Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2019 » Çу » 7 » Иван Прокопьев — пур енлĕ талантлă çын
Иван Прокопьев — пур енлĕ талантлă çын
20:06
Сăн ÿкерчĕк

РФ Журналистсен Союзĕн членĕ, Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен преми лауреачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, “Çавалпа Шетмĕ кĕввисем” фестивальсен лауреачĕ, нумай очерксен, калавсен, сăвăсен, юрăсен, брошюрăсемпе кĕнекесен авторĕ, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор Иван Афанасьевич Прокопьев çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче 70 çул тултарчĕ. Вăл 1949 çулта Çĕньял Упи ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш, Янкасри 8 çул вĕренмелли, Красноармейскинчи вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă. Шкул çулĕсенче Çĕньял Упи ялĕнчи библиотекăра вăл вуламан кĕнеке те хăварман пулĕ. Районпа республика хаçачĕсен редакцийĕсемпе тачă çыхăну тытнă, вĕсен страницисенче тăтăшах вăл çырнă информациллĕ заметкăсем, корреспонденцисем, тĕрленчĕксем кун çути курнă. Вăл вăтам шкул пĕтернĕ çул (1966) И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультечĕн вырăспа чăваш уйрăмĕнче пуçласа журналистсем хатĕрлеме пуçланă. Район çĕнĕрен йĕркеленсен, “Ял пурнăçĕ” хаçат тухма пуçланă. Унăн редакторĕ Н.В.Иванов вун çиччĕри каччăна çав уйрăма вĕренме каймаллине систернĕ. Хăйĕн малтанхи практикине пулас журналист тăван район хаçат редакцийĕнче ирттерет. Патăрьел ра-йонĕн “Авангард” хаçат редакцийĕнче те ĕçлет. Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан 6 çамрăка хаçат редакцийĕсене яраççĕ. Çапла майпа хăй ыйтнипе Иван Прокопьева та Пăла тăрăхне, Патăрьелĕнчи “Авангард” хаçат редакцине, ĕçлеме илеççĕ. Сăмах май каласан, кунта журналистăн çăмăл мар лавне туртнипе пĕрлех ентеш хăйĕн малтанхи калавĕсене те пичетленĕ. Польшăра Çарсен Çурçĕрти ушкăнĕнче çар службинче чух ăна çар чаçĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ, ăна кунта та, редакцири пекех, подразделенири çамрăксен организацине ертсе пыма шаннă. Çарта пулнă чухне те унти хаçатра унăн статйисем тăтăшах пичетленнĕ. Корреспондент, аслă корреспондент, редактор çумĕ — çак ĕçсенче иртеççĕ унăн Патăрьелпе хамăр районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕсенчи çулĕсем. Иван Афанасьевич хăй пĕлĕвне Чул хулари партин аслă шкулĕнче “журналистика” специализацийĕпех ỹстернĕ. Хăйĕн кунти курс ĕçне те вăл хамăр районти “Ял пурнăçĕ” хаçата халалланă. Вĕреннĕ чухнехи практика тата ун хыççăнхи ĕçлĕ çулсем республикăри “Коммунизм ялавĕ” (халĕ “Хыпар”) хаçат редакци-йĕнче иртеççĕ. Хаçатăн Çĕрпỹ, Красноармейски тата Элĕк районĕсенчи корреспондентĕнче ĕçленĕ май, вăл ялан командировкăсене тухса çỹренĕ, тĕрлĕ темăсемпе материалсем хатĕрлесе пичетленĕ. Красноармейски, Çĕрпỹ районĕсенчи малта пыракан опыта тĕплĕн çутатнăшăн ăна редактор прика-зĕпе ĕç кĕнеки çине çырса тата пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантарнă. Заволжски газ уçлакан станцие хăпартнă тата хута янă чух вăл кунтан тухма та пĕлмен темелле, патшалăх пĕлтерĕшлĕ яваплă ĕçĕн кашни тапхăрне республикăн чăвашла тухакан тĕп хаçатĕнче çутатса тăнă. Тепĕр чух республикăн вырăсла тухакан “Советская Чувашия” хаçата та, унти редакци ыйтнипе, материалсем çырнă. 