Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çурла » 27 » Карайсем тĕрĕссине хыпарлани куç кĕрет
Карайсем тĕрĕссине хыпарлани куç кĕрет
18:00
Сăн ÿкерчĕк
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров патне Карай ял тăрăхĕнчи граждансенчен пăшăрхануллă çыру килнĕ. Унта вĕсем вырăнти пуçлăхсем тирпей-илемшĕн çине тăманни (çакна 20 сăн ÿкерчĕкпе те çирĕплетнĕ), ĕçмелли шыв ыйтăвне татса пама васкаманни, пĕвесем те типсе ларни пирки ÿпкелешеççĕ. "Малашне пире мĕн кĕтет! Эсир пулăшасса шанас килет”, — çакăн пек сăмахсемпе вĕçлеççĕ çынсем çырăва. 
Ку çырăва Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене тăвакан Л. П. Андрианова çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче вырăнти активăн пĕр ушкăнĕпе ирттернĕ канашлура та пăхса тухрĕç. Унта уйрăммăн илсен ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕсем О. Д. Тимофеевапа А. И. Семенов, тулли мар яваплă "Караево" пĕрлешÿ ертÿçи Г. В. Спиридонов, Карай шкулĕн директорĕ Р. И. Малинина, тĕп усадьбăри кану центрĕн заведующийĕ Л. Л. Алексеева, Çырмапуç Карайри кану çурчĕн культорганизаторĕ И. П. Иванова хутшăнчĕç. Вĕсен шухăшĕ çапла: "Тĕрĕсех çыраççĕ”. Мĕн сĕнеççĕ-ха хăйсем?
Г. В. Спиридонов каланинчен: "Çÿп-çап чăн та нумай пухăнать. Ял çыннисем, уйрăмах хуларан килнисем, ăна çырмасене йăтаççĕ. Çав хушăрах çулсем хĕррипе хамăр тăрăхри мар водительсемпе ытти çынсем мĕн чухлĕ тăкса хăвараççĕ? 2-мĕш çул ĕнтĕ çÿп-çап пирĕн патне Тусай енчен те килет: лавкка чекĕсемпе кивĕ кравать-дивансем таранах. Ялти пĕве пуçне çемьепе ав çулленех тасататпăр. Кăштахран… каллех малтанхи ÿкерчĕкех. Мехпаркпа фермăра çÿп-çап пухмалли контейнерсем лартса патăмăр.
Р. И. Малинина сăмахĕнчен: "Пуху-канашлусен (вĕсене учительсене те чĕнмелле) йышăнăвне халăх патне çитермелле. Укçа-тенкĕне мĕн чухлĕ тата ăçта расхутланине каласа ăнлантармалла. Ĕçмелли шывшăн тата çÿп-çап турттарса тухнăшăн çирĕплетнĕ тарифсене те чылайăшĕ пĕлмест, вĕсене курăнакан, çынсем вуламалли вырăнсене çаксан та аван пулмалла. Контейнерсене лартмаллах (вĕсем 20 пур иккен, анчах 15-шĕ складрах-мĕн. — В. Д.), çынсем çÿп-çапа пĕр вырăна — унта тăкма хăнăхчăр. Михĕсемпе пырса лартни те лайăх, апла пулсан майĕпен йĕркелĕхе вĕренсе пыратпăр)”.
Пуçлăх ĕçĕсене тăвакан Л. П. Андрианова ăнлантарнинчен: "Çырмапуçсем яваплă çын тупăнманран насуса 3—4 хут та çунтарса ячĕç. Турикассем халĕ ĕçмелли шыва лавкка çывăхĕнчи çăлран ăсаççĕ. Ферма ăна башньăран илет. Пухнă укçа электроэнергишĕн тÿлеме те çитмест. Çĕньял Карайра куншăн иртнĕ уйăхра çеç сăмахран 13 пин тенкĕ тÿленĕ.
Çÿп-çап турттарса тухма ял тăрăхĕн администрацийĕ "Полигон” пĕрлешÿпе килĕшÿ тунă. Чĕнсен унтан çÿп-çап тиесе тухмалли автомашина ярса параççĕ. Маларах халăха пĕлтерсе хуратпăр кун пирки. Кăçал 6 хутчен чĕнсе илтĕмĕр. Пĕр рейс 2500-е яхăн тенке кайса ларать. Хушăр та…15 пин тенкĕлĕх пухăнчĕ те. Ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă предприяти-организацисен те çÿлерех асăннă пĕрлешÿпе килĕшÿсем çирĕплетни кирлех. Тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă ĕçсене тума вара бюджетра 33 пин тенкĕ пăхнă. Мĕнех тăвайăн-ха ку укçапа? 3 çынпа ĕç килĕшĕвĕ туса 2 уйăх ĕçлеттермелĕх çеç çитет ку. Пĕвесене тасаттарма-юсама укçа çук çав. Карай масарĕ çинчи кивĕ çурта пăснă халĕ, çĕнĕрен хăпартса лартасшăн.
Чăн та кунта халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтерессипе, пушар хăрушсăрлăхне йĕркелессипе, ял сăн-сăпатне илемлетессипе ыйтусем нумай. Карайсен Карайрах пурăнмалла. Çак ĕçсене вĕсене никам та аякран килсе туса парас çук. Ял старостисен, депутатсен, вырăнти активăн, ĕçлĕ позици йышăнса, вĕсемпе хăйсен сăмахне татăклăн та вирлĕрех калама вăхăт. Ку чухне "вăл манăн ĕç мар” тени вырăнсăр. Л. П. Андрианова ку ĕçре çĕнĕ çын. Ăна та ял çыннисен пулăшăвĕ кирлĕ. Пурин те пĕрле вăй хурса пĕр çĕре капланнă ыйтусене пĕрле татса пама мехел çитермелле. Калăпăр, ял-урамсене тирпей-илем кĕртме, ĕлĕкхи йăла-йĕркене çĕнĕрен чĕртсе тăратса, ĕçлеме пултаракан кашни çынна явăçтарма пултармалла. Тен, пуçаруллисене кăшт хавхалантарма та майсем тупмалла?
Киле шыв кĕртнисенчен, унпа пахча-анкарти шăваракансенчен укçине ытларах пуçтарни те паллах вырăнлă. Канашлура, ман шутпа, çакна та тĕрĕсех палăртрĕç.
Карай тăрăхĕнчи 5 ялти 388 килте халĕ 1138 çын пурăнать. Кашни çынăн — ку ыйтусемпе хăйĕн шухăшĕ. Пуçлăхсен вĕсене шута илсе пĕр шухăшлăх патне пырса тухассишĕн çине тăмалла. Вара тин халăхра ăнланулăх хуçаланма тытăнĕ, кулленхи пурнăçра вăл-ку енĕпе сиксе тухакан ыйтусене те пĕрле канашласа татса пама çăмăлрах килĕ.
Карайри çак канашлăва район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ С. Ф. Григорьев та хутшăнчĕ, сăмах каларĕ.
Редакцирен: Карай ял тăрăхĕнчи граждансем район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров патне янă çырура хускатнă ыйтусене эпир малашне те контрольтех тытăпăр, вĕсем пирки хамăрăн вулакансене хыпарласах тăрăпăр.

В.Данилов

Миçе çын пăхнă: 529 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024