Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Чÿк » 14
Сăн ÿкерчĕк
Пирĕн район экономикин тĕп секторĕ — ял хуçалăхĕ. Республикăри мĕн пур категорисенчи хуçалăхсен ял хуçалăх продукцийĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче район тÿпи 3,0 процентпа танлашать. Чăвашстат пĕл-тернĕ тăрăх, районти мĕн пур категорисенчи хуçалăхсен ял хуçалăх продукцийĕн пĕтĕмĕш-ле калăпăшĕ кăçалхи январь — сентябрь уйăхĕсенче, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 146,4 % пулнă (2009 çулхи январь — сентябрь — 104,4%, 2011 çулхи январь-сентябрь, 2009 çулхи январь-сентябрьпе танлаштарсан — 94,7%).
2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче 25 ял хуçалăх предприятине, 89 хресчен фермер хуçалăхне, 7,1 пин килти хушма хуçалăха шута илнĕ.
2011 çулта мĕн пур категорисенчи хуçалăхсенче акăнакан пĕтĕм лаптăксене, 2010 çулхипе танлаштарсан, 5,2 процент, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсенне 21,3% ÿстернĕ. 
"АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртме тытăннăранпа В. Ва ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 484 | Хăçан хушнă: 14.11.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Ноябрĕн 9-мĕшĕнче халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче Трак енри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен слечĕ иртрĕ. 
Çакăн йышши мероприятие йĕркелесе ирттерме иртнĕ çулхи районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен отчетлă пленумĕнче йышăнса хăварнăччĕ. Президиум çакна шута илчĕ те. Çавна май кăçал вырăнсенче ватăсен пухăвĕсем иртрĕç, шур сухалсем районти слета кайма делегатсем суйларĕç. 
Тĕп пулăва килнисене малтанах халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ çумĕнчи ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев ертсе пыракан ветерансен хорĕ юрă-ташăпа саламларĕ. Фойере çав кун Трак вăтам шкулĕн ÿнер ĕçне вĕрентекен Н. В. Кривошеевăн ĕçĕсен куравĕ ĕçлерĕ. 
Слета килнĕ делегатсем умĕнче районти ĕçпе вăрçă (пенсионерсен) канашĕн ертÿçи Г. Ефимов тухса калаçрĕ. 
Паянхи куна районта ĕçпе вăрçă ветеранĕсен 31 пуçламăш организацийĕ. Иртнĕ тапхăрта канашăн 3 пленумĕ, 8 ларăвĕ иртнĕ. Иртнĕ çул район центрĕнче ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашне йĕркелеме май килнĕ. Ăна педагогика ĕçĕ ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 464 | Хăçан хушнă: 14.11.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Олимпиада пĕтĕмлетĕвĕн протоколĕ

Я. Г. Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă республикăри "Чăваш кĕсли" интернет олимпидăна Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕпе пĕрле ирттернĕ. Олимпиада юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен пынă. Ку тупăшура Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче пурăнакан 850 шкул ачи хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсем хушшинче Трак ен ачисем те пур: Аркадьева Кристина (Красноармейски шкулĕ, 7-а класс), Николаева Екатерина (Красноармейски шкулĕ, 7-а класс), Васильева Анна (Упи шкулĕ, 8 класс), Жестянова Людмила (Трак шкулĕ, 9-а класс) тата Михайлов Алексей (Красноармейски шкулĕ, 11-б класс). Вĕсене Михайлов В.М. (Красноармейски шкулĕ), Михайлова З.П.   (Красноармейски шкулĕ), Васильева В.В. (упи шкулĕ) тата Антонова И.Н. (Трак шкулĕ) вĕрентекенсем хатĕрленĕ. 
Интернет олимпиадăна çак тĕллевсемпе ирттернĕ:
- Яков ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 517 | Хăçан хушнă: 14.11.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024