Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Нарăс » 17 » "Трак ен - 75 çулта" инçет олимпиада вĕçленчĕ
"Трак ен - 75 çулта" инçет олимпиада вĕçленчĕ
23:00
Сăн ÿкерчĕк

Кăрлачăн 15-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 14-мĕшĕччен Красноармейски 2-мĕш шкулĕн интернет сайчĕ урлă Красноармейски районĕ - Трак ен тăрăхĕ 75 çул тултарнине халалласа тăван ен историйĕпе культурин инçет олимпиади иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕ тата ертсе пыраканĕ Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен В.М.Михайлов пулчĕ. Олимпиадăна пĕтĕмпе 62 ача хутшăнчĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнчен. Çак шкултан пурĕ 33 ача хутшăнма кăмăл тунă. Упи шкулĕнчен 15 ача, Именкасси шкулĕнчен – 5, Мăн Шетмĕ шкулĕнчен – 4, Чатукасси шкулĕнчен – 1, Шывпуç шкулĕнчен – 2. Çакă савăнтарать: олимпиадăна район тулашĕнчи шкул ачисем те хутшăннă. Вĕсем – Шупашкарти пĕрремĕш номерлĕ пуçламăш шкулĕн вĕренекенĕсем. Çак ырă ĕçе хăнăхтараканни – пирĕн район хĕрĕ Ефимова Светлана Георгиевна (Георгий Тусли журналист çемйинчен вăл.)

Çĕнтерÿçĕ ятне 50 балран 49 балл пухса 23 вĕренекен çĕнсе илме пултарчĕ. Иккĕмĕш вырăна 48-46 балл пухса 2 ача тухрĕ, виççĕмĕш вырăна вара 6 ача тивĕçрĕ. Çĕнтерÿçĕсенчен 15-шĕ Упи шкулĕнчен (вĕрентекенĕ - Васильева В.В.), 8-шĕ – Красноармейски 2-мĕш шкулĕнчен (вĕрентекенĕ - Михайлова З.П.). Иккĕмĕш-виççĕмĕш вырăна тухнисем Красноармейски 2-мĕш (вĕрентекенĕсем - Михайлова З.П. тата Михайлов В.М.), Именкасси (вĕрентекенĕ - Ильина В.П.), Шывпуç (вĕрентекенĕ - Владимирова Л.А.) шкулĕсенчен пулчĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе малти вырăна йышăннисем олимпиадăн ятарлă Дипломне тата парнине тивĕçрĕç. Ăмăртура тупăшса 30 балран кая мар пухнисем вара олимпиадăн электронлă сертификатне илме тивĕç пулчĕç. Дипломсене тата сертификатсене çитес вăхăтрах интернет урлă олимпиадăна хутшăннисен электрон ещĕкне ярса парĕç.

Шел пулин те, Алманч, Трак чăвашла-нимĕçле гимнази, Пикшик, Карай, Еншик Чуллă, Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕсенчен хутшăнакансем пулмарĕç. Ирĕксĕрех çакăн пек шухăш çуралать: çак шкулсенчи ачасем хăйсем çуралса ÿснĕ тăван Трак ен тăрăхĕн историйĕпе культурине пĕлесшĕн çунмаççĕ-ши е ачасене вĕрентекенсем хутшăнмашкăн явăçтарма тăрăшман-ши?

Миçе çын пăхнă: 779 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/3 |
Пурĕ миçе комментари: 2
0  
1 Владимирова Л.А.   (21.02.2010 15:17) [Материал]
Почему-то среди участников нет Григорьевой Галины. Её ответы были отправлены 31 января с grigorev.boris@mail.ru, так как не было возможности отправки со школьного интернета. выполняли работу они вместе, брат с сестрой, поэтому получается несправедливо.

0  
2 mixaj_58   (03.03.2010 22:26) [Материал]
Каçару ыйтатăп. Темле майпа сиксе юлнă... Йăнăша юсарăм: Григорьева Галина 2-мĕш вырăна тивĕçлĕ!

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024