Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Чÿк » 25 » И.М.Матвеев сăн ÿкерчĕкĕсем хăйсем патне туртаççĕ
И.М.Матвеев сăн ÿкерчĕкĕсем хăйсем патне туртаççĕ
19:29
Сăн ÿкерчĕк
Районти ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕн, Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти ÿнерпе черчени, технологи предмечĕсене вĕрентекенĕн, пĕрремĕш категориллĕ учителĕн Иван Петрович Матвеевăн хăй ăсталанă сăн ÿкерчĕксен куравĕ ĕçлет. 
Шкул çулĕсене паян кун та ăшшăн аса илет И. Матвеев. Çав тапхăрта Упи вăтам шкулĕнче физика предметне вĕрентнĕ Ардальон Яковлевич Яковлев сăн ÿкерчĕксен кружокне ертсе пынă. Иван унта хаваспах çÿренĕ, паян вăл çак туртăма тума пулăшнăшăн аслă вĕрентекенне чĕререн тав сăмахĕ калать. Вăл çулсенче вĕренекенсем хушшинче алăран алла çÿренĕ "25 уроков фотографии” кĕнекене халĕ те упрать, хăш-пĕр чухне унăн страницисене уçа-уçа пăхать ентешĕм. "Сăн ÿкерчĕк ăстин вăрттăнлăхĕсене уçса паракан тата 5 кĕнеке пур манăн”, — тет И. Матвеев. 
Кружок членĕсем пĕрле пухăнса вăл вăхăтра анлăрах сарăлнă "Смена”, "Фед-3” фотоаппаратсемпе мĕнле усă курмаллине, вĕсен тытăмне вĕреннĕ. Ардальон Яковлевич ачасемпе час-часах çут çанталăка тухса фотоаппарат урлă унăн илемне туйма хăнăхтарнă. Каярах кружок ертÿçи хăйĕн вĕренекенĕсене ансăр пленкăллă кинокамерăпа ÿкерме вĕренме май туса панă. Вĕренни çăкăр ыйтмасть тенĕ евĕр, паллах, кружока çÿренĕ кашни хĕрпе каччах ăста фотоăстаçă пулайман пулин те, шкул сакки çинче илнĕ хушма пĕлÿ вĕсене кулленхи пурнăçра кирлĕ пулнах пулĕ.
И. Матвеев хăйĕн малашнехи пурнăçĕнче те фотоаппарата алăран ямасть. 1969 çулта Анат Кушар каччине Совет çарне илеççĕ. Çар хĕсмечĕ ракетăллă çарсенче иртет. Ку тапхăрта та сахал мар сăн ÿкерчĕксем тăвать пирĕн ентеш, пĕрле службăра тăракан каччăсене аса илÿ альбомĕсене ăсталама пулăшать. 
Салтак шинельне хывнă хыççăн И . Матвеев И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ университет — авт.) художествăпа графика факультетне вĕренме кĕрет. Аслă шкул сакки çинче ларнă чухне те мĕн ачаран килĕштернĕ фото ĕçне пăрахмасть вăл. Обществăлла профессисен факультетне çÿрет. Унти фотостуди занятийĕсене республикăри хаçат-журналта ĕçлекен пултаруллă фотоăстаçăсем ертсе пынă. Çапла паллашать те вăл Семен Петрович Игнатьев паллă фотокорреспондентпа. Аслă юлташĕ чылай сĕнÿ-канашпа пулăшать ăна, çак темăпа кĕнеке-журналта тухнă статьясемпе паллаштарать. "С. Игнатьев пире композици, ракурс суйласа илме чылай вĕрентрĕ”, — тет паян И. Матвеев. 
1976 çулта И. Матвеев аслă шкул дипломне илсе направленипе Упи вăтам шкулне ĕçлеме таврăнать. Мĕн кунта вăй хума тытăнсанах "Техникăлла модель тăвасси” кружока пуçарса ярать. Вăтăр çул ытла кунта тăрăшса миçе ачана ÿкерме, столяр ĕçне юратма вĕрентмен-ши Иван Петрович? Ку енĕпе унăн вĕренекенĕсем хушшинче тĕрлĕ шайри ăмăртусенче палăрнисем йышлă. 
Хăй те, вĕренекенĕсем те тăтăшах шыравра. Унăн вĕренекенĕсен ĕçĕсемпе проекчĕсене çулленех "Поиск” ятлă наукăпа практика конференцийĕнче лайăх енчен палăртаççĕ.
Кунсăр пуçне И. Матвеев чылай çул хушши ĕнтĕ шкулта "Ракурс” вĕренÿ пĕрлешĕвне ертсе пырать. Çак тапхăрта ĕлĕкхи ырă йăлана тăсса вуншар ачана сăн ÿкерчĕксем тума вĕрентрĕ, хăнăхтарчĕ. Хăй те, унăн вĕренекенĕсем те тăтăшах тĕрлĕрен конкурссене хутшăнаççĕ. Акă, унăн вĕренекенĕ пулнă Л. Кузьмин "Тантăш” хаçат редакцийĕ йĕркеленĕ "Шкул ачи, хăвна кăтарт”, ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин "Планета детства”, "Тăван енĕм, савнă ен” конкурссенче палăрчĕ, "Школьник, прояви себя”, "Юные техники в кадре”, "Край чувашский, край родной” тупăшусенче мала тухрĕ. Çавăншăн вăл Мускав облаçĕнчи çамрăксен лагерĕнче канма тÿлевсĕр путевкăна тивĕçрĕ. 
И. Матвеев хăй ÿкернĕ ÿкерчĕксене арча тĕпĕнче вырттармасть. Вăл иккĕмĕш хут Чăваш Республикинчи Вĕрентÿ институтĕнче хăй ăсталанă сăн ÿкерчĕксен выставкине йĕркелерĕ. Иван Петровичăн ĕçĕсем Раççей шайĕнчи тупăшусенче те палăрнă. Унăн сăн ÿкерчĕкĕсене "Юные техники в кадре”, "ЮНИТЭКС” конкурссене тăратма суйласа илнĕ. Хăйĕн ĕçĕсемпе ял ĕçченĕсене паллаштарас тĕллевпе ятарласа Упири тĕп библиотекăра выставка турĕ. Пысăка хурса хакларĕç унăн сăн ÿкерчĕкĕсене вулавăша çÿрекенсем. Кунсăр пуçне тăтăшах хăй ĕçлекен Упи шкулĕнче сăн ÿкерчĕксен "Лето”, "Осень” куравĕсем ĕçлеççĕ. Вăл унта кивĕ ĕçсене çĕннисемпе улăштарсах тăрать. 
И. Матвеев районти "Ял пурнăçĕ” хаçатпа та туслă çыхăну тытать. Вăл райхаçат ирттерекен сăн ÿкерчĕксен конкурсĕсене хутшăнса тăтăшах малти вырăнсене тухать, хисеп грамотисемпе укçан премисене тивĕçет. 
Районти ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра та иккĕмĕш хут "Манăн тăван енĕм” ятпа çакăн йышши курав йĕркелерĕ И. Матвеев. Ку хутĕнче кунта 200-е яхăн ĕç тăратнă. Куракана пейзаж, тăван тавралăх, натюрморт (чĕрĕ мар япаласен пуххине кăтартакан ÿкерчĕк), чĕр чунсен тĕнчи, чечексем, килти хуçалăх темипе тунă ÿкерчĕксем хăй патне туртаççĕ. Сире те унта пырса курма йыхравлатпăр.

Ю.Борисов
Миçе çын пăхнă: 547 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024