Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çурла » 27 » Карайри вăтам шкул ĕçлеме пуçланăранпа 120 çул çитнĕ май
Карайри вăтам шкул ĕçлеме пуçланăранпа 120 çул çитнĕ май
17:35
Сăн ÿкерчĕк
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Пирвайхи çынсем пирĕн тăрăха ХVII ĕмĕртех килсе вырнаçнă. Кăна çак тĕслĕх те аван кăтартса парать: Пайтул Искеев Степан Разин пуçарнă пăлхава (ХVII ĕмĕр) хутшăннă чăвашсенчен пĕри пулнă. 
Патша вăхăтĕнчи архивра тупнă документсене тишкернĕ май чăваш тĕпчевçисем (Иван Одюков, Валем Ахун) вĕсенче асăннă "Хуракасси" (Каракасы) Карайкасси ятлă пулма пултарнине çирĕппĕнех калаççĕ. Халĕ вăл — Сурăмхĕрри ялĕ. Унтан инçех мар, Сурăм шывĕ леш енче, Хурапыр ятлă ял та пур. Хуракасси Çĕрпÿ уесне кĕнĕ. Пайтул Искеев çакăнта çуралнă. Вăл Аслă Çавал Атăла юхса кĕнĕ тĕлте пуç хунă. Ăна Чиканкасси ялĕ çумне пытарнă. Пайтул урамĕ Шупашкарти Ленин районĕнчи Чапаев урамĕнчен инçех мар вырнаçнă.

* * *

1875 çулта чăвашсен просветительне И. Я. Яковлева округ инспекторне лартаççĕ. Вăл час-часах халăх хушшине тухса çÿрет, хăш-пĕр ялсенче нумайлăха чарăнса тăрать, шкул ĕçне пуçарас тĕллевпе çĕкленнĕ ыйтусене татса пама тăрăшать. Тен çавна пулах-и 1890 çулта Сурăмхĕрринче шкул уçăлать. Унăн пĕрремĕш директорĕнче Герасим Степанов вăй хунă. Кунашкал шкулсем Çырмапуçĕнче (Михаил Быков пÿртĕнче), Кÿлхĕрринче, Çĕньялта йĕркеленеççĕ.
Сурăмхĕрринчи шкул директорĕ çĕр валеçекенте те ĕçленĕ. Карай çынни (Иван Александров) унăн тусĕ пулнă, çавна май лайăх çĕрсем чылай илсе юлнă. Ку ял çынниех, Ярман, чĕлхе чаракĕ çукскер, Сĕткен çырми хĕрринчи тăмлă çĕрпех тăрса юлнă. Çынсем вăл çĕр çине пăхса: "Ярман чĕлхи", — тенĕ.
Иван Александров хăй те килĕнче шкул ĕçне пуçарса янă. Ас тăватăп, пÿрчĕ вĕсен пысăкчĕ, никĕсĕ чултанччĕ, тăррине тимĕр витнĕччĕ. Мария Ивановна Иванова (вĕсен кинĕ, 1927 çулта çуралнă) каланă тăрăх ку шкул нумаях тытăнса тăман. Иван Александров тырăпа, вăрманпа сутă тума кăмăлланă. Вăл хĕрĕх çултах чирлесе вилнĕ.

* * *

Карай ялне тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕрен каланă: Вăрманкас, Хурăнлă Карай, Чиркÿллĕ Карай. Йывăçлăран Вăрманкас, хурăн нумай пулнăран Хурăнлă Карай, чиркÿ пуртан Чиркÿллĕ Карай тенĕ ĕнтĕ. Халь вăл та, ку та çук та— ун пек те, кун пек те каламаççĕ.

* * *

30-мĕш çулсенче чиркÿ чанĕ шăпланать. Чиркÿ çуртĕнче çичĕ çул вĕренмелли шкул уçăлать. Пиллĕк Карай ачисем пĕлÿ илме унта çÿреме пуçлаççĕ.
Уйрăм хуçалăх пек курăнса ларатчĕ шкул. Мана, кĕнеке сумки йăтма тытăнманскере, аппа уявсенче хăйпе пĕрле шкула илсе каятчĕ. Унта пачăшкă çăлĕнчен ăснă шывпа лаçра тутлă яшка пĕçерсе çитеретчĕç. Савăннă эпир уншăн!

