Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çĕртме » 08
Сăн ÿкерчĕк
Районта машинăпа ĕне сăвакан операторсем тата ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентерекен техник-осеменаторсем ăмăртрĕç. Конкурс тулли мар яваплă "Караево" пĕрлешÿре иртрĕ.
Машинăпа ĕне сăвакан операторсен конкурсĕ. Кунта Трак енри тăватă — "Караево", "Красное Сормово", "Янмурзино", "Досаево" — хуçалăхран килнĕ 7 оператор виçĕ енĕпе тупăшрĕ. Вĕсем машинăпа ĕне сурĕç, ĕне сумалли аппаратсене салатса пухрĕç, ыйтусене хуравларĕç. 
Кирек епле ĕçĕн хăйĕн йĕрки, майĕ пур, машинăпа ĕне сăвассин те çаплах. Кунта ĕне сумалли аппарата, ĕнене сума хатĕрлемелле, сумалла тата ытти те. Кашни операци валли вăхăт уйăрнă. Çавна шута илсе палăртаççĕ те ĕçченĕн професси ăсталăхне. Васканă чух алă-ура çыхланмасăр пулмасть паллах. Анчах ĕçе тĕплĕ пĕлекенсем кунта та çухалса каймаççĕ. Акă Яманакри сĕт-çу ферминчи Светлана Данилова оператор ĕне сумалли технологине аван пĕлнине кăтартрĕ, ĕне сумалли "Волга" аппарата та хăвăрт та тĕрĕс салатса пухрĕ. Унпа пĕрле ĕçлекен И. В. Даниловап ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 929 | Хăçан хушнă: 08.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Майăн 25—26-мĕшĕсенче çамрăк армеецсен юхăмĕн "Зарницăпа" "Орленокăн" районти ХХХХII финалти вăййисем иртрĕç. Кăçал вĕсене Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа — 65, Трак районне йĕркеленĕренпе 75 çул çитнине халалланă.
Вăйăсен йĕркелÿ комитечĕ кăçал та вĕсене Васнар ялĕнчен тухса Караялла каякан автоçулăн сылтăм енчи вăрман лаптăкĕ çывăхĕнче ирттерме сĕнчĕ. Çулпа çул пĕр килмест. Çамрăк армеецсен вăййисем юрлă-çумăрлă, аслатиллĕ шалкам çумăр çунă, сывлама май çук шăрăх çанталăкра иртнине те астăватăп. Кăçал вара çанталăк ачасене кÿрентермерĕ темелле, вĕсем хăйсене пур енчен те кăтартма пултарчĕç.
Сакăр сехет иртсенех асăннă вырăна сарă тĕслĕ "Шкул автобусĕсем" килме пуçларĕç. Кĕске хушăрах "палаткăсен хули" ÿссе ларчĕ. Шкулсенчен килнĕ поварсем кăвайт чĕртсе апат пĕçерме, чей вĕретме хурансем çакса ячĕç. Мандат комиссийĕ ĕçе кÿлĕнчĕ. Кăçал "Зарницăра" тупăшма районти шкулсенчен 11 отделени кăмăл т ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 553 | Хăçан хушнă: 08.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024