1990 çулта “Ял пурнăçĕ” хаçатăн редакторне суйлама виçĕ кандидатура тăратаççĕ. Нумайрах сасă пухса, çивĕч тупăшура И. Прокопьев çĕнтерет. Çĕнĕ ĕçре вăл çанна тавăрсах ĕçлеме пуçлать, кунта унăн ертỹçĕн тата пултарулăх çыннин чи лайăх енĕсем палăрма пуçлаççĕ. Тĕп ĕçре вăй хунисĕр пуçне вăл чун туртăмĕпе те киленсе ĕçлет, хăйĕн укçипе 5 пин тиражпа “Эсир юратнă юрă” ятлă юрă кĕнеки кăларать. Ăна Шупашкар пасарĕнче çынсем черет тăрса туянаççĕ. Кĕнеке хăвăрт сутăнса пĕтет. Çакăн хыççăн тĕп редактор юрăсен самаях хулăн тата тепĕр кĕнекине — “Ялан юрлать чĕре” — пухса кăларать. Тиражĕ 25 пин экземпляр. Пĕчĕк редакципе харăсах кун чухлĕ кĕнеке кăларма, паллах, пысăк хăюлăх кирлĕ пулнă. Нумай та вăхăт иртмест — 10 пин тиражпа тепĕр кĕнеке — “Юхтăр юрă” ятли пичетленсе тухать. Ăна та халăх хапăлласах йышăнать. Иван Афанасьевич вырăсла “Советы рыболовам” брошюра та пухса кăларма хавал çитернĕ, ăна республикăра çеç мар, унăн тулашĕнче те хаваспах туяннă. Редакци хăй вăйĕпе кĕске вăхăтрах вунă ытла издани кăларса пухнă укçине хăйĕн пурлăх никĕс-не çирĕплетме янă. Яваплă ĕçри пысăк çитĕнỹсене кура 1994 çулхи раштав уйăхĕнче Иван Прокопьева Республика Президенчĕн Указĕпе “Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă. “Ял пурнăçĕ” хаçат 1996 çул кăтартăвĕсемпе районпа хула хаçачĕсен чи ла-йăх содержанийĕшĕн, художествăпа полиграфи тĕлĕшĕнчен илемлетессишĕн пынă республикăри конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннă, ЧР Информаципе пичет министерствин Хисеп грамотипе укçан премие тивĕçнĕ. Ертỹçĕ ĕçне туса пынипе пĕрлех Иван Афанасьевич çыравçă ăсталăхне те туптаса пырать. Районта ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен юхăмĕ 15 çул тултарнă тĕле вăл райхаçат çумĕнче “Вăйлисемпе хăюллисен шкулĕ” кĕнеке (хушма кăларăм) пичетлесе кăларать. Автор çак ĕçшĕн 1998 çулта районти Н. Янкас ячĕпе хисепленекен премие тивĕçет. Тепĕр çулхинех унăн “Тăван кĕтес ытамĕнче” (Юрăсем. Сăвăсем. Калавсем) ятлă тепĕр пысăках мар кĕнеке пичетленсе тухать. 