Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Кăрлач » 28 » Юрий Сементерĕн пултарулăх каçĕнче
Юрий Сементерĕн пултарулăх каçĕнче
22:07
Сăн ÿкерчĕк
Фоторепортаж
Кăрлачăн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци вулавăшĕнче Юрий Сементер 70 çул тултарнă ятпа савăнăçлă литература каçĕ иртрĕ.
Мероприяти тĕлне «Чунра хĕмленнĕ йĕркесем» курав йĕркеленĕччĕ — унта поэтăн кун-çулĕпе тата пултарулăхĕпе паллашма май пурччĕ.
Литература каçне Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикипе архив ĕçĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Фошин уçрĕ. Вăл сăмах каланă май Михаил Игнатьев янă салам çырăвне те вуласа пачĕ. Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Александров Хисеп хучĕпе чысларĕ.
Çавăн пекех сăмах калакансем шутĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн преподавателĕ Ольга Скворцова, халăх сăвăçисем Валерий Туркай, Порфирий Афанасьев, профессиле çыракан çыравçăсен пĕрлĕхĕн ертӳçи Сергей Павлов, тата ыттисем пулчĕç.

Çăлкуç: http://www.chuvash.org/news/1351.html
Миçе çын пăхнă: 672 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 2
0  
2 Migulaj   (10.02.2011 18:46) [Материал]
Кунта çырнă: ....Чăваш Республикин Президенчĕн Михаил Игнатьевăн саламне вуласа панă....
Çавăнпа манăн ыйту: саламĕ мĕнле чĕлхепе пулнă?

0  
1 mixaj_58   (01.02.2011 18:44) [Материал]
Танăшра çуралса ÿснĕ Чăваш халăх поэчĕ Юрий Семенович Семенов (Сементер) 70 çул тултарчĕ. Январĕн 27-мĕшĕнче ăна чысласа Чăваш Республикин наци музейĕнче литературăпа музыка каçĕ иртнĕ.
Поэта Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ В.Фошин саламланă. Чăваш Республикин Президенчĕн Михаил Игнатьевăн саламне вуласа панă, унта Ю.Сементер чăваш литературине сумлă тÿпе хывнине палăртнă.
Пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Александров юбиляра культурăри пысăк çитĕнÿсемшĕн, "Трак ен" ентешлĕх ĕçне активлă хутшăннăшăн тата çуралнăранпа 70 çул тултарнă май Хисеп грамоти панă.
И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн преподавателĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ольга Скворцова Юрий Сементерĕн нумай енлĕ пултарулăхне уçса панă.
Юбиляр ячĕпе Тутарстан Республикин халăх поэчĕ Ренат Харис салам янă.
Ентеше чăваш халăх поэчĕсем Валерий Туркай, Порфирий Афанасьев, республикăри професси писателĕсен Союзĕн председателĕ Сергей Павлов, Николай Григорьев ăсчах, культурăпа искусство деятелĕсем, федераци почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕ Светлана Тимофеева, республика аслă шкулĕсен преподавателĕсемпе студенчĕсем, Виктор Овчаров поэт саламланă.
Композиторсемпе пĕрле сăвăç 400 ытла юрă çырнă. Чылайăшĕ халăх юррисем пулса тăнă. Каçра Ю. Сементер сăмахĕсемпе çырнă чылай юрă янăранă. Концерта республика артисчĕсемсĕр пуçне пирĕн районтан тухнă Владимир Леонтьев, районти халăх пултарулăхĕн çурчĕн ушкăнĕ хутшăннă.

"Ял пурнăçĕ"


Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024