Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2015 » Раштав » 31 » "Трак ен" ентешлĕх - 25 çулта
"Трак ен" ентешлĕх - 25 çулта
00:06
Сăн ÿкерчĕк

Ентешлĕхсем йĕркелес шухăш авалранах пынă. Çĕнĕ çывăхри тата аякри çĕршывсене çĕнсе илнĕ май, авă, авалхи грексем вĕсенче тăван çĕршывсене пĕрлештерекен колонисем туса хунă. Пĕрремĕш Петĕр патша профессине туптама Европăри çĕршывсене янă çамрăксем Раççей тăванлăхĕн кружокĕсенче тăнă. Мускавпа Питĕрти университетсемпе академисенче пĕлỹ илекен чăвашсем те “хамăр ял” текен шухăш-кăмăлпа пурăнма вĕреннĕ. И. Я. Яковлев уçнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче те, Хусанти чăвашсен “улахĕсенче” те палăрнă çакă. Чăваш автономине туса хунă хыççăнах (1925 çулта) Упи вулăсĕнче пурăнакансем Шупашкарта хăйне евĕр культура центрĕ йĕркеленĕ пулнă. Ку пĕрлешỹ никĕсĕ çинче вара 1990 çулта Шетмĕпе Çавал тăрăхĕсенчи Красноармейски районĕнче çуралнă, Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан 10 пине яхăн çынна пĕр чăмăра явăçтарас тĕллевпе “Трак ен” ентешлĕх туса хунă. 1. Историне аса илер-ха 1990 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕ. Шупашкар. Пичет çурчĕ. “Ялав” журнал редакцийĕ. “Трак ен” ентешлĕх йĕркелессипе пуçару ушкăнĕ пĕрремĕш лару ирттернĕ. Пуçару ушкăнĕнче Ю. Сементер, Ф. Лукин, Э. Юрьев, Г. Николаев, В. Петров, Л. Алексеев, Р. Федорова, Н. Петров, Г. Юмарт тата ыттисем пулнă. Ентешлĕх канашне хамăр тăрăхра çуралнă нумай çынна кĕртнĕ, çав шутра — мана та. 5 çынран ревизи комиссине суйланă. Правленин пĕрремĕш председателĕ пулма Четрик ялĕнче çуралнă А. Г. Григорьев искусствоведа шаннă. 1990—2005 çулсенче ентешлĕх ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă вун-вун мероприяти йĕркеленĕ. Вĕсем пирки Шупашкарти “Çĕнĕ Вăхăт” типографире А. Г. Григорьев, О. А. Алексеев, В. С. Серафимов тата Ю. С. Сементер пухса хатĕрленĕ “Землячество “Трак ен”. Ентешлĕх. 1990—2005” кĕнекере (вăл 500 экземпляр тиражпа тухнă, 56 страницăран тăрать) тĕплĕн çырса кăтартнă. Мероприятисенчен хăш-пĕр чи паллăраххисемпе сумлăраххисене кăна асăнса хăварасшăн. Ентешлĕх членĕсем, К. В. Иванов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа, Мускаври Союзсен çурчĕн Колоннăллă залĕнче иртнĕ каçа, Чăваш Республики 70 çул тултарнине халалланă республикăри курава хутшăннă (1990 çул). Тепĕр çул вĕсем çине тăнипе Чăваш патшалăх филармонийĕнче Ю. Сементерĕн пултарулăх каçĕ иртнĕ, районти историпе таврапĕлỹ музейĕнче “Трак ен” ентешлĕх ĕçне сăнлакан материалсем кăтартма пуçланă. Районтан 7-ĕн пуçласа Тюменьте пулнă, З. Нестерован “Ылтăн пĕрчĕсем” кĕнеки пичетленсе тухнă. Чăваш Енти художниксен ХII съездĕнче А. Григорьева ку Союз правленийĕн çĕнĕ йышне суйланă. 1992 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче республика Аслă Канашĕн сессийĕнче ЧР Патшалăх Гербĕпе Патшалăх Ялавне çирĕплетнĕ, авторĕ — Э. Юрьев (Кĕçĕн Шетмĕ). А. Григорьева (Четрик) ЧНА член-корреспондентне суйланă. 1993 çулта унăн чылай ĕçĕ пичетленнĕ. Ф. Лукин çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май, пултарулăх каçĕ иртнĕ. Э. Юрьева “Чăваш халăх художникĕ” хисеплĕ ят панă. “Трак ен” ентешлĕхĕн отчетпа суйлав пухăвĕнче председателе А. Григорьевах хăварнă. 1994 çулхи февралĕн 3-мĕшĕнче Ф. Лукин композитор чĕри сасартăк тапма чарăннă, О. Алексеевăн, В. Романовăн, И. Степановăн пултарулăх каçĕсем иртнĕ, “Ялав” журналăн пĕр номерне района йĕркеленĕренпе 60 çул çитнине халалланă. 