Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2019 » Çу » 21 » Шкул ачисен "Туслăх кăшăлĕ" фестивалĕ иртрĕ
Шкул ачисен "Туслăх кăшăлĕ" фестивалĕ иртрĕ
20:09
Сăн ÿкерчĕк

Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕпе Н. Янкас ячĕллĕ культура тата литературăпа искусство пĕрлĕхĕ, районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ, районти тĕп библиотека чăвашлăха упрас, тăван чĕлхен пĕлтерĕшне ỹстерес тĕллевпе питех те пысăк ĕç туса ирттереççĕ, вун-вун мероприяти йĕркелеççĕ. Вĕсен шутне çулленех Чăваш чĕлхин кунне халалласа ирттерекен “Туслăх кăшăлĕ” фестиваль те кĕрет. Кăçалхи ака уйăхĕнче шкулсенче вĕренекенсен тĕрĕслев ĕçĕсен калăпăшĕ пысăк пулнăран Чăваш чĕлхин кунне халалланă çак уява çу уйăхĕн 16-мĕшне куçарчĕç. Пире иккĕмĕш хут Именкасси çĕрĕ хапăл турĕ. Ăмăр та çумăрлă çанталăка пăхмасăр Именкассинчи пуçламăш шкулта вырнаçнă районти историпе краеведени халăх музейне Трак енри шкулсенче вĕренекен, чăваш чĕлхине кăмăллакан хĕрсемпе каччăсем чылаййăн пухăннă. Музей ĕçченĕ В. Тихонова вĕсене аваллăха упракан “тĕп çуртăн” залĕсем тăрăх кăтартса çỹрерĕ, çĕнĕ экспонатсем пирки тĕплĕн каласа-ăнлантарса пачĕ. Кунта вара çĕнни хутшăнсах пырать. Кăçал Раççейре Театр çулталăкне паллă тунă май Валентина Аркадьевна тимленипе хамăр ентешсен, сцена ăстисен сăн ỹкерчĕкĕсене тупса ятарлă стенд ăсталанă. Тата чỹк уйăхĕнче чăвашсен паллă поэчĕ М.К. Кузьмин (Çеçпĕл Мишши) çуралнăранпа 120 çул çитет. Çак хастар сăвăçăн, чăваш халăхне чунтан юратакан патриотăн, хĕрỹ те вĕри чунлă революционерăн, ăста ỹнерçĕн амăшĕ Агафия Николаева хамăр районти Шывпуç Чуракасси ялĕнче çуралса ỹснĕ. Çак пулăма халалласа музейра курав йĕркеленĕ. Ун патĕнче ачасем чылайччен чарăнса тăчĕç. Ун хыççăн вĕренекенсем акт залне пухăнчĕç. Уява ертсе пыракан Красноармейски вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем Кирилл Васильевпа Анна Исакова “Туслăх кăшăлĕ” фестиваль уçăлни çинчен пĕлтереççĕ. Уява пухăннисене Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн ертỹçи З. Михайлова тата Н. Янкас ячĕллĕ культура, литературăпа искусство пĕрлĕхĕн пуçлăхĕ И. Прокопьев саламлаççĕ. — Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ улттăмĕш çул ĕçлет. Эпир сирĕнпе кăçал 6-мĕш хут Чăваш чĕлхин кунне халалланă “Туслăх кăшăлĕ” ятлă фестиваль йĕркелетпĕр. Вăл тăван чĕлхене юратакан, сăвва-юрра кăмăллакан, чăвашла хайлавсем çыракан ăстасене пухать. Акă залра ларакан савăк сăнлă хĕр пĕрчисемпе арçын ачасем çине тинкеретĕп те вĕсемпе пĕрле хам та савăнатăп. Питех те пуян пирĕн чĕлхе. Ăна эсир юратăр, унпа кăмăлăрсене çĕклĕр, — терĕ Зинаида Петровна. — Пирĕн пĕрлĕх Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕпе чăвашлăха упраса хăварас тĕлĕшпе уйрăм ĕç туса ирттерет. Çакна паянхи мероприяти те аван çирĕплетет. Чăваш чĕлхин кунĕ тĕлне Театр çулталăкне тата Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа шкул ачисемпе аслисем хушшинче сăвă çыракансен “Çутă çăлтăр”, сочиненисен “Хастарлă, хыт утăмлă пулăр!” конкурссем, Н. Янкасăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне палăртакан “Улăп-2019” интернет-викторина йĕркелерĕмĕр. Паян вара вĕсен çĕнтерỹçисене чыслатпăр та. Тепĕр хут уяв ячĕпе сире, — палăртрĕ Иван Афанасьевич. Кăçал “Çутă çăлтăр” ятлă сăвă çыракансен конкурсне 29 автор 36 сăвă тăратнă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕпе “Ял пурнăçĕ” хаçатăн пай редакторĕ Ю. Борисов паллаштарчĕ. Конкурс тĕллевĕ Трак тăрăхĕнче пултаруллă вĕренекенсене тупса палăртасси, вĕсене куллен хавхалантарса тăрасси тата аслисен пултарулăхне аталантарасси пулнă. Тупăшăва Трак тăрăхĕнчи вĕренỹ учрежденийĕсенчи 3-11-мĕш классенче (ушкăнсене пайласа — 3-5, 6-9 тата 10-11 кл.) вĕренекенсем тата поэзие кăмăллакансем хутшăннă. 