пулăшса пычĕç. Эпĕ унта опыт пухрăм. Шел, Яманак шкулĕ хупăнчĕ. Ачасем Кĕçĕн Шетмĕне, Красноармейскине çÿреççĕ», – калаçăва çапла пуçларĕ пултаруллă педагог. Любовь Илларионова Кайри Карăк ялĕнче çуралса ÿснĕ. Красноармейскинчи пĕлÿ çуртĕнче /халĕ Трак гимназийĕ/, 2–мĕш шкулта вĕреннĕ. Вăл Яманакра 7 çул ĕçленĕ хыççăн 2001 çулта Красноармейскинчи 2–мĕш шкула куçнă. «Ун чухне директорта Ганна Андреева ĕçлетчĕ. Ганна Петровна чĕнчĕ те тăван шкула килтĕм. Шкула учитель пек ура ярса пуснăранпа кĕçех чĕрĕк ĕмĕр çитет», – калаçăва сыпăнтарчĕ Любовь Юрьевна. Пултарулăх çыннин /манăн учительсене вĕсен ретне кĕртес килет/ кашнин хăйĕн вăрттăнлăхĕ пур. Паллах, пурте вĕсене уçса парасшăнах мар. Çапах… «Мана ачасен вĕренес, пĕлес интерес пурри хавхалантарать. Ĕçре мĕн те пулин çĕннине тума уйрăмах килĕшет. Вĕренекенсемпе проектсем, тĕпчев ĕçĕсем çыратпăр. Хамăр район историне тĕпчетпĕр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешсем çинчен нумай çыратпăр. Чылай çул «Çамрăк тĕпчевçĕ» кружока ертсе пытăм. Халĕ ППЭне, олимпиадăсене хатĕрленмелли кружок йĕркелерĕм. Пултаруллă ачасем çĕннине пĕлсен çунатланаççĕ, мана та хавхалантараççĕ», – чунне уçрĕ Любовь Юрьевна. Любовь Илларионова пĕлтернĕ тăрăх, патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытма историе суйлакан сахалрах. Мĕншĕн тесен вăл çăмăлах мар: нумай пулăма, датăна асра тытмалла. Юридици, истори факультечĕсене, çар училищисене вĕренме каякансем пĕрех суйлаççĕ. Ытларахăшĕ 80 ытла балл пухать, 100 балл пуçтарнисем те пулнă. Красноармейскисем районти, республикăри олимпиадăсемпе наука–практика конференцийĕсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Калăпăр, нумаях пулмасть вĕсем «Манăн çемье – Аслă Çĕнтерÿ историйĕнче» конкурсра вăй виçнĕ. Икĕ вĕренекен çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Музей ĕçне те лайăх йĕркеленĕ вĕсем. «Çар мухтавĕн кĕтесĕ», «Вилĕмсĕр полк» стенд хăтланă. Музейпе паллаштарма вĕренекенсене хăйсене те хăнăхтарать Любовь Юрьевна. Пĕлĕве хăйсене тупма хăнăхтарать Любовь Илларионовăн вĕренекенĕсенчен ытларахăшĕ юридици енĕпе каять. Çав вăхăтрах историе суйлакансем те пур. Кăçал, акă, 11–мĕш класс пĕтерекенсенчен 2–шĕ – çар училищине, 2–шĕ истори учительне вĕренме каясшăн. «ППЭ тытăмĕ пĕр енчен питĕ аван. Вĕренекенсем пĕрре экзамен тытаççĕ те Мускав, Санкт–Петербург аслă шкулĕсене кĕме пултараççĕ. ППЭ паянхи çамрăксен çулне уçать. Пирĕн вăхăтра вĕренме кĕрес тесен суйланă пур аслă шкулта та экзамен тытмаллаччĕ», – тунмарĕ Любовь Юрьевна. Ĕçри пуçарулăхĕпе хастарлăхĕшĕн вăл ЧР Пуçлăхĕн Тавне тивĕçнĕ. 2007 çулта Раççей Президенчĕн грантне илнĕ. Маттур вĕрентекене Красноармейскисем истори, обществознани тата географи предмечĕсене вĕрентекенсен ассоциацине ертсе пыма шаннă. Вĕсем пĕрле пуçтарăнса план тăваççĕ, шкулсене çитсе пĕр–пĕрин урокне итлеççĕ, опытпа паллашаççĕ. Чăваш Енри, кÿршĕ республикăсенчи паллă вырăнсенче пулаççĕ. Кăçал, сăмахран, Хусан Кремлĕнче тепĕр хут пуласшăн. «Учителĕн вăхăтран юлма юрамасть. Яланах çĕнĕ меслетсем шырамалла. Халĕ ашшĕ–амăшĕ воспитани ыйтăвне сахал вăхăт уйăрнине шута илсе ку енĕпе ытларах ĕçлеме тивет. Пирĕнтен те нумай килет. Историе вĕрентнĕ чухне ачасене фильмсем кăтартатăп. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннисене уйрăмах интересленсе пăхаççĕ. Тĕрлĕ семинар йĕркелетĕп. Унта ачасем тухса калаçма юратаççĕ. Видеоуроксем, «Ĕçлĕ вăйă» викторина ирттеретĕп. Тĕпчев, проект ĕçĕ çырма хăнăхтаратăп. Пĕлĕве хăйсене шыраса тупма вĕрентетĕп», – паллаштарчĕ Любовь Юрьевна. Любовь Илларионова общество тата профсоюз ĕçĕсене те хастар хутшăнать. Нумаях пулмасть «Хорсен кĕрешĕвĕнче» юрланă. Учительница йĕлтĕрпе ярăнма юратать, ку енĕпе ăмăртусене те çÿрет. Çуллахи вăхăтра вара пахчара тăрмашать, тĕрлĕ çимĕç, чечек ÿстерет.

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Миçе çын пăхнă: 292 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024