* * *

Мана анне çиччĕрех шкула ямарĕ. "Кăçаллăха килтех пурăн-ха. Килес çул кайăн", — терĕ. Çав кун аннепе иксĕмĕр кĕлет пуçĕнче кантăр çапаттăмăрччĕ. Вăл çапуççипе çапатчĕ, эпĕ сарăм сиктереттĕм. Асăрхаман та, пирĕн пата çамрăк сăнлă арçынпа илемлĕ пит-куçлă хĕрарăм пырса тăчĕç. Кайран пĕлтĕм: шкул директорĕпе Всеволод Егорович Егоровпа манăн пулас класс ертÿçи Наталья Петровна Григорьева пулнă имĕш.
— Ачуна мĕншĕн шкула ямастăн? — тÿрех ыйтрĕ аннерен арçынни. — Налук хуратпăр.
Пĕлместĕп, çĕр каçиччен куç хупнă-ши, хупман-ши анне. Ирхине шурă кĕпепе, хура тĕслĕ пир йĕмпе, шăрçа пуçлă çăпатапа шкула пĕрремĕш класа кайрăм. Пĕрремĕш класс иккĕччĕ. Эпир Çĕньялпа Çырмапуç, Карай ачисем пĕр класра вĕрентĕмĕр. Каярах тĕрлĕ професси çыннисем пулчĕç вĕсенчен. Апполинария Прокопьевна Федорова "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" ята тивĕçрĕ.
Çак та асрах. Анне чăпта çапатчĕ те конюхра ĕçлеме час-часах эпĕ каяттăм. Лашасене хыркăчласан урок тума куритене сĕлĕ улăмĕ çине тăсăлса выртрăм. Елена Антоновна Антонова пире саккăрпа тăххăрăн хутлав таблицисене вĕренме парса янăччĕ. Саккăра хутлама вĕренсе çитнипе пĕрехчĕ — витене манран пĕр çул аслăрах Ярмула Ванькки вĕçтерсе çитрĕ. Тытăнтăмăр иксĕмĕр вите маччинче çерçисене çулăксемпе хăвалама!
Тепĕр кунне саккăрпа тăххăрăн хутлав таблицисене эпĕ пĕлмерĕм. Елена Антоновна мана уроксем хыççăн хăварчĕ. "Вĕрен. Вăл хушăра çерçисем те ларса канччăр", — терĕ.
Саккăрпа тăххăрăн хутлав таблицисене вĕренсе çитнĕ çĕре тулта самаях тĕттĕмленчĕ. Юр ÿккелеме пуçларĕ. Пĕлетĕп, Елена Антоновна Сурăмхĕрринче пурăнать. Яла çурранах çÿрет. Вăл паян каçа юлнишĕн эпĕ хама айăпларăм.
— Елена Антоновна, эп сире лашапа леçсе яратăп, — терĕм.
Вăл малтанах хирĕçлерĕ. Ман кăмăла хуçас темерĕ-ши — килĕшрĕ.
Тараватлă пÿрт кĕтсе илчĕ пире. Е. Антонова мана апат çиме те лартасшăн пулчĕ. Эпĕ иментĕм. Кăмакаран анчахрах кăларнă кукăль сăмсине вăйпах хĕве чиксе ячĕ. "Тавтапуç, Микуç!" — терĕ.
Лаша юртнă çемĕн çуна сулăнкăна кая-кая илчĕ. Çул тăршшĕпех хĕврен ăшă кукăль шăрши кĕрсе пычĕ.

* * *

Карайри вăтам шкула Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан Канаш районĕнчи Аччакассинчи вăтам шкулта пĕр çул ĕçленĕ хыççăн килтĕм. Шкул чиркÿрен тунă пĕр хутлă йывăç çуртраччĕ. Виталий Арсентьевич Павлов унăн директорĕччĕ. Мана пуçлăхăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумне çирĕплетрĕç. Йышлăччĕ эпир пĕр вăхăталли специалистсем: Людмила Моисеевна, Юлия Федоровна, Нина Ивановна, Эмма Порфирьевна, Елена Ивановна, Милистина Семеновна, Надежда Валентиновна, Геннадий Иванович.
Мĕн тери пархатарлă тата ятла-ятла хăвна ăс панă аслă ăрури вĕрентекенсемпе пĕрле ĕçлесси! Елена Антоновна Маркова мана "ладонь" сăмаха тĕрĕс çырма вĕрентни халĕ те куç умĕнчех. Кайран хам та вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен пулса тăтăм. Апла пулин те Елена Антоновна умĕнче эп хама яланах унăн вĕренекенĕ пек туятăп.
Пĕррехинче çапла (çиччĕмĕш класраччĕ пулас) Ирина Ивановна Ефимоваран: "Эсир Серафима Ефимова дикторпа пĕр тăвансем-им?" — ыйтрăм. "Мĕншĕн?" — тĕлĕнчĕ вăл. "Эсир те ун пекех хитре калаçатăр та", — хуравларăм эп. Вăл кулса ячĕ.
Тăпри çăмăл пултăр. Сасси хăлхарах.

* * *

Паянхи шкул умĕнчи клумба çине хĕрлĕ, сарă, кăвак чĕрĕ чечексенчен "çĕр çирĕм" тесе çырнине вулама пулать. Çĕр çирĕм вăл — пултаруллă вĕрентекенсенчен чăмăртаннă шкул çĕр çирĕм çул хушши ырми-канми ĕçленине пĕлтерет. Малашне те телейлĕ çул пултăр сана, тăван шкулăм.

@Николай Карай
Миçе çын пăхнă: 993 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024