Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2015 » Раштав » 31
Сăн ÿкерчĕк

Пирĕн ентеш, паллă фольклорист И. А. Патмар çуралнăранпа декабрĕн 29-мĕшĕнче 100 çул тултарать. Иван Патмар Яманак ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. “Манăн аттепе анне иккĕшĕ те ашшĕсĕр, çурма тăлăх ỹснĕ. Вĕсем çĕр ĕçĕпе пурăннă. Атте хĕлĕпех çăка катка-пичке, валашка ăсталанă, анне чăпта çапнă, çип арланă”, — тесе çырнă вăл автобиографийĕнче. Йăван ашшĕпе амăшĕн аслă ывăлĕ пулнă, пĕчĕкренех ашшĕне çăкапа хурăн вуттисене татма, катка-пичке ăсталама пулăшнă. Çулла çĕрле лаша пăхма выртмана çỹренĕ, уй-хир ĕçĕсене хутшăннă. Яманакри пĕрремĕш сыпăклă, Кĕçĕн Шетмĕри 6 çул вĕренмелли (каярахпа колхоз çамрăкĕсен шкулĕ) шкулсенчен, Чăвашсоюз çумĕнчи счетоводсен курсĕнчен, Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕмелли (çулталăклăх) курсран вĕренсе тухнă. Канаш çар комиссариатĕнче хут пĕлменнисемпе сахал вĕреннисене хутла вĕрентес тĕлĕшпе, каярахпа кунтах политрукра ĕçленĕ. 1937 çулхи сентябрьте Мускаври юристсем хатĕрлекен институтра ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 550 | Хăçан хушнă: 31.12.2015 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Ентешлĕхсем йĕркелес шухăш авалранах пынă. Çĕнĕ çывăхри тата аякри çĕршывсене çĕнсе илнĕ май, авă, авалхи грексем вĕсенче тăван çĕршывсене пĕрлештерекен колонисем туса хунă. Пĕрремĕш Петĕр патша профессине туптама Европăри çĕршывсене янă çамрăксем Раççей тăванлăхĕн кружокĕсенче тăнă. Мускавпа Питĕрти университетсемпе академисенче пĕлỹ илекен чăвашсем те “хамăр ял” текен шухăш-кăмăлпа пурăнма вĕреннĕ. И. Я. Яковлев уçнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче те, Хусанти чăвашсен “улахĕсенче” те палăрнă çакă. Чăваш автономине туса хунă хыççăнах (1925 çулта) Упи вулăсĕнче пурăнакансем Шупашкарта хăйне евĕр культура центрĕ йĕркеленĕ пулнă. Ку пĕрлешỹ никĕсĕ çинче вара 1990 çулта Шетмĕпе Çавал тăрăхĕсенчи Красноармейски районĕнче çуралнă, Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан 10 пине яхăн çынна пĕр чăмăра явăçтарас тĕллевпе “Трак ен” ентешлĕх туса хунă. 1. Историне аса илер-ха 1990 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕ. Шупашкар. Пичет çурчĕ. &ldquo ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 519 | Хăçан хушнă: 31.12.2015 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024