1998 çулта редакципе типографие пĕрлештерсе издательство çурчĕ туса хурсан ответлăх тата та ỹсет. Вăл ертсе пынипе предприяти икĕ çул умлă-хыçлă министерство ирттерекен бизнес-проектсен конкурсне хутшăнать, ик-кĕшĕнче те çĕнтерме пултарать. Иван Афанасьевич хăйĕн юррисен “Вăййа тухрĕ сарă каччă” пĕрремĕш кĕнекине 1994 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче пичетлесе кăларнă. Унта вăл кĕвĕленĕ 21 юрă кун çути курнă. Чылайăшĕн сăвви те хăйĕнех. Нумай юррисем вырăнти халăх пултарулăхĕн ушкăнĕсен, Ака туй, “Çавалпа Шетмĕ кĕввисем” фестивальсен программине кĕнĕ, вĕсемпе автор çав фестивальсен лауреачĕ пулса тăнă. Умлă-хыçлă кĕнекесем кун çути курса пынă. “Тавтапуç, пулă” кĕнекине автор хăйĕн тĕрлĕ вăхăтра çырнă калавĕсемпе сăввисене кĕртнĕ. Кулăшла сценка та пур кунта. Çын сывлăхĕ яланах малта тăнине, ăна упрамаллине палăртать çыравçă. И.А. Прокопьев — çут çанталăк тусĕ. Вăл ыттисене те çут çанталăкпа туслă пулма чĕнет. Ахальтен мар вăл хăй псевдонимне те Мăн Çавал юхан шывĕн ĕмĕрхи çăлкуçсем тапса тăракан кукăрĕн ятне илнĕ, Чураль. “Пĕрле кулар-и...” кулăшсен кĕнеки те — авторăн литература лаççинче тунă ăнăçлă утăмĕсенчен пĕри. Пĕтĕмпе 24 çул райхаçат редакторĕнче ырми-канми вăй хунă Иван Афанасьевич. 66 çула кайсан, 2014 çулхи июль уйăхĕнче, хăйĕн ку ĕçне хăварнă вăл. Çавăн чухне ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ В.В. Андреева ăна хăйĕн 2014 çулхи июлĕн 9-мĕшĕнчи прика-зĕпе ĕçре пысăк кăтартусемпе палăрнăшăн тата служба тивĕçĕсене пуçаруллă туса пынăшăн тав тунă. Çав çулах, хăй 65 çул тултарнă тĕле И. Прокопьев хăйĕн юррисен (47 юрăран тăракан) иккĕмĕш, “Шăрантар купăсна, ылтăн хирĕм” кĕнекине, çавăн пекех кулăшсен “Тракка мучи кулать” ятлă иккĕмĕш кĕнекине, 15 юрăран тăракан “Тăван кĕтес” аудиодиск кăларнă. Вăл “Çĕньялсем, Çĕньялсем”… (2002), “Çĕньял Упи салтакĕсем” (2010) — брошюрăсен авторĕ те. 2012 çулхи июль уйăхĕнче Чăваш наци телевиденийĕ ун çинчен 20 минутлăх передача ỹкерсе кăларнă. 2015 çулхи февралĕн 6-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче унăн пултарулăх каçĕ иртнĕ. Унта сцена çинче унăн 15 юрри янăранă, ун чухне районти ветерансен хорĕ, “Трак ен” фольклор ансамблĕ, “Карай ен” ансамбль, “Заволжский” клубĕн, районти ача-пăча шкулĕн çамрăк солисчĕсем, ЧР халăх артисчĕ И. Христофоров хăйсен пултарулăхне кăтартнă. 2014 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕнче Иван Афанасьевича ЧР композиторсен ассоциацине илнĕ. Районти “Ял пурнăçĕ” хаçат “Прессăн ылтăн фончĕ-2013, 2014, 2015” палăру паллисене тивĕçнĕ. И. Прокопьева Федераллă статистика патшалăх службин ведомство паллипе — “Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çыравне ирттернĕ чухнехи паллă ĕçсемшĕн” медальпе наградăланă. Вăл республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен “Потребительсен кооперацийĕ-2008-2009” конкурсĕсен лауреа-чĕ те. Ăна Раççей Федерацийĕн пичет енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕпе культура ĕçченĕсен Раççейри профсоюз комитечĕн Хисеп грамотипе (1999), КПСС Чăваш обкомĕпе ЧАССР Министрсен Совечĕн Хисеп грамотипе (1981),ЧР пичет енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн Хисеп грамотипе (1999), Красноармейски