Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Чÿк » 6 » Ял ĕçченĕсен уявĕнче
Ял ĕçченĕсен уявĕнче
22:37
Сăн ÿкерчĕк
Октябрĕн 29-мĕшĕнче Трак енре ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне савăнăçлăн паллă турĕç. 
Çанталăкĕ ирпе йĕпе те сивĕ пулнине пăхмасăр уява пухăннă халăх (унта ял хуçалăх производствинче малта пыракансемпе ку отрасль ветеранĕсене чĕннĕ) кăмăлне çĕклентерекенни çав кун пулмарĕ мар. Кăçалхи питех те çăмăл мар условисенче вăй хурса çитĕнÿ тунисен пĕр ушкăнне Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерствин, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе, тав çырăвĕсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Юрă-ташă ăстисем — халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ çумĕнчи "Трак ен” халăх фольклор ансамблĕн членĕсемпе Заволжски клуб çумĕнчи хĕрарăмсен "Каприз” тата Шупашкарти "Çăлкуç” халăх ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе уява килнĕ халăха чăннипех савăнтарчĕç.
Уяв программин сценарине пĕлсе те ăста хатĕрленĕ. Ăна йĕркелесе ертсе пыракансем Надежда Филипповапа Николаева чăннипех те маттур. Савăнăçлă лару уçăлсанах ЧР Министрсен Кабинечĕн представителĕ — Чăваш Республикин юстици министрĕ Н. В. Прокопьева уява пухăннисене ЧР Президенчĕн саламне вуласа пачĕ. Унтан Надежда Викторовна тулли мар яваплă "Таябинка” пĕрлешÿ комбайнерне О. Ю. Васильева, Ф. В. Васильева техник-осеменатора ("Красное Сормово”), "Таябинка” пĕрлешÿпе В. Васильева ХФХ тĕп бухгалтерĕсене И. В. Масловапа В. Н. Осипована ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе наградăларĕ.
Трак енри ял хуçалăх отраслĕн кăçалхи 9 уйăхри кăтартăвĕсемпе уява килнисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Платонов паллаштарчĕ, пурне те ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу сунчĕ. Производствăра малта пыракансемпе ветеран-аграрниксене çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Александров саламласа ыр сунчĕ.
Кĕçех "Таябинка” пĕрлешÿ хастарĕсене: О. Ю. Васильева "Вырма-2010” чемпионĕ”, С. Л. Молотков тĕп агронома "Уй-хир ăсти чемпион” хĕрлĕ хăюсемпе чысларĕç. Унтан тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакан 50 ытла ĕçчен район администрацийĕн хисеп грамотисемпе тав çырăвĕсене тата хаклă парнесене тивĕçрĕ. Уявра сĕт, аш-какай туса илес енĕпе палăрнă ял хуçалăх организацийĕсене, выльăх апачĕ тата фермăсене хĕле хатĕрлес, ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартас енĕпе иртнĕ смотр-конкурс çĕнтерÿçисене район администрацийĕн дипломĕсемпе укçан премисене пачĕç. Çавăн пекех уйрăм хуçалăхсемпе çынсене патшалăхăн "Поддержка” страхлакан компанийĕн, "Россельхознадзорăн” Чăваш Республикинчи ФГУн тав çырăвĕсемпе тивĕçтерчĕç, "Шупашкарти сĕт-çу завочĕ” общество представителĕ хăйсемпе тачă çыхăнса ĕçлекенсене тав çырăвĕпе тата хаклă парнесем панă.
Кашни ушкăна чысланă хыççăн Заволжски клуб çумĕнчи "Каприз” ансамбль илемлĕ юрăсем парнелерĕ. Юлашкинчен сцена çине Шупашкарти "Çăлкуç” халăх ушкăнĕ тухрĕ. Вăл хăйĕн илемлĕ юрри-такмакĕсемпе, çĕклентерÿллĕ ташшисемпе залра ларакансен кăмăл-туйăмне хăпартсах ячĕ. Çак çичĕ çынран тăракан ушкăн пултарулăхĕ пурне те тĕлĕнтерчĕ. Ун йышĕнче Шывпуç Чуракассинче çуралса ÿснĕ Тамара та пулчĕ.
Шкулсенчи тĕрлĕ номинацисенче тупăшса мала тухнă ĕç тата экологи бригадисене район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн дипломĕсемпе тата хисеп грамотисемпе чысларĕç.
Савăнăçлă пуху умĕн районти ял хуçалăх организацийĕсенчи уйрăм коллективсемпе ĕçченсен çитĕнĕвĕсене сăнлакан "Маттур Трак ен хастарĕсем” радиорепортаж янăрарĕ. Вăл 30 минута пычĕ. Ăна ытти çулсенчи пекех РФ журналистсен пĕрлĕхĕн членĕ Виктор Данилов хатĕрленĕ. Фойере ачасемпе çамрăксен искусство шкулĕнче вĕренекенсем ăсталанă япаласен, Красноармейскипе Упи, Кĕçĕн Шетмĕпе Пикшик ял тăрăхĕсенчи апат-çимĕç ăстисем тыр-пулпа пахча çимĕçрен, улма-çырларан пĕçерсе хатĕрленĕ тĕрлĕ апат-çимĕç тата райпон çăкăр комбиначĕн çĕнĕ продукцин куравне йĕркеленĕ. Унта ачасен ĕçĕсене туянма, апат-çимĕçпе кулинари изделийĕсене астивсе пахалама май пулчĕ.
Ял хуçалăх ветеранĕсене тулли мар яваплă "Таябинка” пĕрлешÿне илсе кайса çĕнĕ техникăпа паллаштарнă.
Районти çыхăну узелĕ умĕнчи лаптăкра вара В. Шумилов хресчен-фермер хуçалăхĕ халăха купăстапа, "Таябинка” пĕрлешÿ апат-çимĕçлĕх тата вăрлăхлăх çĕр улмипе, Пăрăнтăкри Галина Тихонова суханпа, Яманакри Петр Иванов хăй ăсталанă япаласемпе, Вăрманкас Шупуçĕнчи Анатолий Скворцов пылпа тивĕçтерчĕ. Октябрĕн 29-мĕшĕнче кунта "Кĕр парнисем” ярмаркка иртесси пирки райхаçат урлă эрне маларах пĕлтернĕччĕ. Анчах хальхинче хуçалăхсем те çанталăкĕ япăхрах пулнипе, те çынсем пымĕç тесе палăртнă продукцисене илсе тухмарĕç.

В.Егоров
Миçе çын пăхнă: 544 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024