Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çурла » 27 » Район çырава ирттерме хатĕр
Район çырава ирттерме хатĕр
17:56
Сăн ÿкерчĕк
2010 çулхи Пĕтĕм халăх çыравне хатĕрленмелли пĕрремĕш тапхăр вĕçленчĕ. Вăл виçĕ çула яхăн пычĕ. Умра — чи кăткăс та чи яваплă тапхăр — 2010 çулхи халăх çыравне ирттересси. Районта ку вăхăтра мĕнле ĕç туса ирттернĕ-ха? Ытти çĕрти пекех, нумай ĕç тунă. 
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2008 çулхи мартăн 7-мĕшĕнчи 53-р номерлĕ постановленине пурнăçласа районпа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тивĕçлĕ постановленисем йышăннă, районта тата ял тăрăхĕсенче тăххăрăшĕнче те çырав ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссисем туса хунă. Район комиссийĕн 9 ларăвне тата ял тăрăхĕсен комиссийĕсен 49 ларăвне ирттернĕ.
Кашни килпе тата ялпа халăх йышне пĕлес тесе кăтартусен базине йĕркелемешкĕн кашни ялпах çуртсен списокне хатĕрлессипе чылай ĕç тунă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, предприятисемпе тата организацисемпе тачă çыхăну тытнă, вĕсем пурăнмалли фонд пирки кăтартусем тăратнă. Списоксене тата картографи материалне тĕрĕслеме 13 регистратор участокне йĕркеленĕ. Регистраторсем кашни килте пулнă тата çуртсен малтанхи списокĕсемпе схема планĕсене вырăна тухса танлаштарнă. Регистраторсем ĕçленĕ чух тупăннă çитменлĕхсене пĕтернĕ. Районти ялсенчи адрес хуçалăхне йĕркене кĕртнĕ. Мĕн пур 7606 килтен 4783 килĕн номер паллисене тата 279 урам аншлагĕн ячĕсене çĕнĕрен вырнаçтарнă е çĕнетнĕ. Адрес реквизичĕсене йĕркене кĕртнĕ чухне ял тăрăхĕсем 65,5 пин тенкĕпе усă курнă.
Чăваш Республикин ĕç тăвакан тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, çавăн пекех ĕç тăвакан федераллă органсен территори органĕсем полномочисене пурнăçланин мониторингне уйăхсерен палăртасси малалла пырать.
Çырав тĕлне халăх йышĕ епле пулнине май килнĕ таран туллин пĕлес тĕллевпе район территорийĕнче граждансене килнĕ е тухса кайнă чух килнĕ е пурăннă тăрăх регистраци тумалли е регистраци учетĕнчен кăлармалли правилăсене пăхăннине тĕрĕслес ĕç пырать. Ку мероприятие ирттерессине шалти ĕçсен тата миграци службин органĕсем çине хунă. Пире пĕлтернĕ тăрăх тĕрĕслеве районти пĕтĕм халăхăн 100 процентне явăçтарнă. Çавăн чухне регистраци правилисене пăснă 6 тĕслĕхе тупса палăртнă, ял тăрăхĕн специалисчĕсем çитменлĕхсене çийĕнчех пĕтернĕ.
Халăх хушшинче информаципе ăнлантару ĕçне вăйлатнă. Çырава хатĕрленнĕ тапхăрта пичетре 26 материал тухнă. Çырав пирки районта 58 стенд хатĕрленĕ. Интернетра администраци сайтĕнче "Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ” баннера çĕнетсех тăраççĕ. Чăвашстат специалисчĕсем районта нумай канашлусемпе пухусенче халăх умĕнче, ял тăрăхĕсен специалисчĕсем граждансен пухăвĕсенче тата пуçлăх çумĕнчи канашлусенче тухса калаçнă.
Районти шкулсенче вĕренекенсем çырав темипе ачасемпе çамрăксем хушшинчи "Манăн кил — манăн Чăваш ен” конкурса активлă хутшăннă. Ку конкурса Чăвашстат "Тантăш” хаçат редакцийĕпе пĕрле ирттернĕ. Унăн тĕллевĕ çывхаракан çыравпа çамрăксене интереслентересси. Красноармейскинчи иккĕмĕш вăтам шкулти Алексей Андреев "аслă ушкăн” категорире пĕрремĕш вырăн йышăннă. Вăл хăй пурăнакан урам макетне картонпа хутран ăсталанă.