1995—2005 çулсенчи çак мероприятисем те асра юлнă: районта “Ыркăмăллăх” радиомарафон иртнĕ, ЗЛПУМГ-ри ансамбль Канадăра пулнă, юбилейсем ячĕпе тĕрлĕ каçсем, тĕлпулусем, уроксем йĕркеленĕ, ентеш-авторсен чылай кĕнеки пичетленсе тухнă, Трак чăвашла-нимĕçле гимназире Бавари çĕрĕн хăнисем пулнă, ялсен праçникĕсене ирттерме пуçăннă, “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестиваль йĕркеленĕ, Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕн В. Петровăн асăну пỹлĕмне уçнă, ытти çĕршер мероприяти пулнă. Ентешлĕх историйĕнче хура йĕрсем те сахал мар вырăн тупнă. Акă, 2000 çулхи августăн 18-мĕшĕнче унăн пĕрремĕш председателĕ, искусствоведени кандидачĕ А. Григорьев пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Ентешлĕх правленийĕн “тилхепине” И. Григорьев (Исмай Исемпек) çыравçăна (Кĕçĕн Чуллă) шанса панă (2001—2002 çулсем). 2. Ентешлĕх “тилхепи” — манăн алăра 2003 çулхи мартăн 15-мĕшĕнчен тытăнса ентешлĕх правленине эпĕ ертсе пыратăп. Ку хушăра та историллĕ паллă пулăмсем чылай пулчĕç. Ентешлĕх членĕсем çак тапхăрта районти культура, спорт, вĕрентỹ, ытти учрежденисене сахал мар пулăшу кỹчĕç. Унсăр пуçне çак хушăра ентешлĕх уставне хатĕрленĕ, Ф. Лукин композитор пурăннă çурт çинче асăну хăми уçнă, К. Владимиров ỹнерçĕне (Нимĕчкасси) “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ” хисеплĕ ят панă, “Трак ен” ентешлĕхе патшалăх енчен регистрациленĕ, ентешлĕх пухăвне (Шупашкарти Вырăс драма театрĕнче 2004 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче 500 ытла çын хутшăннипе) ирттернĕ. 2005—2015 çулсенче те ентешлĕх членĕсен пуçарăвĕпе тата вĕсем хутшăннипе нумай мероприяти йĕркеленĕ. Районти вăрçăпа ĕçĕн 22 ветеранне республикăри “Хыпар” хаçата çырăнса патăмăр. Еншик Чуллăри Батраковсем, Четрикри Львовсем, Çырмапуç Карайри Григорьевсем, Яманакри Львовсем, Вăрманкасри Архиповсем, Красноармейскинчи В. С. Николаев хăйсен ятĕнчен спортăн тĕрлĕ енĕпе çулленех ăмăртусем ирттерме тытăнчĕç. Çак ĕçе спорт енĕпе ĕçлекен комитет ертỹçи И. Романов пуçаруллăн туса пырать. В. Николаев районти шкулсене теннисла выляма — 12, эпĕ Кĕçĕн Шетмĕсене 2 сĕтел парнелерĕмĕр. 2013 çулта, Чăваш халăх поэтне Ю. Сементере халалласа, Н. Григорьевăн пысăк калăпăшлă кĕнекине кăларма май тупрăмăр. Ентешлĕхĕн “За дружбу и верность” медальне хатĕрлерĕмĕр, пĕрремĕш номерлине Ю. Сементер тивĕçрĕ. Унпа эпир çавăн пекех Раççей Геройне Н. Ф. Гаврилова тата Л. А. Якубович телеертỹçĕне те чысларăмăр. 5 çул хушшинче 65 паллă ентеш çак медале илме тивĕç пулчĕ. Юбилейсене пĕрле пухăнса йĕркелесси пурнăçа çирĕп кĕчĕ. Çамрăксем çинчен те манмастпăр. Вĕсемпе Чăваш наци библиотекинче ятарлă конференци ирттертĕмĕр. Хулари профтехучилищĕсенчен пĕринчи спортзала çулталăклăх арендăна илтĕмĕр. Çамрăксене спорт инвентарĕпе те тивĕçтертĕмĕр. Тюмень, Крым, Мускав, Мордва Республикинчи тата Эстони чăвашĕсемпе те тачă çыхăну тытатпăр — пĕр-пĕрин патĕнче тăтăшах пулса куратпăр. Мероприятисенчен чылайăшне район ертỹлĕхĕпе канашласа йĕркелесе ирттернине те палăртмасăр тăма çук. Ялан тенĕ пекех пĕр чĕлхе тупнă эпир. 3. Халĕччен пулманни Ытти ентешлĕхсемпе те тачă çыхăну тытатпăр терĕм. Кăçалхи Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕнче, сăмахран, Кĕçĕн Шетмĕре иртнĕ уява Комсомольски, Çĕрпỹ, Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри тата Куславкка районĕсен ентешлĕхĕсен председателĕсем А. Капитонов, С. Порфирьев, А. Суварин, А. Кузнецов, Ю. Зорин хутшăнчĕç, сăмах каларĕç, Трак ен çыннисене çирĕп сывлăхпа тулли ăраскал, пархатарпа вăй-хăват сунчĕç, чăвашлăхшăн кар тăма чĕнчĕç.

А. Львов

Миçе çын пăхнă: 520 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024