Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çурла » 27
Сăн ÿкерчĕк

Учительсен августри канашлăвĕ кăçал Алманч ял тăрăхĕнче иртрĕ. Малтанах вĕрентекенсем Алманч шкулĕнчи вĕренÿ пÿлĕмĕсенче секцисене пайланса ĕçлерĕç, ун хыççăн ялти кану çуртне пуçтарăнса анлă канашлăва хутшăнчĕç. Учительсен конференцине район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров, Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн представителĕ Н. В. Прокопьева, республикăри Вĕрентÿ институчĕн проректорĕ Е. А. Казакова, ытти официаллă çынсем хутшăнчĕç. Вĕрентекенсен форумĕнче район пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн ертÿçи Ю. А. Васильев "Ялти учитель: аталану çул-йĕрĕ, йăла-йĕрке, проблемăсем” темăпа доклад туса панă. Пренире пилĕк çын тухса калаçнă. 

В.М.Михайлов педагог сăмахĕ

Тĕплĕнрех (вырăсла)

... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 759 | Хăçан хушнă: 27.08.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче, тунти кун район хăй тытăмлăх канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров йĕркелесе пынăскере асăннă канаш членĕсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăхсен, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, шкулсен директорĕсемпе ача сачĕсен заведующийĕсем хутшăнчĕç, пĕтĕмпе 4 ыйту тишкерчĕç. 
1. Экономикăпа социаллă пурнăç мĕнле аталанать?
Ларура район экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕ кăçалхи I çур çулта епле пулнипе район администрацийĕн экономика аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ А. Михайлова паллаштарчĕ. "Харпăр хăй продукцине ăсатассин калăпăшĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен — 31, 2 , ваккăн сутмалли тавар çаврăнăшĕ — 5,2, халăха тÿлевлĕ çăмăллăхсем парасси 2, 7 процент ÿсрĕ", — палăртрĕ Ангелина Васильевна. Пур шайри бюджетсене 47,2 миллион тенкĕ е пĕлтĕрхинчен 12,4 процент ытларах пырса кĕнĕ. Халăхăн укçа-тенкĕ тупăшĕ I çу ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 650 | Хăçан хушнă: 27.08.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров патне Карай ял тăрăхĕнчи граждансенчен пăшăрхануллă çыру килнĕ. Унта вĕсем вырăнти пуçлăхсем тирпей-илемшĕн çине тăманни (çакна 20 сăн ÿкерчĕкпе те çирĕплетнĕ), ĕçмелли шыв ыйтăвне татса пама васкаманни, пĕвесем те типсе ларни пирки ÿпкелешеççĕ. "Малашне пире мĕн кĕтет! Эсир пулăшасса шанас килет”, — çакăн пек сăмахсемпе вĕçлеççĕ çынсем çырăва. 
Ку çырăва Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене тăвакан Л. П. Андрианова çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче вырăнти активăн пĕр ушкăнĕпе ирттернĕ канашлура та пăхса тухрĕç. Унта уйрăммăн илсен ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕсем О. Д. Тимофеевапа А. И. Семенов, тулли мар яваплă "Караево" пĕрлешÿ ертÿçи Г. В. Спиридонов, Карай шкулĕн директорĕ Р. И. Малинина, тĕп усадьбăри кану центрĕн заведующийĕ Л. Л. Алексеева, Çырмапуç Карайри кану çурчĕн культорганизаторĕ И. П. Иванова хутшăнчĕç. Вĕсен шухăшĕ çапла: "Тĕрĕсех çыраççĕ”. Мĕн сĕнеççĕ-ха хăйсем?
Г. В. Спиридонов каланинчен: "Çÿп-çап чăн та н ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 532 | Хăçан хушнă: 27.08.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
2010 çулхи Пĕтĕм халăх çыравне хатĕрленмелли пĕрремĕш тапхăр вĕçленчĕ. Вăл виçĕ çула яхăн пычĕ. Умра — чи кăткăс та чи яваплă тапхăр — 2010 çулхи халăх çыравне ирттересси. Районта ку вăхăтра мĕнле ĕç туса ирттернĕ-ха? Ытти çĕрти пекех, нумай ĕç тунă. 
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2008 çулхи мартăн 7-мĕшĕнчи 53-р номерлĕ постановленине пурнăçласа районпа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тивĕçлĕ постановленисем йышăннă, районта тата ял тăрăхĕсенче тăххăрăшĕнче те çырав ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссисем туса хунă. Район комиссийĕн 9 ларăвне тата ял тăрăхĕсен комиссийĕсен 49 ларăвне ирттернĕ.
Кашни килпе тата ялпа халăх йышне пĕлес тесе кăтартусен базине йĕркелемешкĕн кашни ялпах çуртсен списокне хатĕрлессипе чылай ĕç тунă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, предприятисемпе тата организацисемпе тачă çыхăну тытнă, вĕсем пурăнмалли фонд пирки кăтартусем тăратнă. Списоксене тата картографи материалне тĕрĕслеме ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 598 | Хăçан хушнă: 27.08.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Пирвайхи çынсем пирĕн тăрăха ХVII ĕмĕртех килсе вырнаçнă. Кăна çак тĕслĕх те аван кăтартса парать: Пайтул Искеев Степан Разин пуçарнă пăлхава (ХVII ĕмĕр) хутшăннă чăвашсенчен пĕри пулнă. 
Патша вăхăтĕнчи архивра тупнă документсене тишкернĕ май чăваш тĕпчевçисем (Иван Одюков, Валем Ахун) вĕсенче асăннă "Хуракасси" (Каракасы) Карайкасси ятлă пулма пултарнине çирĕппĕнех калаççĕ. Халĕ вăл — Сурăмхĕрри ялĕ. Унтан инçех мар, Сурăм шывĕ леш енче, Хурапыр ятлă ял та пур. Хуракасси Çĕрпÿ уесне кĕнĕ. Пайтул Искеев çакăнта çуралнă. Вăл Аслă Çавал Атăла юхса кĕнĕ тĕлте пуç хунă. Ăна Чиканкасси ялĕ çумне пытарнă. Пайтул урамĕ Шупашкарти Ленин районĕнчи Чапаев урамĕнчен инçех мар вырнаçнă.

* * *

1875 çулта чăвашсен просветительне И. Я. Яковлева округ инспекторне лартаççĕ. Вăл час-часах халăх хушшине тухса çÿрет, хăш-пĕр ялсенче нумайлăха чарăнса тăрать, шкул ĕçне пуçарас тĕллевпе çĕкленнĕ ыйтусене татса пама тăрăшать. Тен çавна пула ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 963 | Хăçан хушнă: 27.08.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024