Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Чÿк » 14 » Район экономикипе социаллă сферин 2011 çулхи хăш-пĕр кăтартăвĕсем
Район экономикипе социаллă сферин 2011 çулхи хăш-пĕр кăтартăвĕсем
19:36
Сăн ÿкерчĕк
Пирĕн район экономикин тĕп секторĕ — ял хуçалăхĕ. Республикăри мĕн пур категорисенчи хуçалăхсен ял хуçалăх продукцийĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче район тÿпи 3,0 процентпа танлашать. Чăвашстат пĕл-тернĕ тăрăх, районти мĕн пур категорисенчи хуçалăхсен ял хуçалăх продукцийĕн пĕтĕмĕш-ле калăпăшĕ кăçалхи январь — сентябрь уйăхĕсенче, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 146,4 % пулнă (2009 çулхи январь — сентябрь — 104,4%, 2011 çулхи январь-сентябрь, 2009 çулхи январь-сентябрьпе танлаштарсан — 94,7%).
2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче 25 ял хуçалăх предприятине, 89 хресчен фермер хуçалăхне, 7,1 пин килти хушма хуçалăха шута илнĕ.
2011 çулта мĕн пур категорисенчи хуçалăхсенче акăнакан пĕтĕм лаптăксене, 2010 çулхипе танлаштарсан, 5,2 процент, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсенне 21,3% ÿстернĕ. 
"АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртме тытăннăранпа В. Васильева ХФХри, "Караево”, "Красное Сормово”, "Волит” хуçалăхсенчи сĕт-çу тата В. Васильева ХФХри сысна фермисене реконструкцилесе çĕнетнĕ.
Тулли мар яваплă "Таябинка” Агрофирма” пĕрлешÿре çĕр улмине çуса тултармалли технологи процесĕсемлĕ пахча çимĕç упрамалли хранилище тăваççĕ. 20 миллион тенкĕлĕх кредит линийĕ уçнă, 10,8 миллион тенкĕлĕх кредит илнĕ. Çĕр улмине типпĕн тасатса тултармалли оборудовани туяннă. 2011 çул вĕçленнĕ тĕле ĕçе кĕртме пăхаççĕ.
Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен уйăхри вăтам ĕç укçи 2011 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче 6156,1 тенкĕпе танлашнă (2010 çулхи çав вăхăтрин 112,8%). 
"Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн, 2003—2011 çулсенче районти 97 çемье яллă вырăнта çурт-йĕр лартма (туянма) 27,5 миллион тенкĕлĕх социаллă тÿлев илнĕ, çав шутра 2011 çулта — икĕ çын 1,28 миллион тенкĕлĕх тата 2 çамрăк çемьепе çамрăк специалист 1,5 миллион тенкĕлĕх.
Миçе çын пăхнă: 478 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024