3-5-мĕш классем хушшинче малти виçĕ вырăна Чатукасси шкулĕн вĕренекенĕсем — Александра Матвеева (3 кл., “Çеçпĕл Мишши пек пулар!”), Милена Васильева (3 кл., “Артист”) тата Кристина Афанасьева (5 кл., “Çутă çăлтăр”) тухнă. Вĕсене тупăшăва шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Р.И. Яковлева хатĕрленĕ. 6-9-мĕш классем хушшинче Екатерина Васильева çĕнтернĕ (Красноармейски, 8 кл., “Утатпăр Çеçпĕл çулĕпе”, ертỹçи В.М. Михайлов). Иккĕмĕш вырăнта — Василий Григорьев (Красноармейски, 8 кл., “Тăван чĕлхе”, З.П. Михайлова) тата Марина Павлова (Трак, 9 кл., “Эпĕ Çеçпĕле курман”, “Çеçпĕле мухтаса”, Ю.Е. Кузьмина). Виççĕмĕш вырăна Павел Муллинпа (“Çеçпĕл”) Дмитрий Алексеев (“Мишша пичче”, иккĕшĕ те Красноармейски, 8 кл., В.М. Михайлов) тивĕçнĕ. 10-11-мĕш классем хушшинче Кирилл Васильев (Красноармейски, 10 кл., “Театр — чун ăшши”, З.П. Михайлова) мала тухнă. Ольга Илларионова (Красноармейски, 11 кл., “Тăван чĕлхе”, З.П. Михайлова) иккĕмĕш пулнă. Аслисем хушшинче Красноармейски вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Зинаида Михайлова “Асра тытар” сăвăпа палăрнă. Валентина Рудникова “Çăлтăрĕ ялан ун çунтăр!” тата Георгий Ефимов-Тусли “Клавдия Васильева режиссера халалласа”, “Тĕнчене саланчĕ”, “Трак ен” саламĕ” сăвăсемпе иккĕмĕшпе виççĕмĕш пулнă. Уявра “Хастарлă, хыт утăмлă пулăр!” сочиненисен конкурсне те пĕтĕмлетрĕç. Унпа пухăннисене районти тĕп вулавăш ĕçченĕ С. Гурьева паллаштарчĕ. Тупăшăва пĕтĕмпе 22 ĕç тăратнă. 6-7-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче малти виçĕ вырăна Виктория Егорова (Трак, 6 кл.), Диана Александрова (Чатукасси, 6 кл.), Анастасия Егорова (Чатукасси, 7 кл.) йышăннă. 8-9-мĕш класс вĕренекенĕсем хушшинче Алена Спиридонова (Карай, 9 кл.), Марина Павлова (Трак, 9 кл.), Карина Иванова (Карай, 9 кл.) палăрнă. 10-11-мĕш классем хушшинче Марина Емельяновăпа (Алманч, 11 кл.) Никита Архипов (Трак, 10 кл.) пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене пайланă. Аслисем хушшинче Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Виталий Михайлов, Трак вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Юлия Кузьмина тата Чатукассинчи ял вулавăшĕн ĕçченĕ Ираида Ефремова мала тухнă. Кăçал репрессие лексе 33 çулта Анат Тагилти тĕрмере пуçне хунă ним айăпсăр Н. Янкас поэт-çыравçă çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. Çак паллă куна халалласа Красноармейскинчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен В. Михайлов “Улăп-2019” интернет-викторина йĕркеленĕ. Ку евĕр тупăшăва 7 çул ирттереççĕ. Кăçал унта 53 вĕренекен хутшăннă. Пултаруллисене уявра чысларĕç те. Праçникре РФ Журналистсен Союзĕн членĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ И. Прокопьев-Чураль хăйĕн юбилей ячĕпе кăларнă черетлĕ вуннăмĕш кĕнекине — “Эпир — Янкасçăсем” — районти вулавăша парне турĕ. Конкурсра çĕнтернисем Дипломсене, тупăшăва хутшăннисем Хавхалантару хучĕсене тивĕçрĕç. Чăваш чĕлхине халалланă уявра Кĕçĕн Шетмĕ вĕренекенĕсем хăйсен пултарулăхĕпе туллин паллаштарчĕç. Красноармейски вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Татьяна Сергеева чăваш халăх поэчĕн П. Хусанкайăн “Эпир пулнă, пур, пулатпăр” сăввине пурне те тыткăна илмелле вуларĕ. ЧР Писательсен канашĕн членĕ Г. Дубров-Кăмакал Куркки “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕпе И. Яковлев çуралнă Кăнна Кушки ялĕнче пулни çинчен каласа кăтартрĕ, унта çырнă сăввине вуларĕ. Çапла иртрĕ “Туслăх кăшăлĕ” фестиваль. Вăл унта хутшăннисен кăмăлне кайрĕ.

Г. Борзин.

Миçе çын пăхнă: 310 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024