Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Çĕртме » 17 » “Ялти сиплĕ сывлăш пулăшать”, — тет 100 çулхи ветеран
“Ялти сиплĕ сывлăш пулăшать”, — тет 100 çулхи ветеран
21:39
Сăн ÿкерчĕк
А. Павлов пирĕн районти Шур-Пусай ялĕнчи (халĕ вăл Элĕк районне кĕрет) чухăн хресчен çемйинче 1911 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче çуралнă. 
Виçĕ арçын ачаран вăталăххи пулнă. Муркаш районне кĕрекен Тивĕшри чиркÿпе прихут шкулĕнче 4 класс вĕренме тÿр килнĕ ăна. Пиччĕшĕ — Иван тата шăллĕ — Модест вара педучилищĕре пĕлÿ илнĕ. Çавна пула Арсентийĕн тÿрех хресченĕн йывăр ĕçне кÿлĕнме тивнĕ. Вăй-халран çирĕпленнĕ каччă пулса тăрсан, шалу илме "çын çине" тухнă. Ăçта кăна ĕçлемен пуль вăл: Чул хула облаçĕнче, Юринăра, Козмодемьянскра … тĕрлĕ ĕç тăвакан, арманçă, вăрман касакан, йывăçсене сулă туса шывпа юхтаракан пулнă. Йывăрлăхсене çине-çинех тÿссе ирттерни унăн кăмăлне çирĕплетсех пынă. Ялан вырăссем хушшинче пулни А.Павлова ку чĕлхене алла илме май панă. Вăл кунпа пĕрлех хăй тĕллĕн вĕренни кирлех иккенне те туйса илнĕ. Малашлăх пирки те шухăшланă. Йывăç хатĕрлесе Атăл тăрăх юхтарса килнĕ. Çурт çавăрнă, ял хĕрĕпе — Иустинийăпа çемье çавăрнă. 
Арсентий Павлович иртнĕ вăрçа та малтанхи кунсенченех хутшăннă. Хĕрлĕ Çарта, Çурçĕр-Хĕвел анăç фрончĕн 201-мĕш стрелковăй полкĕнче, снайпер пулса çапăçнă, унăн пульлисем нумай фашиста леш тĕнчене ăсатнă. Ăна II степень Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин орденĕпе икĕ хутчен, çавăн пекех медальсемпе наградăланă. Йывăр аманса Иваново тата Чул хула облаçĕсенчи госпитальсенче çур çул ытла сипленнĕ хыççăн А.Павлова киле янă. 
Ĕнерхи салтака çар комиссариачĕпе парти органĕсем Красноармейскинчи МТСа ĕçлеме янă. Малтанласа вăл трактористра, унтан 25 çул трактор бригадин бригадирĕнче вăй хунă. Унăн бригади районта кăна мар, республикăра та палăрнă. Йывăр ĕçе çине тăрса пурнăçлани, паллах, сывлăха та хавшатнă. А. Павлов каярахпа пенсине тухса 68 çула çитичченех колхозра кладовщикра, бригадирта, 16 çул сĕт-çу фермин заведующийĕнче тимленĕ. Хăйне лайăх йĕркелÿçĕ пулнине кăтартнăран ял-йыш хисепленĕ Арсентий Павловича. 
Мăшăрĕпе (шел, Иустиния Николаевна 28 çул каялла çĕре кĕнĕ) 7 ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ. Икĕ ывăлне ятарлă вăтам техника пĕлĕвĕ, ултă ачине — аслă, 3 ывăлне — Виталие, Леонида тата Геннадие 2-шер аслă пĕлÿ панă. Арсентий Павловичăн пысăк çемйи ĕç династийĕсенчен те пуян. Педагогсен династине, калăпăр, аслă ывăлĕ — Виталий Арсентьевич, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, ертсе пырать. Вăл 1978—1991 çулсенче КПСС Красноармейски райкомĕн секретарĕ, иккĕмĕш секретарĕ пулса ĕçленĕ. Ку йышра аслă пĕлÿллĕ 10 учительпе истори ăслăлăхĕсен пĕр кандидачĕ. Çар çыннисен династийĕ 6 офицертан тăрать (3-шĕ халĕ те службăра тăраççĕ), ăна пĕтĕçтерекенни — федераллă хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕн ертÿçин çумĕ пулнă Леонид Арсентьевич. Вăл ку тытăмра 30 çул ытла (çав шутра 6 çулне — чикĕ леш енче) вăй хунăшăн "Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăх службин контрразведкин хисеплĕ сотрудникĕ" сумлă ята тивĕçнĕ, халĕ те республикăри патшалăх учрежденийĕсенчен пĕринче тимлет. 
Чи мирлĕ те кирлĕ професси çыннисем — врачсем те пур ку йăхра — 5-ĕн. Ăна аслă категориллĕ врач — тивĕçлĕ канурине пăхмасăрах вăй хуракан Николай Арсентьевич ертсе пырать.
Инженерла-техникла работниксем те 3-ĕн, çав шутра ял хуçалăх тытăмĕнче 2-ĕн. Павловсен йăхĕнче юрист та пур. Вĕсем пурнăçра хăйсен вырăнне тупнипе, ашшĕ-амăшĕн ĕçне тивĕçлипе тăснипе А. П. Павлов питĕ те кăмăллă.
Халĕ вăл ывăлĕн — Геннадийĕн çемйипе пĕрле тăван ялĕнче пурăнать, 28 мăнукĕпе тата мăнукĕсен ачипе савăнать. Г. А. Павлов педагогра 25 çул ытла вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă. Мăшăрĕ — Людмила Александровна — Мартынкассинчи çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ. Хĕрĕпе ывăлĕ — Таньăпа Коля аслă пĕлÿ илнĕ. 
"Ачасем лайăх пăхаççĕ. Эпĕ эрех-сăрапа нихăçан та айкашман. Пирус туртман. Тăван ялăмри уçă сывлăшпа сипленнĕ", — терĕ Арсентий Павлович. 
Çакăн пек телейлĕ те ăшă кăмăллă çынсенчен тĕлĕнме пăрахаймастăп. 100 çул кăна мар, татах та ытларах çул пурăнма ырă сывлăх сунса сывпуллашрăм Арсентий Павловичпа.

В.Данилов
Миçе çын пăхнă: 573 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024