Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Утă » 20 » Искей Пайтулĕ паттăр вилнĕренпе 340 çул çитрĕ
Искей Пайтулĕ паттăр вилнĕренпе 340 çул çитрĕ
10:29
Сăн ÿкерчĕк
Карай ял тăрăхĕн администрацийĕнче чăвашсен паллă çар пуçĕ тата поэчĕ Искей Пайтулĕ вилнĕренпе 340 çул çитнине анлăн паллă тума хатĕрленекен йĕркелÿ ушкăнĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ   Д.Ф.Платонов тата районти историпе краеведени музейĕн директорĕ  В.С.Серафимов ертсе пычĕç. «Чăваш халăх паттăрĕ Пайтул - пирĕн ентеш» уява ирттерме тĕплĕ сценари çырса хатĕрленĕ (авторĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çĕньял Карай каччи, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн режиссер-постановщикĕ). Чаплă мероприятие Чăваш Республикинчи паллă историксемпе çыравçăсем, таврапĕлÿçĕсем,  артистсемпе эстрада юрăçисем тата Трак тата Злĕк тăрăхĕсенчи фольклор ушкăнĕсем хутшăнмалла. Çавăн пекех театрализациленĕ уява Çĕнĕ Шупашкар, Çĕрпÿ, Элĕк тата Трак ен район пуçлăхĕсем килсе çитмелле. Карайсем Искей Пайтулĕ çуралса ÿснĕ ял лапамĕнче асăну юпи лартма палăртнă. Уяв концертне чăвашсен паллă юрăçисем Ф.Васнар, А.Ильин, В.Леонтьев, Н.Степанова, В.Григорьев хутшăнма кăмăл тунă.
Хаклă тăванăмăрсем! Сире хамăр ентешĕн - чăвашсен авалхи чаплă çар пуçĕн тата поэчĕн Искей Пайтулĕн асăну уявĕнче унăн çуралнă ялĕнче Красноармейски районĕнчи Сурăмхĕрри Карай ялĕнче 2011 çулхи июлĕн (утă) уйăхĕн 30-мĕшĕнче хапăл туса кĕтетпĕр. Уяв 10 сехетре пуçланать.

Миçе çын пăхнă: 1365 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 3
0  
3 mixaj_58   (20.07.2011 11:18) [Материал]
Хура курак ялан хура, —
Шуратса пĕтерес çук.
Тăшман тени ялан кăра, —
Хăраса тарассăм çук.

Хăраса пурăнар мар, —
Эпир хамăр çĕр çинче...
Пуç усса пурăнар мар, —
Эпир чăваш йăхĕнчен.

Урхамаха йĕнерлер те
Тăшмана хирĕç каяр.
Çут хĕçе çӳле çĕклер те
Тăшмана йăлт тĕп тăвар.

Ăнлантаркăч

1937 çулта Ишек ялĕнче 90 çулхи Пархиле Федоров старикрен П.П. Юркин тĕпчевçĕ çырса илнĕ. П.П.Юркин 1941 çулта репрессине лекнĕ, тĕрмере, ссылкăра пулнă. 1956 çулта ссылкăран таврăнсан Литература музейне йĕркелес ĕçе ертсе пынă, унăн заведующийĕ пулнă.
Ку сăвă пĕрремĕш хут пичетленет.

0  
2 mixaj_58   (20.07.2011 11:10) [Материал]
Эй, çилсем, кăра çилсем,
Ăçта кăна çитместĕр-ши?..
Атăл çинче вĕçетĕр —
Хумсем хыççăн чупатăр,
Кимĕсене силлетĕр.
Эй, çилсем, кăра çилсем,
Сирĕнпе эп пырăттăм.
Çунат сарса вĕçĕттĕм,
Атăл çинче, Сăр çинче
Чарлан пек эп кумăттăм,
Ирĕкре эп çӳрĕттĕм.
Эй, çилсем, кăра çилсем,
Ма эсир йĕретĕр-ши?..
Ма чуна касатăр-ши?..

Ăнлантаркăч

1928-1930 çулсенче хальхи Самар облаçĕнчи Аслă Микушкел таврашĕнчи ялсенче ватă çынсенчен М.Т.Казанков (Тилли Михайли) çырса илнĕ.
Валем Ахун пухса хатĕрленĕ "Палнай" кĕнекере 1973 çулта пичетленнĕ. Ку юррăн тепĕр варианчĕ те пур. Вăл Кирук юрăçă 1916 çулта Палтай Упи ялĕнче Каляк Минккиичен çырса илнĕ "Пайтул паттăр" калавра пур:

Эй, çилсем, кăра çилсем,
Ăçта кăна çитместĕр-ши?..
Ăçта кăна пулмастăр-ши,
Эй, çилсем, кăра çилсем!..

Хумсем хыççăн чупатăр,
Кимĕсене лăскатăр,
Сирĕнпе эп вĕçĕттĕм,
Тӳпене çĕкленĕттĕм.

