Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çĕртме » 11 » Карайсен ака туйĕнче
Карайсен ака туйĕнче
19:42
Сăн ÿкерчĕк
Тулли мар яваплă ”Караево” пĕрлешÿ кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем — 570, пĕр çул ÿсекен курăксем — 177, куккурус — 180 гектар акса, çĕр улми 104 гектар лартса хăварчĕ. Çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă туса ирттернĕрен çуртрисем япăх мар шăтса тухнă. Халĕ хирте калчасене пăхса çитĕнтерессишĕн кĕрешÿ пырать: çум курăксемпе кĕрешсе гербицид сапаççĕ, çĕр улмин рет хушшисене кăпкалатаççĕ тата ытти те. 
Июнĕн 8-мĕшĕ Карай тăрăхĕнчи халăхшăн нумайлăха асра юлĕ. Çав кун кунта 20 çул иртнĕ хыççăн çурхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетмелли ĕçпе юрă тата спорт уявĕ — Ака туй — иртрĕ. Çавăн чухлĕ вăхăт иртсен тулли мар яваплă "Караево" пĕрлешÿ ертÿçи Г. В. Спиридонов ку пĕрлешÿ учредителĕпе Ю. П. Капитоновпа, "Крина" пĕрлешÿ ертÿçипе В. Н. Платоновпа, "Ирина" магазин хуçипе В. И. Петровпа канашласа ĕлĕкхи ырă йăлана чĕртсе тăратма шут тытнă. Хальхинче ку праçнике района йĕркеленĕренпе 75, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине тата Учительсен çулталăкне халалларĕç.
Шкул стадионне тĕрлĕ ялавсем, стендсемпе плакатсем илем кÿреççĕ, хаваслă кĕвĕ янăрать. "Ирина", "Витязь" тата райпо магазинĕсен сутуçисем ир-ирех ура çинче, Ака туя килнĕ çынсене, ача-пăчана тĕрлĕ апат-çимĕçпе, пылак шывсемпе, шашлăксемпе, шÿрпепе тата ыттипе тивĕçтерессишĕн хыпкаланаççĕ.
ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ А. Алексеев музыкçă тата Карайри кану центрĕн ертÿçи Лия Алексеева Ака туя уçрĕç. Раççей, Чăваш Республикин, Трак ен Гимнĕсем янăрарĕç. Çав вăхăтра"Караево" пĕрлешÿ ертÿçи Геннадий Спиридонов Чăваш Енĕн тата Карай ял тăрăхĕн ялавĕсене çĕклерĕ. Сăмах май иккĕмĕшне ку тăрăхри халăх пуçласа хăй куçĕпе курчĕ, çутăрах симĕс тĕслĕскер çине Степан Разин восстанине хутшăннă Сурăмхĕрри çыннин — Пайтул Искеев полковникăн — сăнне ÿкернĕ.
Ака туя пухăннисене Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Л. П. Андрианова, ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министерствинче вăй хуракан А. А. Григорьев (вăл Карай каччи), Карай вăтам шкул директорĕ Р. И. Малинина, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн техника енĕпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ В. П. Чаховский, "Караево" пĕрлешÿ учредителĕ Ю. П. Капитонов, ку тата "Волит", "Крина" пĕрлешÿсен ертÿçисем — Г. В. Спиридонов, В. И. Петров, В. Н. Платонов, районти краеведени музейĕн директорĕ В. С. Серафимов саламларĕç, телей, ырлăх-сывлăх, тăнăç пурнăç сунчĕç. Лидия Порфирьевна — Карай ял тăрăхĕнчи активистсен, Римма Изосимовна — районти конкурссен призерĕсене хатĕрленĕ учительсен пĕр ушкăнне, Геннадий Васильевич — "Караево" пĕрлешÿре çур акинче хастар тăрăшнă механизаторсемпе грузчиксене, сеяльщиксене, Виталий Николаевич "Крина" ĕçченĕсене чысларĕç. Алексей Анатольевич хăй вĕреннĕ Карай шкулне тата ялти кану центрне парнесем кÿчĕ. Владимир Серафимович Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Л. Андрианована ку ял тăрăхĕн Гербĕпе Ялавĕн 5604 тата 5605-мĕш номерлĕ свидетельствисене парнелерĕ.
