Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Нарăс » 15 » Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем — Красноармейскинче
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем — Красноармейскинче
21:08
Сăн ÿкерчĕк
Февралĕн 11-мĕшĕнче Красноармейскинче Чăваш Республикинчи районсен (хуласен) центрĕсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен палатин вырăна тухса ирттернĕ семинар-канашлăвĕ пулса иртнĕ. Унăн теми — "Муниципаллă пĕрлешÿре пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарни — çынсене ĕçпе тивĕçтерме тата ял тăрăхĕн бюджечĕн тупăш пайне ÿстерме май туса пани. Яллă вырăнсенче пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарнă çĕрте ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕ-хĕлĕ". Асăннă мероприятие йĕркелекенĕ — ЧР муниципаллă йĕркелÿсен канашĕ (ĕç тăвакан директорĕ С. А. Николаев). 
Чи малтанах Трак ене килнĕ хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Александров йышăннă, кĕскен районпа, паянхи ĕç-хĕлпе паллаштарнă. Унтан семинар-канашлăва хутшăннисем район центрĕнче 2009 çулхи октябрьте уçăлнă бизнес-инкубатора çитсе курнă. Кунти тĕп залта вĕсене район администрацийĕн экономика аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ А. Михайлова кĕтсе илнĕ. Ангелина Васильевна ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене бизнес-инкубатор епле уçăлни (çакна валли район 5 миллион тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ, ЧР Экономикăпа аталану министерствин конкурсĕсенче çĕнтернĕ, район тата Красноармейски ял тăрăхĕн бюджечĕсенчен 2 миллион тенкĕ ытла уйăрнă), районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх епле аталанса пыни пирки каласа панă, ыйтусене хуравланă. Кунта паян 11 офис ĕçлет. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Кун хыççăн хăнасем ăнăçлă ĕçлекен "Чесла" предприятине çитсе курнă. Вĕсене Г. Ананьева ертÿçĕ ăшшăн кĕтсе илнĕ. Кунта пирвайхи хут пулса куракана тĕлĕнмелли сахал мар. Асăннă предприятире 15 модельпе атă-пушмак кăлараççĕ, 95 çын вăй хурать, уйăхри вăтам ĕç укçи 8 пин тенкĕпе танлашать. Ăна вăхăтра параççĕ. Иртнĕ çул 308 пин мăшăр атă-пушмак туса кăларнă. Продукци çÿлĕксем çинче выртмасть, ăна Оренбургран пуçласа Санкт-Петербург таранах илсе каяççĕ. 
2004 çулта уçăлнă "Чесла АСТ" предприяти. Унăн ертÿçин Ю. Дурасовăн сăмахĕсене те тимлĕн итленĕ. Предприятире çирĕп дисциплина, рабочисемпе специалистсем ĕç вырăнне улăштарасси çукпа пĕрех. Специалистсем умри тĕллевсене тултарсан, пахалăхлă продукци кăларсан 15 пин тенкĕ таранах ĕç укçи илеççĕ. Ĕç условийĕсем икĕ ене те тивĕçтереççĕ. 
Ун хыççăн семинара хутшăннисем тулли мар яваплă "Зубная фея" пĕрлешÿн, Красноармейски ял тăрăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Семинар-канашлу хăйĕн ĕçне газ уçлакансен Заволжски клубĕнче малалла тăснă. Пухăннисен умĕнче Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешÿсен канашĕн председателĕ, Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Фадеев тухса калаçнă, семинарăн тĕллевĕпе, хăнасемпе паллаштарнă. Унта чи малтанах хамăр район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Александров сăмах илнĕ. "Ку чухне пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре вăй хуракансен пĕлтерĕшĕ пысăк, —тенĕ Владимир Валерьянович. — Трак енре пĕчĕк 103 предприяти, юридика сăпатлă хресчен-фермер хуçалăхĕсем 5, вăтам 3 предприяти тата юридика сăпачĕсĕр 367 уйрăм предприниматель ĕçлеççĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсенче 1699 çын вăй хунă. Иртнĕ çул çĕнĕрен 131 ĕç вырăнĕ (78 ĕç вырăнне предприятисене анлăлатса, 33 çĕнĕ ĕç вырăнĕ) йĕркеленĕ. Çав вăхăтрах 121 ĕç вырăнне чакарма тивнĕ. Уйрăм ял хуçалăх предприятийĕсен кăтартăвĕсем сулмаклă". Канашлура ЧР юстици министрĕ Н. Прокопьева ("ЧР 2011—2013 çулсенче муниципаллă пĕрлешÿсене тата муниципаллă службăна аталантармалли" тĕллевлĕ программа çинчен), ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Л. Николаев (килти хушма хуçалăха аталантарасси), Россельхозбанкăн республикăри управленийĕн кредит пайĕн пуçлăхĕ С. Павлова (килти хушма хуçалăхсене кредитпа тивĕçтересси), Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçин çумĕ С. Аристова (пĕчĕк бизнесăн пĕлтерĕшĕ, налук ыйтăвĕсем), Етĕрне хула тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Бажайкин (хăйсен ĕç опычĕпе, муниципаллă пурлăхпа çĕрсене регистрацилесе шута илесси ), ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, парламентăн патшалăх строительствипе вырăнти хăй тытăмлăх енĕпе ĕçлекен яланхи комисси председателĕ Г. Васильев (иртнĕ ĕç-хĕл, малашнехи тĕллевсем, Чăваш Республикинче "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" федераллă саккуна пурнăçласси епле пыни), РФ Федераци Канашĕн членĕн Л. Лебедевăн пулăшуçи, "Чăваш Ен" Фончĕн ĕç тăвакан директорĕ М. Федотов (пирус-чĕлĕм туртма пăрахасси) тухса калаçнă, ыйтусем çине хурав панă. Юлашкинчен В. Фадеев сăмах тухса каланă. 
* * *

Çав кунах ЧР муниципаллă пĕрлешÿсен канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешÿсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С. Николаев пĕлтернине итленĕ. Станислав Андреевич республикăра 2009 çул кăтартăвĕсемпе "Чи лайăх ял тăрăхĕ", "Чи лайăх ял тăрăхĕн пуçлăхĕ" номинацисенче çĕнтернисене хисеп грамотисемпе чысланă. 
Семинар-канашлăва хутшăннисене Заволжски клуб çумĕнчи ачасен пултарулăх ушкăнĕсем саламланă. Юлашкинчен пурте пĕрле райцентрти физкультурăпа сиплев комплексне çитсе курнă, хулапа ял тăрăхĕсен командисем волейболла тĕл пулса вылянă.

Ю. Борисов ("Ял пурнăçĕ")
Миçе çын пăхнă: 914 | Кам хушнă: alex-net | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 Migulaj   (19.02.2011 21:29) [Материал]
Семинар-канашлăвĕ мĕнле чĕлхепе иртрĕ?

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024