Çырав тата инструктор участокĕсем валли 8 пÿлĕм хатĕрленĕ. Улттăшĕн лаптăкĕ норматива тивĕçтерет. Çырав вăхăтĕнче пур пÿлĕмсене те хураллаççĕ. Хураллама килĕшÿсем тунă. Комисси членĕсем пÿлĕмсене çырава епле хатĕрленине тĕрĕсленĕ. Тĕпрен илсен пур пÿлĕме те сĕтел-пуканпа, çырав хучĕсене упрамалли тимĕр шкафсемпе тивĕçтернĕ. Халĕ çыхăну линийĕсем йĕркелес ĕç пырать. Çырав тапхăрĕ валли çырав участокĕсем çумне 2 автомобиль çирĕплетнĕ (килĕшÿсем тунă). Пур ял тăрăхĕнче те çырав участокĕсене уйрăм пÿлĕмсене вырнаçтарнă.
Халăх çыравĕ пуçланиччен тепĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç юлать — çырав персоналне çырав ирттермелли йĕркене тата çырав докуменчĕсене çырма вĕрентесси. Чăвашстатăн ертсе пыракан специалисчĕпе районта çырав ирттерессипе ĕçлекен уполномоченнăй Шупашкарта Патшалăх статистикин федераллă службин территори органĕнче вĕреннĕ тата тест витĕр тухнă. Ытти кадр йышĕ районта вĕренет: инструкци материалĕ хут çинче тата мультимедиллĕ программăпа электронлă дисксем çинче пур.
Çырав ирттерме 77 çынна суйласа илнĕ, вĕсенчен 65-шĕ тĕп работниксем, 12-шĕ, планри пекех, резерврисем. Тĕп ĕçе, халăх çинчен кăтартусене пухассине, 45 тĕп тата стационарлă 6 çыравçă (переписчик) тăвать. 11 инструктор çыравçăсен ĕçне тĕрĕслесе тăрĕ. Виçĕ çырав участокĕн заведующийĕ инструкторсемпе çыравçăсен ĕçне тĕрĕслет тата районта çырав ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен уполномоченнăя хыпарласа тăрать. Вăхăтлăх çырав ĕçченĕсене явăçтармалли тĕп çăл куç — предприятисем, организацисем тата учрежденисем — явăçтаракан çынсен 52 проценчĕ, ĕçпе тивĕçтерекен служба — 7 процент, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем — 17 процент тата пенсионерсем — 10 процент. Çырав пуçланиччен кадрсем улшăнма та пултараççĕ, çавна валли резерв пăхса хăварнă та. Çырав персоналĕн кандидачĕсем пирки ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, район пуçлăхĕпе тата шалти ĕçсен пайĕпе килĕшсе татăлнă.
Çырав пуçланичченхи тапхăрта тепĕр пысăк тĕллеве пурнăçламалла — çырав умĕнхи тĕрĕслеве ирттермелле. Ăна унчченхи хатĕрленÿ мероприятийĕсене пурнăçланине, халăх çыравне хатĕррине тĕрĕслеме тата çитменлĕхсене пĕтермешкĕн мерăсем йышăнма йĕркелеççĕ.
Çырав персоналĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерме тата çырав докуменчĕсене упрама районти шалти ĕçсен пайĕ территорине патруль тăвассине вăйлатмалли, çырав тата инструктор участокĕсен пÿлĕмĕсенче дежурство йĕркелемелли, халăхăн социаллă йĕркеллĕ мар пайĕнчен ыйтса пĕлмешкĕн пурăнакан çуртсене кайнă чух пĕрле пулмалли мероприятисен планне туса хатĕрленĕ.
Çырав тапхăрĕ валли "Çарпа страховании компанийĕ” çыравçăсене страхлать.
Çырава ирттерме хатĕрленнĕ виçĕ çул хушшинче патшалăх статистикин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пĕрлехи вăй-халпа хатĕрленÿпе йĕркелÿ ĕçĕсен пĕтĕмĕшле комплексне ирттернĕ. Халăх çыравĕ хăй те ăнăçлă иртессе шанас килет.

Ю.Васильева
Миçе çын пăхнă: 598 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024