Атăл çинче, Сăр çинче
Хырлапа Çавал çинче,
Чарлан евĕр кумăттăм,
Ирĕкре çеç пурнăттăм.

Эй, çилсем, кăра çилсем,
Ма эсир йĕретĕр-ши?..
Ма чуна илетĕр-ши,
Эй, çилсем, кăра çилсем!..

Ку юрра Пайтул хăйне тискер тăшмансем çĕр айне касамата сăнчăрласа хупса лартсан юрланă. Ăна ун чухне темиçе юлташĕ виçĕ кĕрепенкке ылттăнла сутнă пулнă.

0  
1 mixaj_58   (20.07.2011 11:04) [Материал]
Йĕрлерĕç те виçĕ кун,
Хăваларĕç çичĕ кун;
Тытатпăрах, терĕç пуль,
Çакатпăрах, терĕç пуль.

Пире часах тупас çук
Сĕм вăрмансем пур чухне,
Пире вăйпут тытас çук
Пăши ури пур чухне.

Хупăрларĕç çичĕ хут,
Çапăçрăмăр виçĕ кун.
Çĕмĕртĕмĕр, терĕç пуль,
Пĕтертĕмĕр, терĕç пуль.

Пире улпут çĕнес çук
Алра вут-хĕç пур чухне.
Пире никам çĕнес çук
Алра çĕмрен пур чухне.

Ăнлантаркăч

Пайтулăн пуринчен те ытларах сарăлнă юрри.
Ку варианта 1916 çулта Кирук юрăçă (Арансайпик Ваçанкки Кирукĕ) ашшĕпе пĕртăван Каляк Минккинчен Палтай Упи ялĕнче çырса илнĕ.
Палтай Упи хальхи Чăвашстанри Шăмăршă районне кĕрекен ял. Вăл Хырла юханшывĕн сылтăм çыранĕнче сарăлса ларать. Халĕ ăна Палтиель теççĕ, вырăсла — Трех-Балтаево. Ку яла XVII ĕмĕр вĕçĕнче Упи-паттăр йăхĕнчен тухнă Арансайпик ывăлĕ Палтай хăй çыннисемпе куçса ларса пуçласа янă. Вĕсем унта хальхи Патăрьел районĕ çĕрĕ çинчен, Юхмапа Упăрша юханшывĕсен хушшине вырнаçнă Юхма-Упи ялĕнчен куçса пынă. Юхма-Упи колхозсем тунă вăхăтра пĕтнĕ. Пĕр пайĕ Патăрьел районĕнче Тăрăн ялĕ çумне "Красный пахарь" колхоз туса ларнă. Тепĕр пайĕ çак районти Тикешĕн мальенне куçса ларнă. Тата тепĕр пайĕ, Хырла шывĕ урлă каçса, Тутарстанри Пăва районне кĕрекен Янтукан ялĕ çумне Максим Горький колхозĕ туса ларнă. Ăна халăхра Упи-Янтукан поселкки тесе каланă.
Кирук юрăçă, граждан вăрçине хăй ирĕкĕпе кайнă та хĕрлĕ салтак пулса 1920 çулта Вильнюс хулинче шурă поляксемпе кĕрешсе пуçне хунă. Унăн хучĕсене Патăрьел районĕнчи Сăкăтри Марине аппăшĕ (Ильина Марина Васильева) упраса хăварнă.
Пĕрремĕш хут "Вучах" хаçатра (№27) 1991 çулта, утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче пичетленнĕ. Иккĕмĕш хут "Авалхи чăваш поэчĕсем" кĕнекере, 1993 çулта пичетленнĕ.

Ку юррăн тепĕр варианчĕ те пур:

Хупăрларĕç виçĕ хут
Çапăçрăмăр виçĕ кун.
Çĕмĕртĕмĕр терĕç пуль,
Пĕтертĕмĕр терĕç пуль.

Пире паяр çĕнес çук
Алра пăшал пур чухне,
Пире улпут çĕнес çук
Алра сăнă пур чухне.

Йĕрлерĕç те пилĕк кун,
Хăваларĕç çичĕ кун.
Тытатпăрах терĕç пуль,
Çакатпăрах терĕç пуль.

Пире паяр тупас çук
Сĕм вăрманĕ пур чухне.
Пире улпут тытас çук,
Пăши ури пур чухне.

Ку варианта 1928-1930 çулсенче хальхи Самар облаçĕнчи Аслă Микушкел таврашĕнчи ялсенче ватă çынсенчен М.Т.Казанков (Тилли Михайли) çырса илнĕ.
Чи малтан Валем Ахун пухса хатĕрленĕ "Палнай" кĕнекере 1973 çулта пичетленнĕ. Унти ăнлантаркăчра çапла çырнă: "М.Т.Казанков каласа панă тăрăх, Пайтул ятлă чăваш С.Разинăн çывăх çынни, утаманĕ пулнă. С. Разин пăлхавне пусарнă хыççăн, Пайтул паттăра патша салтакĕсем тискеррĕн асаплантарса вĕлернĕ пулать".

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024