Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2015 » Раштав » 31 » И.А.Патмар çуралнăранпа 100 çул çитрĕ
И.А.Патмар çуралнăранпа 100 çул çитрĕ
00:09
Сăн ÿкерчĕк

Пирĕн ентеш, паллă фольклорист И. А. Патмар çуралнăранпа декабрĕн 29-мĕшĕнче 100 çул тултарать. Иван Патмар Яманак ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. “Манăн аттепе анне иккĕшĕ те ашшĕсĕр, çурма тăлăх ỹснĕ. Вĕсем çĕр ĕçĕпе пурăннă. Атте хĕлĕпех çăка катка-пичке, валашка ăсталанă, анне чăпта çапнă, çип арланă”, — тесе çырнă вăл автобиографийĕнче. Йăван ашшĕпе амăшĕн аслă ывăлĕ пулнă, пĕчĕкренех ашшĕне çăкапа хурăн вуттисене татма, катка-пичке ăсталама пулăшнă. Çулла çĕрле лаша пăхма выртмана çỹренĕ, уй-хир ĕçĕсене хутшăннă. Яманакри пĕрремĕш сыпăклă, Кĕçĕн Шетмĕри 6 çул вĕренмелли (каярахпа колхоз çамрăкĕсен шкулĕ) шкулсенчен, Чăвашсоюз çумĕнчи счетоводсен курсĕнчен, Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕмелли (çулталăклăх) курсран вĕренсе тухнă. Канаш çар комиссариатĕнче хут пĕлменнисемпе сахал вĕреннисене хутла вĕрентес тĕлĕшпе, каярахпа кунтах политрукра ĕçленĕ. 1937 çулхи сентябрьте Мускаври юристсем хатĕрлекен институтра куçăн мар мелпе вĕренме тытăннă. И. Патмар пухнă фольклор материалĕсемпе Мускавра 1937 çулта вырăсла “Чувашские сказки” кĕнеке, 1938 çулта “Ача-пăча юмахĕсем” пичетленсе тухаççĕ. Çакă ентеше хытă хавхалантарса янă. Вăл 1937 çултан фольклор енĕпе Чăваш чĕлхипе литературăн ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн (халĕ гуманитари институчĕн) яланхи корреспонденчĕ-сотрудникĕ. 1941 çулта И. С. Тукташ ертсе пынипе "Чăваш фольклорĕ", 1942 çулта "Фашизма хирĕç фольклор" пичетленеççĕ, вĕсемпе чăваш литературин хрестоматийĕнче усă кураççĕ. И. Патмар Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин фронтĕнче 1942 çулхи январьтен тытăнса мĕн вĕçне çитиччен пулнă, 1945 çулхи октябрьте кăна çартан таврăннă. Виçĕ хут аманнă. Ăна çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн 1943 çулхи июнĕн 6-мĕшĕнче 280 стрелковăй дивизи приказĕпе “Хăюлăхшăн” медальпе, 1944 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче 81 стрелковăй дивизи приказĕпе “Хĕрлĕ Çăлтăр” орденпа, 1945 çулхи майăн 5-мĕшĕнче 162 стрелковăй дивизи приказĕпе тепĕр хут “Хĕрлĕ Çăлтăр” орденпа наградăланă. И. Патмар — 1946 çулхи январьтен 1951 çулхи апрельччен — республикăри “Чăваш коммуни” хаçатăн корреспонденчĕ тата Шупашкарти ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн сотрудникĕ. 1951 çулхи апрельтен тытăнса 1953 çулхи декабрьччен Красноармейски райсовет ĕçтăвкомĕн культурăпа çутĕç пайĕн заведующийĕ. 1953 çулхи декабрьтен 1963 çулхи февральччен ДОСААФ райкомĕн председателĕ. 1965—1970 çулсенче райсовет ĕçтăвкомĕн гражданла оборона штабĕн начальникĕ. Пичет ĕçне активлă хутшăннăшăн вăл 1957 çулта ЧАССР Аслă Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Ăна нумай çул оборонăпа массăллă ĕçре активлă ĕçленĕшĕн СССР ДОСААФ Тĕп Комитечĕн кăкăр çине çакса çỹремелли “Активлă ĕçленĕшĕн” паллăпа, республикăри ДОСААФ комитечĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Кирек ăçта ĕçлесен те хăйĕн обществăлла пысăк тивĕçне манман, халăх сăмахлăхне пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă, ăна халăх патне çитерме тăрăшнă Яманак хастарĕ. Халĕ унăн пархатарлă ĕçне ывăлĕ — Эдисон Иванович Патмар тăсать. Ашшĕ пухнă фольклор материалĕн пысăк пайне вăл уйрăм чылай-чылай кĕнекен калăпласа-пичетлесе кăларчĕ. Эппин, Иван Патмар ĕçĕ сая кайман. Вăл халăх асĕнче пурăнать.

И. Прокопьев

Миçе çын пăхнă: 539 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024