Район администрацийĕн пуçлăхĕ

Район администрацийĕн
пуçлăхĕн тивĕçĕсене 
вăхăтлăха пурнăçлакан
Григорьев Яков 
Михайлович
Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 84

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Юпа » 8 » Я.А.Абрамов çуралнăранпа 140 çул çитрĕ
Я.А.Абрамов çуралнăранпа 140 çул çитрĕ
17:58
Сăн ÿкерчĕк
Абрамов Яков Абрамович — Пĕрремĕш Патшалăх Думин депутачĕ. 1873 çулхи юпан 8-мĕшĕнче Красноармейски районĕн Упи ялĕнче çуралнă. 1934 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче вилнĕ. Унăн ултă ача пулнă.
Пурнăçĕ: Тăван ялти чиркӳ-прихут шкулĕнче вĕреннĕ. 1888 çулхи çурлан 25-мĕшĕнчен пуçласа 1890 çулхи акан 20-мĕшĕччен Хусанти учительсен семинарийĕн хатĕрленӳ класĕнче пĕлӳ пухнă. Унăн авторитечĕ тăван ялĕнче питех те пысăк пулнă. Патшалăх Думине суйлама вăхăт çывхарсан хăй шухăшне калама пултаракан çамрăка ял çыннисем вулăс пухăвне суйласа яраççĕ. Унтан çул Етĕрне уес пухăвне выртать. Каярах сăпайлă 33-ри Якова Хусан кĕпĕрнинчи суйлавçăсен Пухăвĕ Патшалăх Думин членне суйлать. 1906 çулхи акан 15-мĕшĕнче Пĕрремĕш Патшалăх Думине лекнĕ.
Асăннă тапхăрта Яков Абрамович нимĕнле партире те тăман-ха. Пĕрремĕш Патшалăх Думи хăйне салатса яриччен 72 кун ĕçленĕ. Дума 1906 çулхи акан 27-мĕшĕнче уçăлнă. Унта Чăваш енрен икĕ депутат — Я.А. Абрамов тата К.В. Лаврский юрист хутшăннă.
Я.А. Абрамов «Хыпар» хаçатăн чи активлă çыравçи пулнă. Н.В. Никольскипе тачă çыхăну тытнă.
Пĕрремĕш Дума правительствăн саккунпа килĕшсе тăман ĕçĕ-хĕлĕ пирки депутатсем чылай çивĕч ыйтусемпе запрос çĕкленĕ. Çавăн пиркиех ĕнтĕ патша ку Пухăва салатса янă та ĕнтĕ.
Я.А. Абрамов яла таврăннă. Ăна Упи вулăс старшинине, вулăс ĕç тăвкомĕн председательне çирĕплетнĕ. Яков Абрамович Етĕрне уесĕнчи, каярах Хусан кĕпĕрнин çĕр управисен членĕ пулнă. 1918 çулта Етĕрнери уесри вак кредит кассин пуçлăхĕнче, кайран Упи вулăсĕнче потребительсен обществин ертӳçин секретарĕнче ĕçленĕ.

Çăлкуç: http://chuvash.org/
Миçе çын пăхнă: 178 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 1
1 mixaj_58   (23.10.2013 20:47)
В целях увековечения памяти депутата Первой Государственной Думы I созыва Якова Абрамовича Абрамова, уроженца села Убеево Красноармейского района, на территории Убеевского сельского поселения создается сквер. Торжественное открытие сквера им. Я.А. Абрамова, приуроченное к 140-летию со дня его рождения, и закладка камня на месте будущего памятника состоится 24 октября 2013 года.
8 октября 2013 года исполнилось 140 лет со дня рождения Якова Абрамовича Абрамова. Яков Абрамов родился 8 октября 1873 года в селе Убеево Убеевской волости Ядринского уезда Казанской губернии в чувашской крестьянской семье. Окончил Убеевскую церковноприходскую школу. 25 августа 1888 года поступил в подготовительный класс Казанской учительской семинарии. В 1906 году Абрамов избирается депутатом Государственной Думы первого созыва Казанским губернским избирательным собранием. По данным Казанского губернатора на 15 апреля 1906 года Абрамов «ни к какой политической партии не принадлежит». В том же году становится активным корреспондентом недавно созданной в Казани первой всечувашской газеты «Хыпар». Был старшиной Убеевской волости. В 1908-1909 гг. – член Ядринской уездной земской управы. В 1917 году – член Казанской губернской земской управы. 9 марта 1918 года Яков Абрамович избран в состав комиссии для участия в совещании исполнительского комитета Совета крестьянских депутатов. 27-29 мая 1918 года участвовал в 3-м Крестьянском съезде Ядринского уезда с правом решающего голоса. В 20-х гг. – на кооперативной работе. В дальнейшем в политической жизни не участвовал.
Для проведения работ по разбивке сквера и создания памятника создан Благотворительный фонд «Возрождение». Основной объем работ выполняется на средства, поступившие на счет Благотворительного фонда. Дополнительно на устройство сквера им. Я.А.Абрамова выделены денежные средства из бюджетов Красноармейского района и Убеевского сельского поселения.
К работам по разбивке сквера привлечены жители Убеевского сельского поселения. В настоящее время выложены дорожки, установлены фонари, скамейки, детская площадка. В сквере высажено 200 кустов шиповника и около 100 саженцев березы.
Установка памятника предполагается в апреле 2014 года.
Начало торжественного открытия сквера в 10.00 часов.

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2018 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 98 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 83 çулта

Геннадий Трофимов (Юмарт) - 80 çулта


Владимир Харитонов - 85 çулта 

2018 çул - Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çулĕ

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2018