район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе (1999, 2005, 2009), Дипломĕпе (2015), Красноармейски “Трак Ен” ентешлĕхĕн “Туслăхпа шанчăклăхшăн” медалĕпе (2014), РФ (2009), ЧР (2014) Журналистсен Союзĕсен Хисеп грамотисемпе, ЧР композиторсен ассоциацийĕн Хисеп грамотипе (2015) те чысланă. Тивĕçлĕ канура пулин те район администрацийĕ ыйтнипе пилĕк уйăх (2015 çухи апрель-август) район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕн пайĕн ертсе пыракан специалистĕнче ĕçленĕ. 2015-2016 çулсенче районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) совечĕн президиумĕн членĕн тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă. Вăл тỹреммĕнех хутшăннипе район хаçатĕнче “Ветеран” страница, “Ветерансен ĕçĕ-хĕлĕ” рубрикăпа материалсем пичетленсе пынă. 2015 çултанпа редакципе типографин ветеранĕсен пуçламăш организацине ертсе пырать. 2015 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа районти Н.Янкас ячĕллĕ культура, литературăпа искусство пĕрлĕхĕн председателĕ Иван Афанасьевич. Çĕньял Упи, Хусакасси ялĕсен, Красноармейски ял тăрăхĕн гимнĕсен, Васнар ялĕн, Кĕçĕн Шетмĕ, Карай ял тăрăхĕнчи ялсен юррисен кĕввисен авторĕ. Юрий Сементер (ЧР халăх поэчĕ), Петĕр Яккусен, Зоя Сывлăмпи, Валем Ахун, Леонид Антонов, Гурий Дубров, Николай Ершов, Шетмĕ Михали, Аркадий Русаков тата ытти поэтсен сăввисемпе юрăсем кĕвĕлет. Иван Афанасьевич кĕвĕленĕ юрăсем час-часах Чăваш радио передачисенче янăраççĕ. Чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн ăна 2016 çулхи августăн 18-мĕшĕнче Чăваш Наци Конгресĕн, ветерансен юхăмне аталантарас ĕçе активлă хутшăннăшăн 2017 çулхи раштавăн 17-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри вăрçăпа ĕç, Хĕç-пăшаллă вăйсен, правăна сыхлакан органĕсен ветеранĕсен организацийĕн Хисеп хучĕсемпе чысланă. 2017 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче “Красноармейски ял тăрăхĕн Хисеплĕ гражданинĕ” ятне панă. 2018 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче Красноармейски район энциклопедийĕ пичетленсе тухрĕ. Ку кĕнекен редколлеги членĕсемпе кĕнекене пухса хатĕрлекенсен йышĕнче Иван Афанасьевич та пулчĕ. Республикăри “Тăван Атăл” журналăн 2018 çулхи январьти номерĕнче унăн шỹтлĕ калавĕсем пичетленчĕç. Чăваш наци радиовĕн “Янра, юрă!” хит-парадĕнче унăн “Çутă каçсем” юрри 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Иван Афанасьевичăн таланчĕ нумай енлĕ — журналист, корреспондент, композитор, ертỹçĕ, сăвăçă, калавçă, юрăçă. Пĕр çынра мĕн чухлĕ пултарулăх, ăсталăх, хастарлăх, тăрăшулăх, ĕçченлĕх, пуçарулăх, чун пуянлăхĕ, хавалĕ, ырăлăхĕ. Унăн сăвă-юрă, кĕвĕ-çемĕ тĕнчинчи илемлĕх туйăмĕ малашне те иксĕлми пултăр, вăл кĕвĕленĕ юрăсем шăрансах тăччăр, çынсен чунĕсенче çепĕçлĕхпе ырă кăмăл-туйăм хускатчăр. З. МИХАЙЛОВА

Миçе çын пăхнă: 323 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024