Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2019 » Çу » 21
Сăн ÿкерчĕк

 Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕн 2019 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчи ларăвĕн йышăнăвĕпе общество ĕçне активлă хутшăннăшăн, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн ятне пур енлĕн аталантарма тата ỹстерме пулăшнăшăн Очкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ ЧР халăх артисткине Раиса Федоровна Федоровăна тата Трак енри ял хуçалăхĕнчи тата агропромышленность комплексĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Яманакра çуралса ỹснĕ ЧР тава тивĕçлĕ механизаторне Агафон Андреевич Андреева "Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ" ят пама йышăннă. Иртнĕ эрнекун, çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче, çав ятпа Кĕçĕн Шетмĕре савăнăçлă мероприяти пулса иртнĕ. Уява ял тăрăхĕнче пурăнакансем, ял тăрăхĕн депутачĕсем, вырăнти шкулта вĕренекенсем, хăнасем йышлă хутшăннă. Мероприяти Кĕçĕн Шетмĕ-ри Э. Юрьев ячĕллĕ музей-картинăсен галерейинче пуçланнă. Кунта чăваш халăх артисткин Р. Федоровăн кĕтесне савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Унтан вăл Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕнче малалла тăсăлнă. Уява ЧР культурăн тава тивĕ ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 199 | Хăçан хушнă: 21.05.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕпе Н. Янкас ячĕллĕ культура тата литературăпа искусство пĕрлĕхĕ, районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ, районти тĕп библиотека чăвашлăха упрас, тăван чĕлхен пĕлтерĕшне ỹстерес тĕллевпе питех те пысăк ĕç туса ирттереççĕ, вун-вун мероприяти йĕркелеççĕ. Вĕсен шутне çулленех Чăваш чĕлхин кунне халалласа ирттерекен “Туслăх кăшăлĕ” фестиваль те кĕрет. Кăçалхи ака уйăхĕнче шкулсенче вĕренекенсен тĕрĕслев ĕçĕсен калăпăшĕ пысăк пулнăран Чăваш чĕлхин кунне халалланă çак уява çу уйăхĕн 16-мĕшне куçарчĕç. Пире иккĕмĕш хут Именкасси çĕрĕ хапăл турĕ. Ăмăр та çумăрлă çанталăка пăхмасăр Именкассинчи пуçламăш шкулта вырнаçнă районти историпе краеведени халăх музейне Трак енри шкулсенче вĕренекен, чăваш чĕлхине кăмăллакан хĕрсемпе каччăсем чылаййăн пухăннă. Музей ĕçченĕ В. Тихонова вĕсене аваллăха упракан “тĕп çуртăн” залĕсем тăрăх кăтартса çỹрерĕ, çĕнĕ экспонатсем пирки тĕплĕн каласа-ăнлантарса пачĕ. К ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 311 | Хăçан хушнă: 21.05.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024