Карай шкулĕн директорĕ Р. Малинина пухăннисене Карай тăрăхĕнчи ялсен историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Вăл кунпа пĕрлех Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине ку енчен 417-ĕн тухса кайнине, вĕсенчен 239-шĕ ирĕклĕхшĕн çапăçса пуçне хунине пĕлтерчĕ. Паянхи тăнăç пурнăçшăн пуç хунисене тата вут-çулăм витĕр тухнисене яланах хисеп тумалли пирки асилтерчĕ. 2010 çул Учительсен çулталăкĕ пулнине шута илсе Римма Изосимовна Карай шкулĕ ÿссе çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ парассипе мĕнле ĕçлени çинче те чарăнса тăчĕ. Юлашки пилĕк çулта кунтан 6 медалист вĕренсе тухнă. Унччен шкула медальпе пĕтернисем пачах пулман-мĕн.
Р. Малининапа Г. Спиридонов тата ыттисем кун пек мероприятине çулленех ирттерме кирли, ăна тата лайăхрах хатĕрленсе ирттермелли пирки каларĕç. Ака туй ку тăрăхран тухнă паллă çынсене, ĕçпе вăрçă ветеранĕсене пуçтарса курнăçтармалли, çамрăксене тивĕçлĕ воспитани парас çĕрте усă курмалли çав тери пĕлтерĕшлĕ уяв пулмаллине палăртрĕç.
— Питĕ кирлĕ кун пек уяв. Çыннăн канма та пĕлмелле. Атту ĕлĕкхи ырă йăласене пачах манса каятпăр вĕт. Çулленех çапла йĕркелемелле. Кунта килсе чуна уçрăм паян, — терĕ Çырмапуçĕнчен хăпарнă Юрий Филимонов ĕç ветеранĕ, унран "çакăн пек уявсене йĕркелесе ирттерни кирлĕ-и?" — тесе ыйтсан. Курса калаçнă ытти çынсем ун шухăшнех пĕлтерчĕç. Ака туя канмалли кунра ирттерсен лайăхрах, ун чухне хулари тата район центрĕнчи халăх, Карай тăрăхĕпе çыхăннисем ĕнтĕ паллах, килме пултарĕччĕç, çапла вара вăл тăван-пĕтенсене, хурăнташсене пĕрле пухăнса савăнма май паракан уяв пулса тăрĕччĕ, терĕç.
Халĕ Карай тăрăхĕн ялавĕ пур. Гимнĕ вара çук-ха. Çавăнпа та Р. Малинина унăн Гимнне те йышăнмалли пирки ас илтерчĕ. Красноармейскинчи Гурий Дубров карайсене халалласа "Пилĕк Карай — пĕр тăван" сăвă çырнă. Гурий Алексеев-Яманак ун сăмахĕсене кĕвве хывнă. Римма Изосимовна хăй сăмахне вĕçленĕ май, ку юрра Карай тăрăхĕн Гимнĕ туса хурсан аванччĕ, терĕ.
Ĕçпе юрă тата спорт уявĕн программи пуян пулчĕ. Унта пухăннисенчен нумайăшĕ футболла, волейболла выляса чунне уçрĕ, турник çинче туртăнассипе, савăнăçлă стартсенче вăй виçрĕ, кире пуканĕ çĕклерĕ-тĕртрĕ, бригадăсем пĕр-пĕринпе канат туртса тупăшрĕç тата ытти те. Вĕсенче мала тухнă командăсемпе уйрăм спортсменсене "Караево", "Крина" пĕрлешÿсемпе "Ирина" магазин (хуçи В. И. Петров) хаклă парнесемпе чысланă.
Сцена çинче юрăçсемпе ташăçăсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç, уяв халăхне çавăн пекех Вячеслав Христофоров ертсе пыракан "Янра, юрă" ушкăн икĕ сехет хушши юрă-кĕвĕпе савăнтарнă.
Пĕр сăмахпа каласан, Ака туй карайсене килĕшнĕ, стадионта халăх тулли кăмăлпа савăннă, киле каç пулттипе çеç саланнă.

В. Егоров

Миçе çын пăхнă: 849 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024